Пĕ​чĕк ялăн пы​сăк ну​ши3

«М-7» фе​де​рал​лă ав​тот​рас​са тă​рăх Вăр​нар ен​не кая​кан çул​па çÿ​ре​кен​сем çу ку​нĕ​сен​че ма​ши​нă​сен тем вă​рă​мăш «​пăк​ки» çин​чен аван пĕ​леç­çĕ. Уй​рă​мах шă​мат кун​па выр​сар​ни кун çу​ла тух​ма хă​ра​мал​ла. Çу ку​нĕ​сен​че Крас​ноар​мейс​ки, Элĕк, Вăр​нар ра​йо​нĕн​чен ки​ле​кен​сем Ча​ка​нар, Вă​рăм​ту пат​не çи​тич​че​нех «​пăк​ка» ле​кетчĕç. Кă​çал çи​мĕк​ре ма​ши​нă​сен «п​роб​ки» Крас​ноар​мейс​ки пă​рăн​чă​кĕн​че​нех пуç­лан​нă те​ни​не илт​нĕч​чĕ.

Ял ви​тĕр ыт​кă​наç­çĕ…

Мĕн çы​хăн​та​рать-​ха ра​йон​ти Са​ра​па​кас​си ялĕ​пе ма​ши​нă​сен «п​роб​ки​не»? Ну​ма​йă​шĕ тав​çăр​са та илей​меç­çĕ пуль. Акă мĕн: çу ку​нĕ​сен​че «​пăк​ка» ле​кес мар те​се ма​ши​нă​па çÿ​ре​кен​сем Са​ра​па​кас​си ур​лă Вăр​нар çу​лĕ çи​не ту​хаç­çĕ ик​кен. Чы​ла​йă​шĕ ялăн «Ок​тябрьс​кая» та​та «Уг​ло​вая» ура​мĕ​сем ви​тĕр çÿ​реç­çĕ. Ял​та пу​рă​на​кан​сен сă​мах​не ĕнен​сен руль тыт​са пы​ра​кан​сем ял хуш​ши​пе пы​нă чух​не те хă​вăрт​лăх​не ча​ка​рас​шăн мар. Вĕ​сем хыç­çăн ва​ра ас​фальт сар​ман çул çин​че çур се​хет​сĕр те лăп​лан​ман ту​сан мă​кăр​лан​са юлать, кан​тăк​сем, çу​са çак​нă япа​ла​сем са​мант​рах ху​рал​са ла​раç­çĕ. Кун​та пу​рă​на​кан​сем хăй​сен ачи​се​не, мă​ну​кĕ​се​не ура​ма уçăл​са çÿ​ре​ме, вы​ля​ма кă​лар​ма та хă​ра​кан пул​нă. Ял çын​ни​сем ка​ла​нă тă​рăх, хăш чух​не чăх-ав​тан та кус​тăр​ма ай​не вырт​са юлать. Са​ра​па​кас​си​сем 2-3 çул çап​ла пу​рăн​сан чă​тай​ман, ка​лаç­са та​тăл​са шлаг​баум ларт​ма тĕв ту​нă. Ларт​нă та…

Са​ра​па​кас​син​че «Тă​ван Ен» ха​çат жур​на​лис​чĕ​сем те пул​са кур​чĕç, çын​​сем​пе тĕл пул​са ка​лаç­рĕç. Ял ста​рос​ти Ни​ко​лай Тро​фи​мов шлаг​бау​ма ял​ти çын​сем пĕр​ле ка​наш​ла​са ларт​ни​не пĕл​тер​чĕ. «Ма​ши​нă​сем кăн​тăр​ла кă​на мар, çĕр​ле те каллĕ-​мал​лĕ чу​паç­çĕ кă​на. Уй​рă​мах дис​ко​те​кă​се​не çÿ​ре​кен çам​рăк​сем кĕр​лет​тер​се çÿ​реç­çĕ. Вĕ​сен йы​шĕн​че эрех-​сă​ра​па тус​ли​сем те çук мар-​тăр. Ара, уй-​хир​те ГИБДД ма​ши​ни​сем çÿ​ре​меç­çĕ, чар​са тĕ​рĕс​ле​кен çук. Ма​ши​нă​сем çак вы​рăн​тан ан çÿ​реч​чĕр те​се пал​лă​сем те ларт​са ху​тă​мăр, ус​си çук. Шар ку​ра​кан​ни​сем ва​ра эпир – ял çын​ни​сем», – пĕл​тер​чĕ ял ста​рос​ти. «Ю​рать, пыл​чăк​ра кун​тан çÿ​рей​меç­çĕ. Ас​фальт сар​ман çу​ла май пур та​ран юса​ка​ла​ма тă​рă​шат​пăр, ма​ши​на ну​май çÿ​ре​ни​пе вăл ар​ка​нать. Ял​та хы​тă сий​лĕ çул са​рас ый​ту​па ял тă​рăх пуç­лă​хĕ​пе те​ми​çе те ка​лаç­нăч​чĕ», – пĕл​тер​чĕç хăй​сен шу​хă​шĕ​се​не ял​та пу​рă​на​кан​сем. «Чăт​са пул​масть, ха​мах кар​та ты​та​тăп!» – ил​тĕн​чĕ те​пĕр са​сă.

Çă​ра​па пи​тĕр​нĕ шлаг​баум

Ш​лаг​бау​ма ларт​сан са​ра​па​кас​си​сем ăна пи​тĕр​се ил​мел​ле ту​нă, çă​ра çак​нă. Ма​ши​нă​па çÿ​ре​кен​сем алăк ху​пă пул​ни​не ку​ра каял​ла çав​рă​нас​са, çак çу​ла ма​нă​çа кă​ла​рас​са шан​нă. Вăл тÿр​ре тух​ман, ял çын​ни​се​мех алă​ка çĕ​мĕр​ме пи​кен​нĕ. Ир​тен-​çÿ​рен во​ди​тель​сем çын​сем​пе ят​лаç­нă, юна​шар кил-​çурт​се​не вут чĕрт​се çун​та​рас​си​пе хă​рат​нă. Кун​та пу​рă​на​кан​сем по​ли​ци ĕç­че​нĕ​се​не те чĕн​нĕ. Çă​хав ил​се​нех ял тă​рăх ад​ми​нист​ра​ци пуç­лă​хĕ çă​ра​на кă​лар​са ил​се кай​нă. Паян​хи ку​на шлаг​бау​ма çе​кĕл​пе кă​на пи​тĕр​ме пу​лать, кăн​тăр​ла алăк​се​не уçах ты​таç­çĕ.

«Ялăн те​пĕр ен​че хы​тă сий​лĕ çул пур, ма​ши​нă​сен ун​тан çÿ​ре​мел​ле. Ан​чах тÿр​рĕн çÿ​ре​ме хă​нăх​нăс​кер​сем 500 м ыт​ла​рах каяс​шăн мар, хă​нăх​нă йă​ла​па ас​фальт сар​ман çул​пах çÿ​рес​шĕн. «Ок​тябрьс​кая» та​та «Уг​ло​вая» урам пă​рăн​чă​кĕн​че çу​лĕ​сем лу​паш​кал​лă, шă​тăк-​пу​тăк​лă. Çын​сем ун​та чул​сем пă​рах​ка​ла​нă пу​лин те ир​тен-​çÿ​рен ма​ши​нă​сем çу​ла ар​кат​сах тă​раç­çĕ. Пĕл​тĕр ма​ши​нă​се​не ку урам​па çÿ​ре​ме пă​рах​та​рас тĕл​лев​пе шă​тăк​сем те чав​са пăх​рă​мăр, ус​си пул​ма​рĕ – ирт​се кая​кан экс​ка​ва​тор шă​тăк​се​не хуп​ла​са хă​вар​чĕ…» – ка​ла​са па​чĕ Ни​ко​лай Тро​фи​мов.

«М-7» ав​тот​рас​си тул​са кай​ни, тав​ра​ри çул кир​ли çин​чен ха​çат-​жур​нал​та та, те​ле​ви​де​ни​пе ра​дио​ра та час-​ча​сах асă​наç­çĕ. ЧР транс​порт ми​нист​рĕн ĕçĕ​се​не вă​хăт​ла​са пур​нăç­ла​са пы​ра​кан В​ла​ди​мир Сте​па​нов пĕл​тер​нĕ тă​рăх, тав​ра çу​ла 2016-2022 çул​сен​че ту​мал​ла. Ун чух​не «М-7» ав​тот​рас​са кăшт та пул​сан пу​ша​нас​са кĕ​теç­çĕ. Са​ра​па​кас​си ялĕн​чи «Ок​тябрьс​кая» та​та «Уг​ло​вая» урам​сен​че пу​рă​на​кан​сен çа​вăнч​че​нех ту​сан çăт​са пу​рăн​ма ле​кĕ-​ши?

Сăмах паратпăр

Е​гор БО​РИ​СОВ, пу​шар над​зо​рĕн ра​йон​ти уй​рă​мĕн ас​лă инс​пек​то​рĕ:

– Ял​сен​че хап​ха ты​тас​си йă​ла​на кĕ​нĕ пу​лăм, ăна хуп​са уç­ма май пул​тăр. Са​ра​па​кас​си ял çын​ни​сем шлаг​баум ларт​са çă​ра​па пи​тĕр​се ил​мел​ле ту​ни​не ыр​ла​ма май çук. РФ пу​шар хă​руш​сăр​лă​хĕн пра​ви​ли​сем тă​рăх ор​га​ни​за​ци ер​тÿ​çи​сен (​çав шут​рах ял тă​рăх пуç­лă​хĕ​сем те) хăй​сен тер​ри​то​ри​йĕн​чи пу​шар ма​ши​ни кĕ​мел​ли çул​се​не ки​рек хăш вă​хăт​ра та ирĕк​лĕ тыт​мал​ла. Пу​шар сик​се ту​хас пул​сан çă​ра​па пи​тĕр​се тă​ра​кан алă​ка уç­са ту​хас​си пу​шар сÿн​те​ре​кен тех​ни​ка вал​ли чăр​мав кă​лар​са тă​ра​тать, вă​хăт çу​ха​лать. Хап​ха​се​не çав сăл​тав​пах çă​ра​па пи​тĕрме юра​масть.

Д​мит​рий ЯКИ​МОВ, Са​ра​па​кас​си ял тă​рăх пуç­лă​хĕн çу​мĕ:

– Ха​лă​ха ăн​лан​ма пу​лать, «Уг​ло​вая» урам​ри çул​сем чăн​ни​пех те на​чар​та​рах, кун​та пу​рă​на​кан​сем çул​се​не хăй​сен ук​çи-​тен​ки​пех юса​ка​ла​са тă​ма тă​рă​шаç­çĕ. Ял ви​тĕр çă​мăл ма​ши​нă​сем кă​на мар, пы​сăк тиев​лĕ тех​ни​ка та çÿ​рет, çул​сем çĕ​мĕ​рĕ​леç­çĕ. Во​ди​тель​се​не чар​са ка​лаç­ни, ăн​лан​тар​ни те пу​лăш​масть. Мĕн ĕмĕр​тен ял​сен​че хап​ха тав​раш пул​нă, са​ра​па​кас​си​сем шлаг​баум ларт​рĕç. Ăна çă​ра​па пи​тĕр​се ил​мел​ле пул​ман. Кун​ти ха​лăх​па ял тă​рăх пуç­лă​хĕ Павел Амур​цев ка​лаç­нă, ăн​лан​тар​нă. Паян​хи кун шлаг​бау​ма çă​ра​па пи​тĕр​се ил​меç­çĕ, çе​кĕл​пе кă​на çак​ла​таç­çĕ.

​ДЕО​МИД ВА​СИЛЬЕВ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости