Сочири форум – çĕнĕ хутшăнусен лапамĕ

Ку эрнере ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Сочи хулинче иртнĕ Раççейри инвестици форумне хутшăннă, федерацин влаç органĕсен ертÿçисемпе, бизнес представителĕсемпе тĕл пулса ĕçлĕ калаçусем ирттернĕ.

«Ренова» компани ушкăнĕ Чăваш Енре 10 га лаптăк çинче пахча çимĕç ÿстермешкĕн теплица комплексĕ тума планлать – проекта пурнăçа кĕртесси пирки калакан меморандума компани директорĕсен канашĕн председателĕ Виктор Вексельберг тата Михаил Игнатьев алă пуснă. «Малтанхи калăпăш – 10 га, тен, малашне производствăна анлăлатма та пулĕ», – пĕлтернĕ В. Вексельберг. ЧР Пуçлăхĕн сăмахĕсем тăрăх, теплицăсем валли вырăн тупнă, халĕ документсем хатĕрлес тапхăр пырать.

Сочире тунă тепĕр килĕшÿ – ЧР Правительстви тата «БТК групп» компани (бизнесăн тĕрлĕ сфери валли пысăк технологиллĕ тумтир çĕлессипе паллă) хушшинче.

Документа ЧР Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа компанин генеральнăй директорĕ Георгий Драчев алă пусса çирĕплетнĕ. Килĕшÿ çăмăл промышленноç сферинче инвестици проекчĕсене пурнăçлама май парĕ. Г. Драчев республикăра çĕнĕ производство уçасса, ĕç вырăнĕсем йĕркелессе планлать.

Сочире Михаил Игнатьев РФ Правительствин премьер-министрĕ Дмитрий Медведев ертсе пынă «Раççей регионĕсене инвестицисем: регионти политикăн приоритечĕсем» пленарлă ларăва та хутшăннă. Председатель палăртнă тăрăх, Правительствăн паянхи тĕллевĕ – макроэкономика динамикин тата налог тытăмĕн стабильлĕхне 2025 çулччен сыхласа хăварасси. Пĕчĕк бизнеса çăмăллăхлă кредитпа тивĕçтермелли программăна 50 млрд тенкĕлĕх пысăклатасси – тĕллеве пурнăçламалли тĕп çул-йĕрсенчен пĕри.

Инвестици форумĕн шайĕнчех, ЧР Финанс министрĕ Светлана Енилина «Бюджетсен хутшăнăвĕ. Пĕртанлăх шыравĕ» секцие хутшăннă. Унта федераци полномочийĕсене субъектсене парас ыйтăва активлă сÿтсе явнă. Ку темăна хускатса Михаил Игнатьев хăйĕн шухăшне палăртса хăварнă. «Укçа-тенке илмесĕр федераци полномочийĕсене пурнăçланă чухне эпир республика бюджечĕн укçи-тенкипе усă куратпăр. Çакăн валли федераци бюджетĕнчен 100% укçа-тенкĕ килмелле», – пĕлтернĕ вăл.

Çавăн пекех форум вăхăтĕнче суту-илÿпе экономика, наукăпа техника, социаллă тата культура сферисенче килĕшсе ĕçлессине палăртса ЧР Министрсен Кабинечĕпе Саратов облаçĕн Правительстви килĕшĕве алă пуснă.

Чăваш Енпе Чулхула облаçĕ халиччен те тату пурăннă. Малашне те тĕрлĕ сферăра килĕшсе ĕçлессине Михаил Игнатьевпа Чулхула облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Валерий Шанцев Сочире алă пусса çирĕплетнĕ. «Ял хуçалăхне аталантарас, тавралăха хăтлăлатас тĕлĕшпе Чăваш Енрен вĕренмелли пурах», – çитес вăхăтрах ĕçлĕ ушкăнпа республикăна çитессине палăртнă В. Шанцев. Асăннă икĕ регион хушшинчи тавар çаврăнăшĕ çулсерен ÿссе пырать, çитес вăхăтрах ăна 10 млрд тенкĕ таран çитерме тĕллев лартнă.

Инвестици форумĕ пынă вăхăтра регион ертÿçи ТААС информаци агентствине интервью панă, журналист республикăн социаллă пурнăçĕпе, экономикипе, инвестици политикипе тата ытти темăпа кăсăкланнă.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости