Ти­мĕр жи­лет­лă çă­лав­çă­сем

Тĕп ху­ла­ра лавк­ка­ра че­рет­ре тă­нă май пĕр ÿсĕр çын су­ту­çа кÿ­рен­тер­се тĕрт­ке­леш­ме пуç­ла­ни­не кур­тăм. Хар­ка­шу тем­пе те вĕç­лен­ме пул­та­рĕч­чĕ те, ан­чах бро­не­жи­лет­лă, кас­кăл­лă, пă­шал­лă çын­сем кĕт­мен çĕр­тен кĕр­се тăр­сан ÿсĕр ар­çын тух­хăм­рах лăп­лан­чĕ. Ăç­тан та­та мĕн­ле май­па çа­кăн пек хă­вăрт кил­се çи­теç­çĕ-­ха çав сал­так­сем? Шу­паш­кар ра­йо­нĕн­че унаш­кал çă­лав­çă­сем пур-и? Вĕ­се­не ăç­та ха­тĕр­леç­çĕ? Мă­ну­ка çа­кăн пек про­фес­си суй­ла­ма сĕн­се пă­хас­шăн.

Ви­та­лий АФИНОГЕНТОВ, Кÿ­кеç по­се­ло­кĕ

Василий ВАСИЛЬЕВ,ведомство тулашĕнчи хуралăн Шупашкар районĕнчи уйрăмĕн инспекторĕ:

– Э­сир ка­ла­кан «­çă­лав­çă­сем» – ве­домст­во ту­ла­шĕн­чи ху­рал ĕç­че­нĕ­сем. Ку ор­ган пат­ша­лă­хăн вăй ты­тă­мĕ шут­ла­нать. Ятар­лă тех­ни­кăл­лă çак ху­рал йы­шă­нă­ва хă­вăрт тă­ва­кан,  тĕп­лĕ ха­тĕр­лен­нĕ, ат­тес­та­ци­лен­нĕ, хĕç-­пă­шал­лă спе­циа­лист­сен­чен тă­рать. Ве­домст­во ту­ла­шĕн­чи ху­ра­лăн тĕп тĕл­ле­вĕ­сен­чен ха­лăх хуш­шин­че хă­руш­сăр­лă­ха сых­лас­си­не, тĕр­лĕ пĕл­те­рĕш­ри объек­та сă­нав­па ти­вĕç­те­рес­си­не асăн­ма пу­лать. Ку­наш­кал служ­ба Шу­паш­кар ра­йо­нĕн­че те пур. Вăл Кÿ­кеç­ри Советс­кая урам­ри 12-­мĕш çурт­ра выр­наç­нă. Ху­ра­ла чĕн­се ил­ме кноп­кă­на пус­ни те çи­те­лĕк­лĕ, уй­рăм тĕс­лĕх­ре çа­кă пĕр­ле ил­се çÿ­ре­мел­ли бре­лок та пул­ма пул­та­рать – пĕ­тĕм­пех ки­лĕ­шÿ­ре па­лăрт­нă са­мант­сен­чен ки­лет.

Çак ты­тăм служ­би­не кĕ­рес те­кен­сен сыв­лăх, ÿт-­пÿ ха­тĕр­лĕ­хĕ тĕ­лĕ­шĕн­чен ти­вĕç­тер­мел­ле, шал­ти ĕç­сен ор­га­нĕн­че тă­ра­кан­сен ти­вĕç­не пур­нăç­ла­ма пул­тар­мал­ла. 35 çул­тан ас­лă­рах мар­ри та­та суд­па айăп­лан­ман­ни – тĕп ус­ло­ви.

(Тăван Ен 35№, сентябрĕн 12-мĕшĕ, 2014 ç.)

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости