Фут­бол­па «­чир­леç­çĕ» шорк­ка­сем

Ялта фут­бол вы­ля­ма ха­лăх кă­çал­хи пек ну­май пу­хăн­ни­не аса илей­мес­тĕп. Ача­сем те кун­не икĕ хут­чен тре­ни­ров­кă­се­не пуç­та­рăн­ма ты­тăн­чĕç – ирĕн-­ка­çăн. Ис­пан­сен «Бар­се­ло­нин­чен» пĕр­ре те кая мар. Спорт ма­лал­ла та çа­кăн пек ата­лан­сан, пу­рă­на ки­ле, тен, çак ял­тан Ней­мар пек пĕр-­пĕр пал­лă çăл­тăр ту­ха­тех. Фут­бол­ла вы­ля­ма юна­шар Ко­леш­ша, Çат­ра-Хо­чех­мат, Пик­шик та­та ыт­ти ялпа ху­ла­ран кил­ме пуç­ла­рĕç. Спортс­мен­сем ну­май­лан­са кай­нă пир­ки пĕр пло­щад­ка ти­вĕç­те­рей­ми пул­чĕ.

Çын­сем­пе ка­наш­ла­нă хыç­çăн юнаша­рах фут­бол­ла вы­ля­ма те­пĕр ла­пам ха­тĕр­ле­ме пуç­ла­рă­мăр. Ку ĕç­ре çам­рăк шкул ачи­сем уй­рă­мах тă­рăш­рĕç. Са­ша Жир­нов­па Ар­тур Пла­то­нов кĕ­ре­çе­се­не йăт­са ни­ме­не чи мал­тан тух­рĕç. Çак йĕр­ке­сен ав­то­рĕ кил­те хă­йĕн ста­но­кĕ­пе фут­бол хап­хи­не ту­ма шер­те ха­тĕр­ле­се па­чĕ. Юпи­не ларт­ма шă­тăк алт­нă чух Сер­гей Анд­реев, Лю­да Пла­то­но­ва, Ко­ля Мар­ков, Сла­ва Алек­санд­ров тă­рăш­са ĕç­ле­рĕç.

 Ни­ко­лай Пла­то­нов, Шорк­ка 

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости