Тусан вĕçет– ĕç вĕрет

Çурхи уй-хир ĕçĕсем – Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство членĕсемпе çак эрнере ирттернĕ ĕçлĕ планеркăн тĕп ыйтăвĕсенчен пĕри пулнă. Унта ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов 19 районта тырăллă тата пăрçаллă культурăсене акма тытăннине пĕлтернĕ.

Михаил Игнатьев кăçал патшалăх ял хуçалăх тытăмне 2 млрд 331 млн тенкĕлĕх, пĕлтĕрхинчен 10% пысăкрах, пулăшу кÿме палăртнине аса илтернĕ. Кунсăр пуçне яваплăха туйса вăй хуракан çĕр ĕçченĕсене Чăваш Республикин Гаранти фончĕ пулăшу парас ыйтăва та тишкереççĕ. «Пулăшусене аграри пайне вăхăтра илсе çитермелле. Пирĕн пĕр тĕллев – çурхи ĕçсене кая юлмасăр пурнăçласси, кĕркунне тухăçа туллин пухса кĕртесси», – тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ.

Ют çĕршыврисенчен кая мар

Районти хуçалăхсем нумай çул ÿсекен курăксене апатлантараççĕ, сÿрелеççĕ, вăрлăха имçамлаççĕ, акаççĕ… Ĕнер райадминистраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Димитриев тата ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Сергей Ванюшкин çур аки ĕçĕсемпе паллашрĕç.

Хурăн Чăкăр ялĕ çывăхĕнчи уй-хирте тимĕр ут тусан çĕкленĕ – «Агрофирма «Ольдеевская» ЗАО-н «Герой» уйрăмĕнчи «Кировец» трактор урпа акать. 6 метр ытла сарлакăш сеялка кăкарнăскер культивацилет, акать, тикĕслет. Харасăх темиçе тĕрлĕ ĕç туни вăхăта, çунтармалли-сĕрмелли хатĕрсене перекетлеме май парать. Раççейре туса кăларнăскер ют çĕршыврисенчен самай йÿнĕрех, пахалăхĕпе кая юлмасть – çакна палăртрĕç уй-хир ĕçĕсемпе паллашакансем.

«Ĕнер 37 га акрăмăр, виçĕм кун сахалтарах», – лару-тăрупа паллаштарчĕ Фаина Борисова тĕп агроном. Хальлĕхе хуçалăхра 388 га нумай çул ÿсекен курăка, 120 га кĕрхисене апатлантарнă, 137 га çинче тырăллă тата пăрçаллă культурăсем акнă.

Тарăху сисĕнет

«Атлашевский» СХК ООО хуçалăхра та ĕçсем кал-кал — темиçе çĕр лаптăкĕнче тырă акаççĕ. Техника пирки ÿпкелешмелли çук. Хуçалăх ĕçченĕсем нумай çул ÿсекен курăксене тата кĕрхисене удобренисемпе апатлантарас ĕçе вĕçленĕ, 225 га çинче тулă, урпа, сĕлĕ акма ĕлкĕрнĕ. Хатĕрленĕ вăрлăх пĕтĕмпех кондициллĕ. Çапах та мĕн кăмăла хуçать çĕр ĕçченĕнне? Çÿп-çап куписем уй-хире варалани, хутаç таврашĕ вĕçсе техникăна сиен кÿни. Сÿререн çакланаççĕ, вăрлăх акакан агрегатсене тĕркеленсе кĕрсе лараççĕ. «Çул-йĕр службин ĕçченĕсем те, хамăр та çул хĕррисенчи çÿп-çапа пуçтарсах тăратпăр, çапах та уй-хире вĕçсе варалаканни тупăнать», – пăшăрхану та, тарăху та сисĕнет хуçалăх ертÿçин сăмахĕсенче.

Райадминистрацин ял хуçалăх тата экологи пайĕн кăтартăвĕсемпе, майăн 4-мĕшĕ тĕлне районта 5 ял хуçалăх предприятийĕ – маларах асăннисем тата «Приволжское» АО, «Прогресс» ЗАО, «Чурачикское» ОАО – тата хăш-пĕр ХФХ ака ĕçĕсене тытăннă. Паян-ыран Ленин ячĕллĕ СХПК-колхоз ĕçченĕсем те тырăллă тата пăрçаллă культурăсене акма тухĕç. Хальлĕхе пурĕ 2523 га кĕрхисене тата 2842 га нумай çул ÿсекен курăксене апатлантарнă, 727 га çурхи культурăсене (ку вăл палăртнинчен 6,5%) акнă.

ДЕОМИД ВАСИЛЬЕВ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости