Тахçанах тасатман

Çÿп-çап ыйтăвĕ кунсерен актуаллăхне çухатмасть. Çак кунсенче Кÿкеçри темиçе урампа иртрĕмĕр.

Çĕнĕ Конституци урамĕ вĕçĕнче вырнаçнă площадкăра 3 контейнер ларать. Унти каяша нумаях пулмасть кăна тиесе кайнă – вĕсем пушă. Йĕри-тавра вара темĕн те йăваланать. Темиçе уйăх, çулталăкĕпе пулмасан, тасатманни куç кĕретех. 3-4 утăм тусанах темĕн пысăкăш купа, темĕн те сĕтĕрнĕ кунта – йывăç вуллисене, ÿсен-тăран тымарĕсене… «Çулларанпах выртать ĕнтĕ», – купана тĕллесе кăтартрĕ çÿп-çап пăрахма килнĕ хĕрарăм. Кĕскен каласан, кунти таса марлăх тавралăха самай илемсĕрлетет.

Площадкăри контейнерсен йĕри-таврашне мĕншĕн тасатмаççĕ? Хурава контейнерсем çинчи адреспа, урăхла «Жилкомцентр» ООО-ра, шырарăмăр. Унтан пĕлтернĕ тăрăх, шăп та лăп ку вырăна тасатассине индивидуаллă предприниматель хăйĕн çине илнĕ-мĕн. Анчах та ăна тÿрĕ кăмăлпа пурнăçламанни палăрать. Тĕрĕссипе вара, контейнер площадкисене вĕсенех тасатмалла.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости