Спортсăр – пĕр кун та

Районта пултаруллă çын сахал мар. Вĕсем хăйсен хастарлăхĕпе ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăраççĕ. Çакăн пеккисенчен пĕри – Алькешре пурăнакан Роза Алексеева. Пĕр кун та унăн спортсăр иртмест, редакцие те вăл килĕнчен тухсан пĕр чарăнмасăр виçĕ çухрăм чупса килнçине пĕлтерчĕ.

Çырмасем тăрăх

Роза Васильевна Ойкассинчи пуçламăш, унтан Кÿкеçри вăтам шкулта пĕлÿ илнĕ. Унăн ашшĕ Лăпкă океанри флотра матрос пулнă, Яппун вăрçине хутшăннă. Амăшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче трактористра вăй хунă. Вĕсем вăрçă хыççăн 50-мĕш çулсенче пĕрлешнĕ. Çемьере 4 ача пулнă. Роза ача чухнех спортпа туслашнă, малтанах шашкăлла выляма вĕреннĕ. Çак ăсталăха ăса хывма ăна тетĕшĕ Юрий Моисеев, спорт мастерĕн кандидачĕ, пулăшнă. «Килте шашкăлла час-часах выляттăмăр, хамăр хушăра турнир ирттереттĕмĕр», – аса илет паян Роза Васильевна. Çапла вара вăл 6-мĕш класра чухне 10-мĕш класс хĕрĕсене те шашкăлла выляса ирттернĕ.

Шкулта йĕлтĕр секцийĕ уçăлсан Роза Алексеева унта йĕлтĕрпе ярăнас ăсталăха алла илме тытăннă. Шкула та, киле те йĕлтĕрпе çÿренĕ вăл, кашни кун 5 км яхăн хыçа хăварнă. Кашни кун Ойкас тăрăхĕнчи çырмасенче ытти ачапа пĕрле ярăннă. «Пĕрремĕш ăмăртăва кайни асра. «Урожай» спорт комплексĕ гостиницăра пурăнма кунне 70 пус паратчĕ. Эпĕ вара çĕр каçма киле çÿреттĕм. Çапла 13 кунра пухăннă укçапа хама валли «Алатырь» йĕлтĕр илтĕм», – каласа парать вăл.

Спорт мастерĕ

Шкул пĕтерсен спортпа туслă Роза ăçта вĕренме каясси пирки нумай шухăшламан – Канаш педучилищинчи физвоспитани уйрăмне çул тытнă. Алла диплом илсен Кÿкеçри вăтам шкулта ĕçленĕ. 1978 çулта «Спартак» ача-пăча спорт обществин тренер-инструкторĕ пулнă. Çак спорт обществинче çĕнтерÿçĕ ятне пĕрре мар илнĕ вăл. 1979 çултанпа ăмăртусенче «Чувашкабель» заводăн чысне хÿтĕленĕ, «Труд» ача-пăча спорт обществин чемпионĕн ятне çĕнсе илнĕ.

1981 çулта Роза Алексеева Ленинградра 20 км йĕлтĕрпе чупса СССР спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă. Çав çулах Мускав облаçĕнчи патшалăх физкультура институтне куçăмсăр майпа вĕренме кĕнĕ. Ăна пĕтернĕ хыççăн Алькешри тулли мар 8 класлă шкулта 20 çул ĕçленĕ, Шупашкарти 61-мĕш шкулта – 12 çул. Роза Алексеевăн ĕç стажĕ 41 çул, 36-шне физкультура учителĕнче тăрăшнă. Унăн вĕренекенĕсен йышĕнче спорт мастерĕн кандидачĕн ятне тивĕçнисем сахал мар.

Роза Васильевна ĕçри тата спортри тăрăшулăхĕшĕн хисеп тата тав хучĕсене, хисеп паллисене тивĕçнĕ. Кунсăр пуçне вăл районта йĕлтĕрпе чупассипе, çăмăл атлетикăпа, шашкăлла выляссипе, ухăпа тата пăшалтан перессипе, ишессипе, сĕтел çи теннисла выляссипе чемпион ятне пĕрре мар илнĕ. 2014 çулта республика команди йышĕнче Раççейре ветерансен I спартакиадине хутшăннă. 53 команда хушшинче 3-мĕш пулнă вĕсем. 2015 çулта Челябинск хулинче август уйăхĕнче иртнĕ ăмăртура Роза Алексеева 800 метр чупса Раççей чемпионĕн ятне тивĕçнĕ, 10 км-лă дистанцире 2-мĕш, 400 метрлинче 3-мĕш тухнă.

Халĕ те вăр-вар

2016 çулта март уйăхĕнче ветерансен хĕллехи чемпионатĕнче те лайăх кăтартусемпе палăрнă вăл. Республика шайĕнчи ăмăртура 55-65 çулхи ветерансен хушшинче йĕлтĕрпе чупса Туслăх Кубокне тивĕçнĕ. Йĕлтĕр ăмăртăвĕсенче 5 хут республика чемпионĕн ятне илнĕ. Самарта Федерацин Атăлçи округĕнче мала тухассишĕн иртнĕ тупăшура шашкăлла выляса 2-мĕш, шаффлборд сĕтел çи вăййинче 3-мĕш пулнă.

Çак çулах Роза Алексеева Шупашкарта иртнĕ çăмăл атлетикăпа Раççей чемпионатĕнче 800 м чупса 1-мĕш, 10 км чупса – 2-мĕш, утассипе – 3-мĕш вырăнсене тухнă. Патăръелĕнчи «Спортивное долголетие» спартакиадăра район команди малтисен ретне тухнинче унăн тÿпи те пур. 2017 çул та Роза Алексеевăшăн халех тухăçлă – республика шайĕнчи ăмăртусенче 7 хут чемпион пулнă, районтисенче 4 хут пьедесталăн чи çÿллĕ картлашки çине хăпарнă. Роза Алексеева çăмăл атлетикăпа Раççей шайĕнче 5 хут çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ.

Ултă теçетке çула хыçа хăварнă пултаруллă ентеш халăх медицинине кăмăллать, чир-чĕртен усăллă курăксемпе, мунчапа сипленет. Кăçал Адлер хулинче ветерансен хушшинче çăмăл атлетикăпа иртекен ăмăртура хăйĕн вăй-халне тĕрĕслесе пăхасшăн.

АНЖЕЛИКА ТИХОНОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости