Фронтовик тăванĕсене шыратпăр

Ростов облаçĕнчи Новошахтинск хули çывăхĕнче иртнĕ шырав ĕçĕсен вăхăтĕнче пирĕн ентешĕн, Ишлей çар комиссариатĕнчен салтака кайнă Константин Степанович Левинăн ÿт юлашкийĕсене тупнă. Çакăн пирки Шупашкар тата Сĕнтĕрвăрри районĕсен çар комиссарне Александр Кочурова Ростов хулинчи «Южный рубеж» шырав отрячĕн командирĕ Роман Сидякин пĕлтернĕ.

Александр Кочуров каласа панинчен салтак Ишлейри çар комиссариатĕнчен стрелоксен 33-мĕш гварди дивизийĕн 91-мĕш полкне лекнине пĕлтĕмĕр. Вăл 1906 çулта çуралнă. «Эпир хамăрăн пур архива та тишкертĕмĕр, апла пулин те унпа çыхăннă нимĕнле информацие те тупма май килмерĕ. Хальхи вăхăтра ентеш ÿтне куçарса килессипе çыхăннă ыйтусене татса памалла. Енчен те тăванĕсем тупăнмасассăн пĕтĕм çар чысĕпе ăна Ростов облаçĕнчех тирпейлесе пытарĕç», – уçăмлатрĕ Александр Алексеевич.

Интернет уçлăхĕнчи «Халăх астăвăмĕ» («Память народа») ресурсра Константин Степанович Левин пирки çакăн пек информаци пур: «Çар службинчи юлашки вырăнĕ – 33-мĕш гварди дивизийĕ. Çартан кайнă вăхăт: 20.02.1943, сăлтавĕ – вĕлернĕ. Чи малтанхи пытарнă вырăнĕ: Ростов облаçĕ, Зевин хуторĕ».

Алăпа çырнă документ та пур кунта. «Мăшăрĕпе ашшĕ-амăшĕн хушамачĕ, ячĕ» графара Константин Левинăн ашшĕ Ишлей районĕнче çуралнине кăтартнă.

Роман Сидякин патне Ростова шăнкăравланă хыççăн ÿкерчĕк уçăмланчĕ. Унччен Круглик тата Зевин хуторĕсем пулнă Матвеево-Курган районĕнче иртнĕ «Асăну вахти» вăхăтĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 26 участникĕн ÿт юлашкийĕсене тупнă. Архиври документсем тăрăх вĕсен пурин ячĕ-шывне те тупса палăртнă. «Зевин хуторне фашистсем 1943 çулта çĕр çийĕнчен шăлса тасатнă. Хальхи вăхăтра кунта уй. Çав çулăн февраль уйăхĕнче кунта тăшман стрелоксен 33-мĕш гварди дивизийĕн икĕ полкне – 88 тата 91-мĕшне – çавăрса илнĕ. Сирĕн ентеш Константин Левин шăпах иккĕмĕшĕнчен пулнă. Икĕ полкран сахалтан та пин çурă çын окружение лекнĕ, вĕсенчен 263-шĕ çеç хăтăлма пултарнă. Çав шутра полк командирĕ те. Кунти хĕрÿ çапăçусемшĕн икĕ çынна Совет Союзĕн Геройĕн ятне панă. Вĕсенчен пĕри, чĕрĕ юлни, Козак подполковник», – ăнлантарчĕ отряд командирĕ.

26 çынна та пĕрле, айлăн-çийлĕн пытарнине пăхмасăрах шыравçăсем çар донесенийĕ урлă салтаксен ячĕсене уçăмлатма пултарнă. Вĕсенчен пĕри, 1987 çулта çуралнăскер, ларттарнă шăллă пулнă-мĕн. «Шырав вăчăри çак самантран уçăмланчĕ те. Çавăнпа та вăрçă уйĕнче пуç хунă салтаксенчен пĕри шăпах сирĕн ентеш пулни пирки 1000% таранах шантаратпăр», – ĕнентерчĕ командир.

ЕЛЕНА ГУБАНОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости