Ташларĕ, юрларĕ Мăн Мамăш

Кашни ял хăйĕн кунне паллă тума тăрăшать. Мăн Мамăш ялĕнче пурăнакансем те асăннă уява хатĕрленсе кĕтсе илчĕç – çурчĕсене илемлетрĕç, кил умĕсене тасатса тирпейлерĕç.

Мăн урамра пурăнакан Геннадий Григорьевпа Владислав Плотников тимĕр пăрăхсемпе хăмасенчен шыв колонки йĕри-тавра карта тытрĕç. Янăш ял тăрăх пуçлăхĕ Иван Грачев пулăшнипе Виталий Пушков вут-кăвартан сыхланма 10 т шыв кĕрекен пичкене бетон никĕс çине хăпартса лартрĕ. Ăна Алексей Алексеев староста тасатса сăрларĕ. Вăлах ял çыннисен ĕлĕкхи пурнăçне сăнлакан сăн ÿкерчĕксенчен курав хатĕрлерĕ. Ĕçĕ те унăн курăмлă – сăн ÿкерчĕксене вăл ятарласа реставрацилеме панă.

Палăртнă вăхăта ял çыннисемпе хăнасем шкул стадионне пухăнчĕç. Унта Владимир Филипповпа Станислав Данилов музыка аппаратурине вырнаçтарса лартрĕç. Часах уява Муркаш районĕнчи Ярапай культура çурчĕ çумĕнчи «Экрем» фольклор ушкăнĕ килсе çитрĕ, пухăннисене юрă-ташăпа савăнтарчĕ. Артистсем ял халăхне пĕрле ташлаттарчĕç. Уява илем кÿрекенĕ Кÿкеçри культура çурчĕ çумĕнчи «Телей» фольклор ансамблĕ пулчĕ. Артистсем чăваш халăх юррисемпе Мамăш çыннисене савăнтарчĕç кăна. Икĕ фольклор ушкăнĕн юрри-ташши хыççăн та хут купăс сасси чарăнмарĕ, Сергей Григорьев купăсçă ял халăхне чылайччен юрлаттарчĕ, ташлаттарчĕ.

Мечĕк тапассипе вăй питти арçынсен хушшинче тупăшу иртрĕ. Сергей Иванов команди çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕ. Яш-кĕрĕмрен Алексей Игнатьев команди малти вырăна тухрĕ. Тĕреклĕ арçынсем ялти юбилярсене виçĕ хут çÿлелле çĕклесе чысларĕç. Çак тивĕçе 40 çул клуб ертÿçи пулнă Алексей Алексеев та тивĕçрĕ. Вăл салтакран таврăннăранпа пĕр вырăнтах вăй хунă.

Ялти ватăсенчен пĕри Валентина Евдокимова пухăннисене хăй тунă сăрапа сăйларĕ. Тамара Алексеева канфет-пĕремĕкпе хăналарĕ. Юрласа ташласа савăннă çынсем каç кÿлĕм кăна ушкăнăн-ушкăнăн килĕсене саланчĕç.

АЛЕКСЕЙ АЛЕКСЕЕВ, МĂН МАМĂШ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости