Тумлам

Калав 

Çиçет, куçа йăмăхтарса ялтăрать апрель юрĕ. Çӳлтен ӳксе çĕмĕрĕлнĕ кĕленче ванчăкĕсем евĕр çуталса сирпĕнеççĕ çунатлă шевлесем. Сенкер кăвак тӳпе Кĕмĕллĕкӳль шывĕ пекех тăп-тăрă та тап-таса…

Эпĕ, çурхи туйăмпа хĕрнĕскер, иртенпех ĕнтĕ картишĕнче кĕрмешетĕп: хĕвел питĕнче тухса пыракан тислĕке хырса пухатăп, юлашки тăвăл вăхăтĕнче лартса хăварнă кĕрте кăнтăр енчи пахчаналла ывăтатăп. Манăн йăлăхтарса çитернĕ юртан часрах тасалас, хăвăртрах симĕс курăклă çĕре ирĕке кăларас килет.

Тĕрĕссипе, çуркунне пуçланать кăна-ха. Çаплах шурă пĕркенчĕк айĕнчи шăплăхра тĕлĕрет уй-хир. Çав-çавах харăлтаттарать хĕл ыйхине анатри вăрман. Çил çеç, выляса ашкăнма юратакан нӳрĕ çил, çурхилле шухă. Пĕр хушă вăл шăп-шăпăртах. Калăн, ăна çĕр çăтса янă. Анчах минут иртет е иртеймест те-и, вăл сан патна çитсе те тăнă. Тахăш хушăра, тахăш самантра. Çукаланать вара, ачашланать, пит-куçа çупăрла-çупăрла йăпшăнать. Çавăнтах хăлха патне хăпарса каять те: «Килчĕ ырă çуркунне, килчĕ ячĕ ăшăтса…» – пăшăлтатса хыпарлать васкавлăн.

Ĕшеннĕскер, канма чарăнтăм. Пĕр хушă тытăнса ĕçленĕ хыççăн мĕнле лайăх канмашкăн! Васкамасăр, ирĕкленсе.

Кĕреçе аври çине таяннă та тăратăп хĕмлентеркелесе. Хам тавра тĕтĕмĕн çип пек çӳхе хумлă-хумлă ункисем явăнаççĕ. Вĕсем е пĕрлешсе илемлĕн чӳхенсе вĕçкелеççĕ, е арканса чăл-пар саланаççĕ; унтан каллех пĕрлешеççĕ те каллех сапаланса ирĕлеççĕ…

Тăраттăмччĕ çапла крыльца умĕнче ним сассăр, сасартăк çат! турĕ ĕнсе çине тумлам. Малтан вăл сиввĕн çех чĕпĕттерсе илчĕ, унтан, шăраннă тăхлан пĕрчи çапăнчĕ тейĕн, вĕтелемеллех пĕçерттерсе кайрĕ.

Текех хам çинче ташласа ан килентĕр тесе пăрăнса тăтăм. Ман пуç тăрринче сăннине аялалла тĕлленĕ тăсмак пăр çакăнса тăрать-мĕн. Ун тăрăх ерипен-ерипен, аран çеç палăрмалла, шыв сăрхăнать.

Пăр сăмси вĕçне шĕпĕн евĕр тухса ларнă тумлам ӳснĕçемĕн ӳсет, пысăкланнăçем пысăкланать. Ĕнтĕ вăл самаях парка. Хĕвел çинче кĕмĕл шăрçа пекех ялтăрать хăй.

Пухăнчĕ тумлам, пухăнчĕ, юлашкинчен йывăррăн сулăнчĕ те йăлтăртатса-çуталса уйрăлчĕ, унтан пăт! турĕ, çĕр çумне çапăнчĕ. Ун хыççăн тепре, тепре…

Çутă шăрçасем ӳкнĕ вырăн малтан йĕпенчĕ кăна, каярах пĕчĕк шăтăк пулса тăчĕ…

Тумламсем çаплах çатлатаççĕ. Чарăнмасăр çатлатаççĕ вĕсем. Çавна пула кӳлленчĕк те анлăланнăçем анлăланать. Пăньк!.. пăньк!.. янăраççĕ халь аялалла чăмакан чăмăрккасен сассисем.

Шăтăк тулсах-тулсах пычĕ. Тепĕртакран куç пекех пулса ларчĕ вăл. Чăп-тулли. Унтан…

Унтан шыв, халичченех лăпкăн пухăнса пынă сăпай шыв, сасартăк çĕкленчĕ, такам юри вĕрсе хăпартнă евĕр каррăн çĕмленчĕ, вара çыранран çĕмĕрттерсе тухрĕ те йăрăл-л юхса кайрĕ анаталла…

Акă мĕнле пуçланать иккен вăл çурхи хăват, акă еплерех-мĕн унăн вăйĕ!..

Эпĕ, тĕлĕнсе хытнăскер, хам хыçа Хĕвекла пырса тăнине те сисмен, хăй сасă парсан тин асăрхарăм.

– Мĕн аппаланатăн эсĕ кунта çак териех? – аллине хулпуççи çине хурать вăл. – Эпĕ апат çиме чĕнетĕп, эсĕ хăлхана та чикместĕн. Те вара пачах илтми пулса ларнă…

– Эпĕ-и? Çырма юхтаратăп! Кур, мĕнле шаркать ав! – тавăратăп ача пекех çунатланнăскер.

– Чăнах та-иç!.. Эпĕ, пӳртре ларса, нимĕн те курмастăп, кунта ак çуркунне пуçланнă!..

Пĕр хушă эпир шарламастпăр, ташшин хăвăртлăхне ӳстерсе пыракан тумламсем пăнклатнине çех сăнатпăр. Пăртакран Хĕвекла пуçне çĕклет те:

– Мĕне те пулин аса илтерме пултарать-и çакă? – ыйтать ăшшăн пăхса. Куçĕ хăйĕн, тумлам евĕр тулли те çаврака куçĕ, кулать. Вут-хĕмĕн çунса кулать. Вăл çакнашкал çиçнине эпĕ малтанхи хут туй хыççăнхи пĕрремĕш ир курсаттăм.

– Теплелле çав… – тавçăраймасăр, ирĕксĕрех хулпуççисене сиктерсе илетĕп.

– Шухăшла эс, шухăшла. Лайăхрах шухăшла. Ну?..

– Пĕлместĕп… Темĕне аса илтерме пултарать ĕнтĕ вăл…

– Эх, эсĕ те çав, çавна та чухлаймастăн… Асăрха, çакăнта, ак çак вырăнта, малтанах нимĕн те çукчĕ. Çапла вĕт? Каярах тумлам çумне тумлам хушăнчĕ, çырма пулса тăчĕ. Этем пурнăçĕ те çавнашкалах мар-и: çукран пур пулать, ӳсет, аталанать, унтан, аслă çырмана тухса, саркаланса юхма пуçлать… Асна ил, темиçе çул каярах кăна-ха хамăр ачаччĕ, çара уран чупаттăмăр, халĕ хамăрăн ачасем пур. Икĕ куçăмăрта – икĕ тумлам: Люба та Олег… Ну, мĕнле шухăшлатăн, тĕрĕс калатăп-и эпĕ?

Эпĕ ăна хирĕç нимĕн те тавăрса каламарăм, ăшшăн çеç пăхса култăм. Ăшшăн, чĕререн.

 

Анатолий ЕРУСЛАНОВ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости