Сăрă шалу. Калаçу каллех ун тавра

Конвертра шалу тÿлекен ĕç паракансене тăрă шыв çине кăларасси – надзор, ĕç тăвакан влаç органĕсен тĕллевĕсенчен пĕри. Ку темăна эрне пуçламăшĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пынипе иртнĕ канашлура каллех сÿтсе яврĕç. Сăрă схемăпа усă куракансене тупса палăртас ĕçе хăвăртлатмалла – палăртрĕç унта.

Виçĕм кун Налог службин районсен хушшинчи 5-мĕш инспекцийĕн, райадминистраци представителĕсенчен, полици сотрудникĕнчен йĕркеленнĕ ушкăн каллех рейда тухрĕ. Поселокри «конечкăра» вырнаçнă, талăкĕпех ĕçлекен кафе темиçе çул ĕнтĕ хăнасене йышăнать. Çынсем каласа панă тăрăх, чылай чухне – вăл нумай хваттерлĕ çуртри пĕрремĕш хутра вырнаçнипе – таврара пурăнакансене çывăрттармасть-мĕн. Кунта ĕçе законлă майпах вырнаçса тăрăшаççĕ-ши? Тĕрĕслер-ха. Кафе хуçи вырăнта мар, стойка умĕнчи бармен кăна. «Сирĕнпе хуçа ĕç килĕшĕвĕ тунă-и?» – пулчĕ пĕрремĕш ыйту налог органĕн ĕçченĕсенчен. «Тунăччĕ пуль…» – иккĕленсе хуравларĕ хĕрарăм. Тÿрех телефонпа хуçине шăнкăравларĕ, лешĕ те килĕшÿ пуррине ĕнентерчĕ, анчах чăн-чăн документа курма май килмерĕ, ун вырăнне «ученический договор» кăна кăтартрĕç хайхисем…

Бармен кунта çулталăка яхăн вăй хурать. Конвертра шалу илни мĕн патне илсе çитернине – кун пек ĕçлесессĕн пенсисĕр те тăрса юлассине – каласа парсассăн вăл ăнланнине палăртса пуçне сĕлтрĕ, юлашкинчен чăннипех те официаллă майпа ĕçлеме килĕшнине те пĕлтерчĕ – туйăнчĕ кăна мар пулĕ.

Налог органĕн представителĕсем ку кафене пĕлтĕр те тĕрĕслевпе килнĕ иккен, ун чухне те закона пăснă тĕслĕхе регистрациленĕ, анчах ун хыççăн та хуçи лару-тăрăва улăштарман. Çитес вăхăтрах вăл налог органĕн районти инспекцине çитĕ, унпа каллех калаçу пуçарĕç. Хальхинче ăнланĕ-ши вăл çынсене официаллă майпа ĕçлеттерсе законпа хÿтĕлемеллине? Вăхăт тата тепĕр тĕрĕслев çеç çакна кăтартĕ.

Центрти парикмахерски – рейдпа çитнĕ тепĕр вырăн. Çÿç касакан, хитре прическа, маникюр тăвакан хĕрсем те кунта официаллă майпа вырнаçман. Мĕншĕн? Хуçи ăнлантарнă тăрăх, вĕсем кунта кашни кунах ĕçлемеççĕ, саккассем пулсан темиçе сехете кăна килсе каяççĕ имĕш. Çавăнпа та вĕсемпе ĕç килĕшĕвĕ туман. Тĕрĕслекенсем пуçлăха «срочный договорпа» ĕçлеттерме сĕнчĕç.

Центрта вырнаçнă тепĕр кафере те официант ĕç килĕшĕвĕсĕрех тăрăшать. Кунта вăл нумаях пулмасть кăна вырнаçнă имĕш, çавăнпа та хуçи унпа ĕç килĕшĕвĕ туса ĕлкĕреймен.

Рейд Кÿкеçри киоска тата тепĕр кафене çитрĕ. Вĕсенче закона пăснă тĕслĕхсем çук, пурте официаллă майпа ĕçлеççĕ.

Кунашкал тĕрĕслевсене районта малашне те ирттерĕç, сăрă шалу тÿлекенсене вара тăрă шыв çине кăларĕç.

Сăмах май

Шупашкар районĕнче сăрă шалу тÿлекенсене тупса палăртас тĕллевпе кăçал 13 рейд ирттернĕ, налог тÿлекен 31 çынна тĕрĕсленĕ. 9-шĕ ĕç килĕшĕвĕсем туман, тĕрĕслев хыççăн тин вĕсенчен 4-шĕ ĕçлекенсене официаллă майпа йышăнни паллă.

ЛЮБОВЬ МАН

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости