Район 3,1 хут ытларах çурт-йĕр хута ярать

Хальхи вăхăтра республикăра территорисенчи комплекслă строительствăн 56 проекчĕ пурнăçланать. «Çурт-йĕр – Раççей çемйи валли» программăпа килĕшÿллĕн 210 пин тăваткал метртан кая мар экономкласс йышши çурт-йĕр тума палăртнă. Çакăн пирки ЧР пуçлăхĕ Михаил Игнатьев март уйăхĕн 10-мĕшĕнче Мускавра Раççей строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕпе Михаил Меньпе иртнĕ тĕл пулура пĕлтернĕ.

Унта нумай хутлă çуртсене тĕпрен юсама укçа пухассипе, граждансене кивĕ çуртсенчен куçарассипе, йăлари хытă каяшсене вырнаçтарассипе çыхăннă ыйтусене те сÿтсе явнă. Республика Пуçлăхĕ экономкласс йышши çуртсен строительствин пысăк пĕлтерĕшне палăртнă. Михаил Мень 2016 çулта вăрçă ветеранĕсемпе инваличĕсене пурне те çурт-йĕрпе тивĕçтермеллине палăртнă, çак тĕллевпе регион федераци бюджетĕнчен хушма укçа илĕ. «Çĕршыври экономикăн çăмăл мар лару-тăрăвĕнче те регион çурт-йĕр строительстви енĕпе аван ĕçлесе пырать. Паян регион хăйĕн строительство комплексне тивĕçтерсе тата патшалăх программисене пурнăçласа халăх умĕнчи яваплăха тÿрре кăларать, халăха ĕçпе тивĕçтерессине кирлĕ шайра тытса тăма май парать», – тенĕ федераци министрĕ.

2016 çулхи январь-февраль уйăхĕсенче Чăваш Енре 39515 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута янă. Çав шутран 8564 тăваткал метр – уйрăм çурт-йĕр. ЧР Строительство министерствин информацийĕ тăрăх, 4301 тăваткал метр пурăнмалли лаптăка хута янă Шупашкар районĕ чи пысăк строительство калăпăшĕпе палăракан муниципалитетсен йышĕнче. Патăрьел районĕнче ку кăтарту 1501 тăваткал метрпа танлашать, Канаш районĕнче – 898 тăваткал метрпа. Ултă муниципалитетра (Йĕпреç, Муркаш, Пăрачкав, Комсомольски, Етĕрне районĕсем тата Çĕнĕ Шупашкар хули) строительство ĕçĕсем «шăнса ларнăпа» пĕрех – кăтартусем çук. Шупашкар районĕнче çурт-йĕр строительствин ÿсĕмĕ иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан 3,1 хут ытларах.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости