Светлана Ефимова (Çутăпи) Шупашкар округĕнчи Моççaкасси ялĕнче çyралнă. Атайкассинчи вăтам шкултан вĕренсе тухсан И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультечĕн чăваш чĕлхипе литератури уйрăмĕнче ăс пухнă. Пĕр вăхăт журналистра ĕçленĕ. Каярах Aтайкасси шкулĕнче чăваш чĕлхипе литература предмечĕceне вĕрентнĕ. Тĕрлĕ хисеп-хаклава тивĕçнé. Светлана Ефимова Раççeй Федерацийĕн Çyтĕç тата воспитани парас ĕçĕн хисеплĕ éçченĕ. Çaмрăк чухнех çырма юратнă. Ăcталăхне аталантарма тăрăшнă. Малтанхи сăввисем “Тăван Ен” район хаçaтĕнче пичетленнĕ, каярах – социaллă cетьсенче. Вăхăт иртнĕ май сăвăсен тематики те анлăланнă. Çырас ăcталáх ÿcce çирĕпленнĕ. Автор калас шухăша ытарлăн палăртма пултарать. Ытларах çeмье, ял-йыш, тăван кĕтес çинчен çырать. Сăвăceнчи лирика геройĕ ырă та ĕçчен, тăван çĕршыва, халăха, несĕле хисеплекен çын.
Сăвă çырма мĕн-ха мана хистерĕ?
Тен, чĕлхе сăнарлăхне туйни?
Е пурнăça caвса хыт юратни
Căвăласа çырма мана пиллерĕ.
Поэзи хăватне ялан эп туйнă,
Тимленĕ аслисем каланине.
Сăмахпала çaпса хуçнине курнă,
Тăма та пулăшать вăл ÿкнине.
Ÿнерçĕн те шăпи çăмăлах мар-мĕн,
Таса та ырă чунлă пулмалла.
Кÿрентерÿ пулсан та эс каçaрăн,
Çын кăмăлне малтан ăнланмалла.
Тур панипе пĕлсе усă курсассăн
Сассу-юрру сан кайĕ инçете.
Паян вара рифмăсемпе састашăн
Асамлăхĕ парăнтарать пире.
Анне ăшши
Хĕcce cурать хăш-пĕр чух чун,
Шырать вăл лăпкăлăх, пĕлен.
Чи хаклă çын çyмра халь çyк,
Сасси те илтĕнмест аннен.
Мĕн тери йывăр хăш чухне
Пулать аннесéр çĕр çинче.
Эс пулнăран манпа çyмра
Эп пулнă вăйлă caн çумра.
Эс сывлăш пек çитместĕн халь
Кун пуçлама, кун кунлама.
Çyр ĕмĕртен иртнĕ çынна
Аннен ăшши кирлех паян.
Аннен ăшши вăл – чи хакли
Çaк çутă, ырă тĕнчере.
Эс чи кирли, эс чи пахи
Анне, аннеçĕм, эс – пĕрре.
Хĕвел аннă чух…
Хĕвел аннă чух илемлĕ ялан,
Алчăрать куç, caвать кăмăлтан.
Куça илĕртет иртнĕ кун ăшши,
Ыран çывхарать иртсен паянхи.
Ыран йăлт çĕнни, ыран лайăххи
Тата ытларах чуна йăпатни.
Çaпла çĕрпеле кун савăшать,
Малалла утма вăй-хăват парать.
Çĕннине курса ăна йышăнма,
Чăмăра пуçтарса вăйлă пулма
Хастарлăхăм пур, хăват çитмеллех,
Ĕмĕтсене пурнăça кĕртмеллех.
Пурнăç çyлĕ
Йывăр пулсан та малаллах
Утатáп хамáн çyлăмпа.
Малти пуласлăх шалаллах
Кéрсе пырать вăл çулпала.
Хĕвел пăхать-и кунсерен?
Лÿшкет, тен, çyмăр эрнипех.
Эп йышăнатăп чĕререн
Çaк пурнăça йăлт пуçĕпех.
Йĕпхÿллĕ кун та пулкалать,
Хĕвелсĕр кун хуçaланать.
Анчах чун ыррине савать,
Телей патне вăл туртăнать.
Хаяр та сивĕ кунсене,
Чăтса ирттертĕмĕр хĕле.
Умри çyр кунĕ вĕcене
Мантарма ыйтрĕ хĕвеле.
Чун туртáнать ырри патне.
Сар хĕвелпе кам киленмест?!
Кашни этем çaк тĕнчене
Çын пулассишéн-çке килет.
Тав
Эп çyралсан хĕвел йăл кулнă.
Хăй ăшшине мана парса
Пилленĕ лайăх пурăнма,
Тăвансене сума сума,
Юлташсемпе ырă пулма.
Савма юратнă мăшăра
Пилленĕ çyт хĕвел мана.
Эп çyралсан тĕнче йăл кулнă.
Хăй ыррине мана парса
Пилленĕ ырă пурăнма.
Килĕштерме тус-юлташпа,
Кÿршĕ-арша ырă сунма.
Ватта ялан хисеп тума
Пилленĕ çyт тĕнче мана.
Эп çуралсан телей сунса
Мана хăй ытамне илсе
Аннемĕр Çĕр пилленĕ пурнăç.
Пилленĕ ырăлăх та сывлăх,
Телей пилленĕ кăмăлтан.
Пуça таятăп, Çĕр Аннемéр,
Тав ăраскалăмшăн сана.