Сиенлĕ эмел

— Чăваш Енре выльăх-чĕрлĕх валли суя эмелсем сутнă тĕслĕхсем пулни пирки ăнсăртран илтрĕм. Çак тавар сĕнме сутуçа лицензи кирлĕ-и? Производительсене мĕнле майпа тĕрĕслеççĕ?

Агафий Васильков, Çĕнĕ Тутаркасси

Алексей ПАЛЬКИН,

Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ертÿçи:

– Кăçалхи 3 уйăхра кăна Чăваш Енре 50 тĕрлĕ ытла контрафакт тата пахалăхсăр эмеле тупса палăртнă. Сăмахран, «Антидиарейко» (Испани), «Байкокс» (Германи), «Биометросанит» (Раççей), «Тетразоль» (Раççей), «Йодометрин» (Раççей), «Кондиционер для аквариумной воды «Ихтиофор» (Раççей) ятлă тата ытти препарат тĕп тума тивнĕ. Суя эмел тупса палăртнă тĕслĕхсем пирки эпир хамăрăн сайтра пĕлтерсех тăратпăр. Çакнашкал пĕр хыпарлав хыççăн Чăваш Республикинче «Росветфарм» кăларнă ветеринарире усă курмалли «Чистотел для ухода за кожей» ятлă препарат тĕлĕшпе йĕркеленĕ тĕрĕслевсем нумаях пулмасть вĕçленчĕç. Суя 1599 флакона тупса палăртнă.

Сиплев препарачĕсене лицензисĕрех сутни те пулнă Чăваш Енре, пĕлтĕр çакăн пек 10 тĕслĕхе шута илнĕ. Кăçалхи 3 уйăхри тĕрĕслев Шупашкар районĕнче йĕркене пăхăнман тĕслĕхсене тăрă шыв çине кăларма пулăшнă. 2016 çулта Россельхознадзор Раççей территорийĕнче 363 тĕрлĕ контрафакт тата 16 тĕрлĕ фальсификат, çавăн пекех 427 тĕрлĕ пахалăхсăр эмел хатĕрĕ тупса палăртнă.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости