Упапа пĕр килтен

Вăрмана çÿресе унăн илемĕпе, кайăк-кĕшĕк юррипе кам киленме юратмасть-ши? Кунта этем кирек хăш вăхăтра та кулленхи хĕвĕшÿрен канма пултарать. Вăрман пуянлăхне вара энтузиастсем – лесниксем – упраса-сыхласа тăраççĕ. Вĕсенчен пĕри – Карачурари лесничествăра ĕçлекен Дмитрий Плешков.

Ашшĕ çулĕпе

Çамрăка çак профессие суйлама шăпа хăй пÿрнĕ. Димăн аслашшĕ лайăх платник пулнă, мăн аслашшĕ вара йывăçран кулленхи пурнăçра усă курмалли япаласем ăсталанă, ашшĕ лесникре тăрăшнă. Лесник çемйи Çĕпĕрти пĕр лесничествăри çуртра пурăннă. Плешковсем хуçалăхра мамăк тирлĕ тискер кайăксем, кроликсем, Орловски ăратĕнчи çирĕме яхăн урхамах, 200 хур, темиçе пуç ĕне, пĕр упа тытнă. Çапла Дима ачаран вăрмана кăна мар, выльăх-чĕрлĕхе те юратса çитĕннĕ.

Чирлĕ аслашшĕне пăхма çемье тăван Комсомольски районне таврăннă. Плешков асли хăйĕн ĕçне малалла тăснă, çемйипе вăрманти çуртра пурăннă. Килте сыснасем, ĕнесем, сурăх-така, лашасем усранă. Ывăлĕ яланах ашшĕ çумĕнче пулма тăрăшнă. Йывăç лартма, браконьерсене тытма, вăрман вăрлакансене чарма пĕрле çÿренĕ. Çиччĕ тултарсан лашапа пĕр шиксĕр утланса çÿренĕ вăл. Дима аппăшĕпе вăрманта пĕрле выляса ÿснĕ. Пĕрре çапла 6-7 çулта чухне икĕ шăпăрлан выляса кил умĕнчен ултă çухрăмран аякка пăрăннине те сисмен. Юрать-ха, вăрман хуралçи шăпăрлансен ашшĕне пĕлнĕ май вĕсене каялла киле çитернĕ. Лесничество аркансан Дима ашшĕ ял колхозĕнчи лаша фермине ĕçлеме вырнаçнă. Паянхи кун та вăл пăхса тăнă кордона вырăнтисем Плешков кордонĕ тесе калаççĕ.

Чун киленĕвĕ

Дима та Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумне вĕренме каясшăн пулнă, анчах пĕр вырăнтан теприне куçса çÿреме юратманскер И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне çул тытнă. Вĕренсе пĕтерме çулталăк юлсан академи отпускĕ илсе хăйĕн кăмăлĕпе салтак атти тăхăннă. Пирус туртман, шкул саккинченех спортпа туслă каччă РФ ШĔМĕн шалти çарĕсен Софрин бригадине лекнĕ. Элитлă çартан таврăнсан тепĕр çулталăкран юрист дипломне алла илнĕ. Шкулта вĕреннĕ чухне «Орленок», «Зарница» вăйисене, студент вăхăтĕнче Молгород проекчĕсене хутшăннă каччă паянхи кун та пĕр вырăнта лармасть. Çанталăк ăшăтсанах ирех Лакрей вăрманĕнче чупать, хĕлле вара – йĕлтĕрпе. «Халĕ çамрăксем ĕç шыранă чухне кăмăл-туйăм ыйтнине мар, ытларах шалăва пăхаççĕ, – тет çамрăк. – Ĕç укçи пысăках мар пулин те вăрмана упраса çитĕнтерес ĕç маншăн – чун киленĕвĕ».

Дима лесничествăра иртнĕ çулхи октябрь уйăхĕнчен тăрăшать. Вăрман маçтăрĕн тĕрлĕ ĕçе пурнăçлама тивет. Çынсем вут-шанка законпа килĕшÿллĕн хатĕрлессине тата турттарса тухассине те тĕрĕслесе тăрать вăл. Компьютер программипе усă курса йывăçран миçе тăваткал метр вутă тухнине шутласа кăларасси те – унăн ĕçĕ. Патшалăх хушăвне пурнăçласа лесниксем кашни çул йывăç лартаççĕ, вăрмансене пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерме пулăшакан тата вăрманти кÿлĕ патне выртакан çулсене йĕркелесе тăраççĕ, минирализациленĕ йĕрсене тасатса çĕнетеççĕ, хăрăк туратсене çунтараççĕ, тирпейсĕр çынсем хыççăн çÿп-çап пуçтараççĕ, беседкăсем, вăрман пуянлăхне упрама вĕрентекен тата харпăр хăйне унта епле тытмаллине аса илтерекен информаци щичĕсем, вăрмана пырса кĕнĕ çĕрте шлагбаумсем вырнаçтараççĕ, хурт-кăпшанкăсемпе сиенленнĕ йывăçсене касса пуçтараççĕ.

«Вăрман» çынни

«Çулла вăрмантан тухмастăп та. Тухас та килмест – унта шăп, канлĕ», – тет лесник. Кăмпа-çырла пуçтарма, милĕк хатĕрлеме юратать вăл. Ăна йывăç çулçисем йĕркеленсе çитсен, питрав кунĕччен хатĕрлемелле иккен. Çакăн чухне вăл кăчкăсăр, мунчара çапăнма меллĕ. Карачура лесничествинче хир сыснисем, кашкăрсем, тилĕсем, мулкачсем, кăрккасем тата ытти чĕр чун пурăнать. Хĕлле хир сыснисене, хир качакисене ятарлă кормушкăсене апат хурса параççĕ. Кăткă тĕмисене, сайра тĕл пулакан ÿсен-тăрана та упраççĕ кунта.

Вăрмана лайăх пĕлекенскер çулла вăхăтра сăвăсран, уртаракан вируслă тилĕсенчен, сăпса йышĕнчен, уйрăмах сăвăсланран (вăл çыртнипе çын вилме те пултарать) асăрхануллă пулмаллине аса илтерет. «Çуркунне çынсем хурăн сĕткенне юхтарнă май йывăçа сиен кÿни пирки шухăшламаççĕ те. Сĕткене виçесĕр юхтарса илнипе каярахпа йывăç хăрса та каять», – пăшăрханса калаçать лесник вăрман сăтăрçисем пирки. – Браконьерсем нумайланни те пуçа ыраттарать». Вăрманта пушар ан тухтăр, пуртă, браконьер пăшалĕн сасси вăрман шăплăхне ан пăстăр тесе кашни кун хуралта вăл. Кунти кашни йывăçа, уçланкăна пĕлекен пулнă. Малашне хăйĕн пурнăçне вăрманти ĕçпех çыхăнтарасшăн çамрăк. Атăлçи технологи институтĕнче пĕлĕвне ÿстерес тĕллевĕ питĕ пысăк.

АНЖЕЛИКА ТИХОНОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости