Така хуçи кам?

Шупашкар районĕнчи Акатуйра тĕрлĕ спорт вăййи иртрĕ. Футболла выляса ветерансен (50 çултан иртнисен) «СССР» («Союз Смелых Сильных и Решительных») команди мала тухрĕ. Футболистсене Владимир Мочалов сцена çинче парнесемпе чысларĕ. Куракансене ирĕклĕ кĕрешÿ питĕ кăсăклантарчĕ. Акатуй уявĕн чи сумлă парнине çĕнсе илессишĕн 50 спортсмен таранах тупăшрĕ. Татами çинчи кĕрешĕве Дмитрий Григорьев тĕп судья йĕркелесе пычĕ. Пирĕн ял тăрăхĕнчи спортсменсем хутшăнни куракансене тата та кăсăклантарса ячĕ. Вăрманкассинчи Александр Семеновпа Тутаркассинчи Виталий Степанов кĕрешĕвĕ питĕ хĕрÿ иртрĕ. Çапах та Тутаркасси çамрăкĕ мала тухрĕ. Вăрманкассинчи Роман Селедкинпа Хыркассинчи Роман Петухов хушшинче те тупăшу хĕрчĕ. Роман Селедкин ăна çĕнтерсе Виталий Степановпа кĕрешрĕ. Тутаркассинчи кĕрешÿçĕсем мала тухса уяв çĕнтерÿçисем пулса тăчĕç. Чи пысăк парнене – такана – Вăрман-Çĕктер ял тăрăх пуçлăхĕн Николай Хорасевăн аллинчен Тутаркассинчи Дмитрий Толстов 1-мĕш вырăна тухнăшăн тивĕçрĕ. 2-мĕш вырăнти Тутаркассинчи Олег Бабочкин 2 автанлă пулчĕ. 3-мĕш вырăнти Тутаркассинчи Виталий Степанов та уяв автанне алла илчĕ. Çĕнтерÿшĕн вăйне шеллемесĕр кĕрешнĕ Роман Селедкин та парнене тивĕçрĕ. Райадминистраци пуçлăхĕ Георгий Егоров спортсменсене малашне те пысăк çĕнтерÿсем сунчĕ.

НИКОЛАЙ СМИРНОВ, АТĂЛЪЯЛ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости