Халăх сĕнет – шута илмеллех

ЧР Патшалăх Канашĕн ĕнер иртнĕ 7-мĕш сессийĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Республикăн Министерсен Кабинечĕн 2016 çулхи ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă анлă отчетпа паллаштарчĕ. Ÿсĕмсем кашни отрасльтех пур. Тĕллевсем вара чи малтанах республика çыннисен пурнăç пахалăхне ÿстересси çинче никĕсленеççĕ.

Çакă вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçĕнчен те нумай килет. Акă кăçалхи февраль уйăхĕ тĕлне усă курăнман çĕр пайĕсене вĕсем 208,2 пин гектар çинче тупса палăртнă. Çакă – социаллă программăсене пурнăçлама вырăнти бюджета кĕрекен укçа-тенкĕ те. Асăннă кăтарту Атăлçи федераци округĕнче чи пысăкки. «Усă курман çĕр лаптăкĕсене пусă çаврăнăшне кĕртни бюджета 164 млн тенкĕлĕх хушма пулăшу пачĕ», – палăртрĕ Михаил Игнатьев.

Отчетпа паллашнă хыççăн депутатсем обществăлла инфраструктурăна аталантарас проектсене пурнăçлама укçа-тенкĕ уйăрас ыйтусене те хускатрĕç. Республика бюджетĕнчен çак тĕллевпе кăçал 75 млн тенкĕ уйăрма палăртнă, çав вăхăтрах Патшалăх Канашĕн социаллă политикăпа наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Вячеслав Рафинов Шупашкар районĕнчен кăна халех 6,5 млн тенкĕлĕх 7 сĕнÿ йышăннине пĕлтерчĕ. Михаил Васильевич бюджета улшăну кĕртсен укçа-тенке ытларах та уйăрма май пуласса шантарчĕ. Халăх шухăшне шута илсе пурнăçа кĕртмеллех – палăртрĕ вăл.

Шухăш

Андрей НИКОЛАЕВ, Шупашкар район пуçлăхĕ:

– «Химпром» ПАО пирĕн çĕршывра урăх çук çĕнĕ производство уçнипе – гипохлорид кальци кăларма пуçланипе – республика экономикине витĕм кÿресси куçкĕрет. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Акконд» АО кондитер таварĕсене туса кăларассине ÿстерес, «Хĕвел» ООО пысăк эффективлă элементсемпе модульсен производствине модернизацилес, «Букет Чувашии» ОАО производство хăвачĕсене пысăклатас, Шупашкар хулинчи индустри паркĕн резиденчĕсен проекчĕсене пурнăçа кĕртес ĕçсем вĕçленсе пыни пирки каларĕ. Çакă пирĕн çĕршыв санкци евĕр чăрмавсене çĕнтерме пултарнине, пирĕн промышленноç çирĕпленсе тата пĕтĕм тĕнчери шайра конкуренцие тÿсме, вăхăта пăхăнса çирĕпленсе пыма пултарнине тепĕр хут ĕнентерсе пачĕ.

Пуçлăх 2017 çулта Чăваш Енре 2800 яхăн çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркеленессе пĕлтерчĕ. Демографи лару-тăрăвĕ лайăхланса пынă тапхăрта çакă питĕ пĕлтерĕшлĕ: çемье пуçĕсен кил-йышĕн укçа-тенкĕпе çыхăннă ыйтăвĕсене тăван çĕр çинче ĕçлесех туллин тивĕçтерме май пур.

Владимир ДИМИТРИЕВ, Шупашкар райадминистраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ:

– Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пур отрасль аталанăвĕ пирки те тĕплĕ чарăнса тăчĕ. Раççейре кăçалхи çул – Экологи çулталăкĕ. Çакăнпа çыхăннă лару-тăрăва лайăхлатас тĕллевпе районта апрелĕн 4-мĕшĕнчен экологи уйăхлăхĕ старт илчĕ. Михаил Васильевич Шупашкар хулинчи йăлари хытă каяшсен хупă тăракан санкциленĕ свалкине рекультивацилес проекта пурнăçа кĕртесси пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Çак ĕçсем районти экологи лару-тăрăвне лайăх витĕм кÿресси иккĕлентермест.

Çĕнĕ йышши ФАПсен строительстви пирки те калаçу пулчĕ. Районта ялсенчи медицина учрежденийĕсене кадрсемпе тивĕçтерес ыйту çаплах çивĕч-ха. Ăна татса парас тĕллевпе Шупашкар район больници «Ваканси ярмăрккисене» хутшăнать, медицина учрежденийĕсенчен вĕренсе тухакансемпе ĕç пирки калаçса татăлать.

Сергей ВАНЮШКИН, райадминистрацин экологи тата ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ :

– Михаил Игнатьев ял хуçалăх аталанăвĕн ыйтăвĕсене яланах тĕпе хурать. 2016 çулта республикăра хуçалăхсенче 46,7 млрд тенкĕлĕх ял хуçалăх продукцине туса илнĕ. Çак кăтартусене хальхи вăхăтри технологисене усă курнипе, имçама палăртнă виçепе килĕшÿллĕн хывнипе тата тăпра пулăхлăхне тытса пыма пултарнипе пурнăçлама май килнĕ.

2016 çулта 2015 çултипе танлаштарсан ял хуçалăх культурисен лаптăкĕ пĕтĕмĕшле ÿснĕ, тырăллă культурăсен лаптăкĕсем пысăкланнă.

2016 çулта ял хуçалăх ĕçченĕсем 3,4 млрд тенкĕлĕх 30 ытла инвестици проектне пурнăçа кĕртнĕ, 300 ытла ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Шупашкар районĕнче те çакă тĕпре – «Атлашевский» СХКра 800 пуç выльăх тытмалли выльăх-чĕрлĕх комплексне çĕнетнĕ, «Агрофирма «Ольдеевская» ЗАОра 2,2 га лаптăк теплицăна реконструкциленĕ. Паян Чăваш Ен 100 га ял хуçалăх çĕрне тивекен кăтартупа сĕт суса илессипе федерацин Атăлçи округĕнче пĕрремĕш вырăн йышăнать, аш-какай туса илессипе – виççĕмĕш.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости