Ха­рак­те­ра çи­рĕп­ле­те­кен сам­бо

Ю­лаш­ки те­ми­çе çул­та тĕн­че спорт мас­те­рĕ Алек­сандр Бон­да­рев сам­бист ят­не те­ми­çе хут­чен те илт­нĕ. Ен­те­шĕ­мĕр çул­тан çул çи­тĕ­нÿ­сем ту­ни чăн­ни­пех те са­вăн­та­рать. Спортс­мен­па çы­вăх­рах пал­ла­шас те­се тĕл пул­тă­мăр та.

– Алек­сандр, мĕн­пе илĕрт­рĕ-­ха са­на спорт, чун турт­ни­пех ун­па тус­лаш­рăн-и е кам та пу­лин сĕн­ни­пе-и?

– Спорт ма­на яла­нах кă­сăк­лан­тар­нă. 2000 çул­та Сер­гей Вя­чес­ла­во­вич Пе­га­сов тре­нер Иш­лей­ре сам­бо сек­ци­не уç­рĕ. Мĕн вăл сам­бо? Çак ый­ту ма­на кă­сăк­лан­тар­сах ячĕ. Ун пир­ки юл­таш­сен­чен те ну­май илт­нĕ-ç­ке. Çа­вăн­па та сек­цие çÿ­ре­се пăх­ма шу­хăш­ла­рăм.

– Мĕн­шĕн шă­пах сам­бо? 

– Шкул­та вĕ­рен­нĕ чух­не тун­ти кун, юн кун, эр­не кун сам­бо сек­ци­не, ыт­ла­ри кун, кĕç­нер­ни кун та­та шă­мат кун фут­бол­ла вы­ля­ма çÿ­рет­тĕм. 8-­мĕш клас­ра вĕ­рен­нĕ чух­не ик­кĕ­шĕн­чен пĕр­не суй­ла­ма тĕл­лев ларт­рăм, мĕн­шĕн те­сен ла­йăх кă­тар­ту­па па­лă­рас те­сен пĕ­рин­пе тĕл­лев­лĕн ĕç­ле­мел­ле. Сам­бо суй­ла­рăм, кĕ­ре­шĕ­вĕн тĕр­лĕ ен­лĕ прие­мĕ­пе усă кур­ма пул­тар­ни ки­лĕш­рĕ ма­на. Чă­ваш Ен­ре фут­бол­па çÿ­ле çĕк­лен­ме йы­вăр­та­рах пуль те­рĕм, ан­чах спор­тăн çак тĕ­сĕ­пе пур пĕ­рех сыв пул­лаш­ма­рăм, пу­шă вă­хăт ту­пăн­са­нах ме­чĕк тап­ма кая­тăп.

– Сан­шăн чи пĕл­те­рĕш­лĕ вĕ­рен­те­кен кам? Тре­нер е?..

– Тре­нер – Сер­гей Вя­чес­ла­во­вич Пе­га­сов.

– Пĕр­ре­мĕш çи­тĕ­нÿ ни­хă­çан та ас­ран тух­масть. Аса ил-­ха çав са­ман­та?

– 2005 çул­та фе­де­ра­цин Атăл­çи ок­ру­гĕн­че çам­рăк­сен хуш­шин­че ма­ла ту­хас­си­шĕн ирт­нĕ ăмăр­тă­ва пĕр­ре­мĕш хут хут­шăн­тăм, çĕн­тер­тĕм. Пи­тĕ са­вăн­тăм, мĕн­шĕн те­сен ма­ла ту­ха­ка­нăн асăн­нă ок­руг чыс­не тĕн­че тур­ни­рĕн­че хÿ­тĕ­ле­мел­леч­чĕ. Ун­та эпĕ 2-­мĕш пул­тăм.

– Сам­бо ха­рак­те­ра çи­рĕп­ле­тет те­ни­не те илт­нĕ…

– Ки­лĕ­ше­тĕп çап­ла ка­ла­ни­пе. Сă­мах­ран, ма­на вăл ĕçе юрат­ма, тĕл­леве пур­нăç­ла­ма тă­рăш­ма вĕ­рент­рĕ, дис­цип­ли­нă­на хă­нăх­тар­чĕ, чă­тăм­лăх ту­йăм­не ата­лан­тар­чĕ.

– Сам­бо – хĕç-­пă­шал­сăр хÿ­тĕ­лен­мел­ли мес­лет. Кул­лен­хи пур­нăç­ра ка­ма та пу­лин хÿ­тĕ­ле­ме май кил­чĕ-и?

– Пул­ман ун пек тĕс­лĕх.

– Сан­шăн кон­ку­рент кам?

– Ху­ша­мат­пах асăн­мăп. Раç­çей­ре кон­ку­рент­сем çи­те­лĕк­лех, каш­ни ви­çе ка­те­го­ри­йĕн­чех пье­дес­та­лăн çÿл­лĕ карт­лаш­ки çи­не хă­пар­ма пул­та­ра­кан 6-7 спортс­мен пур. Ахаль­тен мар ĕн­тĕ Раç­çей­ре çĕн­тер­сен тĕн­че ăмăр­тă­вĕн­че са­хал­тан та приз­лă вы­рăн йы­шă­на­тăн теç­çĕ.

– Па­лăрт­нă ви­çе ка­те­го­ри­йĕн­че кĕ­лет­ке йы­вă­рăш­не тыт­са тă­ма йы­вăр-и? Çа­кăн вал­ли мĕн тă­ва­тăн?

– Çă­мăл мар. Чы­лай сам­бист çак йы­вăр­лăх­па тĕл пу­лать. Кĕ­лет­ке йы­вă­рăш­не пĕ­чĕк­лет­меш­кĕн ятар­лă ра­цио­на пă­хă­на­тăп. Çĕн­тер­меш­кĕн те­мĕн те ту­ма ха­тĕр вĕт.

– Хăш наг­ра­дă­на çĕн­се ил­ме чăн­ни­пех те йы­вăрч­чĕ?

– Сту­дент­сен хуш­шин­че ирт­нĕ тĕн­че ку­бо­кĕн­че çă­мăл пул­ма­рĕ. Фи­нал­та тĕл пул­нă спортс­мен­па унч­чен те кĕ­реш­нĕ, ăна икĕ хут­чен вы­ля­са янă, çа­вăн­па та пă­шăр­хан­тăм. Чи мал­та­нах ăна па­рăн­тар­тăм, тĕ­рĕс­си­пе, хам та ĕнен­менч­чĕ çап­ла пул­са ту­хас­са.

– Спорт­ра чи йы­вăр­ри мĕн?

– Ĕç­ле­мел­ле те ĕç­ле­мел­ле, ун­сă­рăн ла­йăх кă­тар­ту пул­масть.

– Спорт­сăр пуç­не мĕн­пе те пу­лин ин­те­рес­ле­не­тĕн-и?

– Юл­таш­сем­пе кан­ма юра­та­тăп, çул­ла по­ход­се­не, пу­лă тыт­ма çÿ­ре­тĕп.

– Ум­на мĕн­ле тĕл­лев ларт­рăн? Вăрт­тăн­лăх мар-и?

– 2015 çул­та Раç­çей­ре çĕн­тер­мел­ле те тĕн­че чем­пио­нат­не хут­шăн­мал­ла.

– Спортс­мен­сем тĕр­лĕ çĕр­шы­ва тух­са çÿ­реç­çĕ. Пу­рин­чен ыт­ла ăç­та ки­лĕш­рĕ?

– Г­ре­ци­ре. Ун­та тир­пей­лĕ те та­са. Ун­ти çын­сем те лăп­кă­рах пек ту­йăн­чĕç ма­на, ан­чах пур пĕ­рех Чă­ваш Ен чу­на çы­вăх, тă­ван çĕр­шыв-ç­ке.

– Ок­тяб­рĕн 9-11-­мĕшĕ­сен­че Чă­ваш Ен­ре «Раç­çей – спорт çĕр­шы­вĕ» Пĕ­тĕм тĕн­че­ри спорт фо­ру­мĕ ир­тĕ. Ме­роп­рия­ти сан­шăн пĕл­те­рĕш­лĕ-и?

– Фо­рум ирт­тер­ме Чă­ваш Рес­пуб­ли­ки­не суй­ла­ни пĕл­те­рĕш­лĕ, вăл спорт ата­ла­нăв­не ла­йăх ви­тĕм кÿ­рĕ.

  Лю­бовь Се­ме­но­ва ка­лаç­нă

(Тăван Ен 35№, сентябрĕн 12-мĕшĕ, 2014 ç.)

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости