ПĔРЛЕХИ ИНФОРМАЦИ КУНĔ
Кăрлач уйăхĕн 15-мĕшĕнче пĕтĕм республикăри пекех Шупашкар муниципалитет округĕнче те пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Унта округ пуçлăхĕ Владимир Михайлов, Чăваш патшалăх Канашĕн депутачĕ, Шупашкар район больницин тĕп врачĕ Владимир Викторов, предприятисемпе организацисен, территори уйрăмĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç, чылай çивĕч ыйтăва сÿтсе яврĕç.
Хальхи вăхăтра халăха хумхантркан ыйтусенчен пĕри вăл – ултавçăсем тĕрлĕ мелпе усă курса çынсен укçи-тенкине çаратни. Çакăн пирки мĕнпур çĕрте каласан-асăрхаттарсан та, йĕксĕксен серепине çакланакансен йышĕ чакмасть. Ку çеç те мар: улталаннисен шутĕнче йĕрке хуралĕнче тата ытти яваплă вырăнсенче ĕçлекенсем те пур. Ку вăл мошенниксем тем тĕрлĕ çĕнĕ меслет те шыраса тупнипе çыхăннă. Пухăннисен умĕнче çак ыйтупа полици уйрăмĕн пуçлăхĕн йĕркене сыхлас енĕпе ĕçлекен çумĕ, полици капитанĕ Александр Владимиров тухса калаçрĕ.
«Халĕ, информаципе телекоммуникаци технологийĕсем вăйлă аталаннă тапхăрта, çын çинчен информаци тупма питех те çăмăл. Асăрханмасан, çак пĕлÿпе усă курса ултавçăсем тем тума та пултараççĕ, – терĕ вăл. – Иртнĕ çулхи 12 уйăхра шута илнĕ 12278 преступленирен 6568-шне (53,5 процентне) ИТТ урлă тунă. Вĕсенчен çурри ытла çынсен укçине çартнипе çыхăннă. Ултавçăсен чи анлă сарăлнă меслечĕ вăл – банкра е право хуралĕнче ĕçлекен ячĕпе телефонпа шăнкăравласси». Александр Сергеевич тĕслĕхсем нумай илсе кăтартрĕ, вĕсене цифрăсемпе çирĕплетрĕ, асăрхануллă пулма чĕнсе каларĕ.
Иккĕмĕш ыйтупа округ пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, территорисене тирпей-илем кĕртес тата аталантарас енĕпе ĕçлекен управлени ертÿçи Вячеслав Столяров тухса калаçрĕ. Вăл 2025 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа коммуналлă ыйтусене тивĕçтенрнĕшĕн тÿлемелли хаксем ÿсесси пирки пĕлтерчĕ. Шупашкар муниципалитет округĕнче пурăнакансемшĕн индексаци 15 процентпа танлашать. Çакăн çинчен Чăваш Республикин конкурентлă политикăпа тарифсен патшалăх службин сайтĕнче тĕлĕнрех вуласа пĕлме пулать.
Администраци пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ, вĕрентÿ, спорт тата çамрăксен политикин управленийĕн ертÿçи Татьяна Иванова муниципалитет округĕнчи ача сачĕсене çÿрекенсене тата шкулта вĕренекенсене вĕри апатпа тивĕçтерессине еплерех йĕркелени çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ.
Пĕрлехи информаци кунĕнче пăхса тухнă тепĕр ыйту вăл – хĕлле çул-йĕре пăхса тăрас ĕçе йĕркелени. Çакăн пирки округ администрацийĕн çумĕ, хула строительстви, архитектура, транспорт тата çул-йĕр хуçалăх управленийĕн ертÿçи Александр Фадеев тĕплĕн каласа пачĕ. «Шупашкар муниципалитет округĕнче 299,8 çухрăм тăсăлакан 102 автоçул шутланать. Округ администрацийĕ иртнĕ çулхи раштав уйăхĕн пуçламăшĕнче çулсене юсаса-пăхса тăракен организацисене суйласа илме конкурс ирттерчĕ, «Строй Сити» тата «Стройком» пĕрлешÿсемпе килĕшÿ турĕ. Контрактăн тĕп тĕллевĕ – транспорта çулсем çинче çулталăк тăршшĕпех пĕр чăрмавсăр çÿреме май туса парасси. Шкул автобусĕсемпе обществолла транспорт çÿрекен çулсене уйрăмах пысăк тимлĕх уйăратпăр. Çулсене тасатса тирпейлесе тăма 26 çул-йĕр техники, 4 пин тонна хăйăрпа тăвар хутăшĕ хатĕрлерĕмĕр. Хĕллехи вăхăтра подряд организацийĕсен ĕçченĕсемпе техникăна талăкĕпех дежурствăра тăратма йышăннă», – каласа пачĕ Александр Григорьевич, ытти ĕçсем çинче те чарăнса тăчĕ, информаци кунне килнисен ыйтăвĕсене хуравларĕ.
Чăваш патшалăх Канашĕн депутачĕ, Шупашкар район больницин тĕп врачĕ Владимир Викторов хăй сăмахĕнче округра çынсене сиплес тата сывлăха сыхлас ĕçри çĕнĕлĕхсем çинчен каласа пачĕ.
Пĕтĕмлетÿ сăмахĕпе Шупашкар муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов тухса калаçрĕ, халăх патне вăхăтра тата кирлĕ информаци çитернин пĕлтерĕшне палăртрĕ. «Эпир кăткăс вăхăтра пурăнатпăр, апла пулин те, çулсеренех çитĕнÿсем тăватпăр, халăха пурăнмалли майсене лайăхлататпăр, – терĕ Владимир Борисович. – Хамăр илекен тупăш та, ĕç укçи те ÿссе пырать. Шупашкар муниципалитет округĕ пурăнма хăтлă вырăн пулса тăчĕ, ытти регионсенчен килекенсене те илĕртет». Округ пуçлăхĕ çавăн пекех пурăнмалли çуртсене хутса ăшăтасси, çурхи шыв-шур вăхăтне хатĕрленесси, типĕ курăка çунтарнă чухне хăрушсăрлăх техникине пăхăнасси, çуракине тухăçлă ирттермелли çинче чарăнса тăчĕ. «Кăçал Раççейре çĕршыв хÿтĕлевçин, Чăваш Енре Çĕнтерÿпе патриотизм çулталăкĕ тесе палăртнă. Пирĕн Аслă Çĕнтерÿ 80 çул тултарнине тивĕçлипе кĕтсе илсе хатĕрленмелле», – вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне Владимир Михайлов.
Роза ДЕМЕНЦОВА