Халăх ыйтсассăн – мĕншĕн тăвас мар?

Район иртнĕ çула пĕтĕмлетрĕ, çĕнĕ ĕçсене палăртрĕ

Районти отчетлă пухусем вĕçленчĕç, иртнĕ юнкун вара Чăваш патшалăх университечĕн культура керменĕ Шупашкар район çыннисене, предприяти-организаци, тĕрлĕ ведомство ертÿçисене отчетлă пухăва халалланă мероприятие пуçтарчĕ. Ăна ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пычĕ.

Пухăва çавăн пекех республика ведомствисенчен информаци политики тата массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов, ЧР финанс министрĕ Светлана Енилина, конкурентлă политика тата тарифсен патшалăх службин ертÿçи Альбина Егорова, ачасен прависемпе уполномоченнăй Вячеслав Рафинов, район тата администраци пуçлăхĕсем Андрей Николаевпа Георгий Егоров хутшăнчĕç.

Пуласлăха хывакан укçа-тенкĕ

Паян район, пĕр тавлашусăр, аталанать, хăйĕн производство территорийĕсене çĕнĕрен-çĕнĕ предприяти лаптăкĕсем çинче сарса пырать. Унăн паянхи сăн-сăпатне культура керменĕн фойинче йĕркеленĕ ял хуçалăх апат çимĕçĕн – районти предприятисен вăйĕпе туса илнĕскерсен – куравĕ те кăтартса пачĕ. Çакăнтах районăн нумай пулмасть сутлăха тухнă энциклопедийĕпе паллашма, туянма май пулчĕ, ал ăстисем ăсталăх класĕсем ирттерчĕç, хăйсен аллисемпе тунă ĕç хатĕрĕсене сĕнчĕç.

2015 çул пĕтĕмлетĕвĕсемпе пухăва килнисене – вĕсен йышĕ вара пинрен те иртнĕччĕ, хăшĕ-пĕрин ура çинчех тăма тиврĕ – Георгий Егоров паллаштарчĕ. Шупашкар районĕ, паллă ĕнтĕ, ял хуçалăх районĕ шутланать. Пуçлăх çакăн йышши пулăшу калăпăшĕ çулран-çул ÿссе пынине палăртрĕ. Ял хуçалăх таварне туса илекенсем 2015 çулта пурĕ 689 млн тенкĕлĕх пулăшупа усă курнă. Ку вăл çулталăк каяллахинчен 270 млн тенкĕ нумайрах. Кăçал тĕш тырă культурисене туса илекенсен тăкакĕсен пĕр пайне саплаштарма вырăнти бюджетра 5 млн тенкĕ пăхса хунă. Усă курман çĕрсене çаврăнăша кĕртес енĕпе сахал мар ĕçленĕ. Черетлĕ инвентаризаци вăхăтĕнче ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем ахаль выртнă çĕнĕ тĕслĕхсене тупса палăртнă, çавна май çулталăк пуçламăшĕ тĕлне çак ушкăнри лаптăксем 4432 га çитнĕ. Вĕсенчен 296,5 га çинче тĕмсем тата йывăçсем ÿсме тытăнни паллă. Кăçал район территорийĕнче 1300 га лаптăка çаврăнăша кĕртесшĕн.

Администраци ертÿçи каланă тăрăх, районта ĕç сĕнекенсем хушшинче хутшăнусене килĕшÿпе çирĕплетмесĕр укçана «конвертра» тÿлекенсем те пур. Паллах, вĕсен законлă мар схемисене пула район бюджечĕ налог мар тата ун йышши тупăшсене сахал мар çухатать. Çак укçа-тенке вара социаллă программăсене (ялсенче çулсем сарасси, электричествăпа, шывпа тивĕçтерекен объектсене хута ярасси, бюджет тытăмĕнче вăй хуракансене ĕç укçи тÿлесси) пурнăçа кĕртмешкĕн усă курма пулĕччĕ. Çавăнпа та 2016 çулхи тĕллевсене палăртнă май та Георгий Иванович «сăрă схемăсемпе» вăй хуракансене тата ĕçлеттерекенсене уйрăмах асăрхаса тăрасси пирки каларĕ. Иртнĕ çулта районти Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрпа, Пенси фончĕн районти управленийĕпе, налог службипе, соцстрах фончĕпе тата прокуратурăпа пĕрле ĕçлев ушкăнĕ 71 субъекта çитсе килнĕ. Вĕсенчен тăваттăшĕ тĕлĕшĕпе ыйтусем çуралнăран материалсене прокуратурăна панă.

Пĕрлештернĕ бюджетран 61% вĕрентÿ тытăмĕ валли усă курнине палăртни вырăнлă. Çак цифра сахал мар укçа-тенке районăн пуласлăхĕ валли хывнине ĕнентерет. Вăл вара – паян партăсем хушшинче ларакан ачасенче. Вĕсен паян хăтлă, çутă тата вĕренÿ валли кирлĕ хатĕрсемпе пуянлатнă классенче пĕлÿ илме май пур. 2015 çул Кÿкеç лицейĕ çĕршыври чи лайăх 200 шкул йышне лекнипе палăрса юлчĕ. «Çулталăк учителĕ – 2015» конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе вара Салапайкасси шкулĕн акăлчан чĕлхи вĕрентекенĕ Светлана Ильина республика чысне Раççей шайĕнче хÿтĕлерĕ.

Çĕнĕ хваттер, Ĕç ветеранĕн тÿлевĕ пирки…

Пуху вăхăтĕнчех президиум зал ыйтăвĕсене йышăнса тăчĕ. Хут çине çырнисемпе Михаил Игнатьев кашнинпе пайăррăн паллашрĕ. Атайкасси тăрăхĕнче пурăнакансене акă Хурăнлăх ялĕ çывăхĕнче чăх-чĕп фабрикин производство çурчĕсене тăвас ыйту канăç памасть. Георгий Иванович шантарчĕ: ку ĕçсене пурне те санитари нормисемпе килĕшÿллĕн йĕркелĕç. Администраци çакăн пек ирĕке тивĕçлĕ ведомствăсен, çав шутра Роспотребнадзорăн, пĕтĕмлетĕвĕсене кура кăна парĕ.

Ĕç ветеранĕсене тивекен тÿлев пирки те ыйту пулчĕ. Ĕçлекен пенсионерсене кăçалтан унпа тивĕçтерме пăрахнă. Михаил Игнатьев республикăра пурĕ 220 пин ĕç ветеранĕ пурăнни пирки каларĕ, çăмăллăхпа усă куракансем вара 346 пине яхăн. Экономикăри йывăр лару-тăру халăх тупăшне те витĕм кÿрет. Çавăнпа та резерври укçа-тенке адреслă пулăшупа тивĕçтермелли ушкăна – сахал тупăшлă çемьере пурăнакансене – валли пăхса хунă. Вĕсен йышĕ вара çулталăк тăршшĕпе 20% чухлĕ ÿсме пултарасси пирки калаçаççĕ.

Михаил Васильевич хуравланă тепĕр ыйту «Чăвашбройлер» ЗАО ĕçченĕсенчен пулчĕ. Вĕсене предприятин малашнехи аталанăвĕ хумхантарать. Унăн акцийĕсем патшалăх харпăрлăхĕнче те пур, çавăнпа та лару-тăрăва сăнаса тăрассине тата кирлĕ пулсан хутшăнассине те вăл хăйĕн çине илме пултарать. Предприятири укçа-тенке закона пăсса куçарнă хăш-пĕр тĕслĕх хыççăн, чăн та, прокуратурăна та явăçтарма тивнĕ. Хупă общество директорĕ парăма татма сăмах панă – вăл шухăшне улăштармасан ĕçлекенсемшĕн хăрушлăх çук, урăхла тăк – шалти ĕçсен органĕсен тивĕçлĕ мерăсем йышăнма тивĕ.

Районта пурăнакансем тĕп хулари заводсенче те вăй хураççĕ. Вĕсем Шупашкарти сĕт завочĕ хупăнассипе çыхăннă ыйту пирки кăсăкланнăран çакăн пек пĕтĕмлетÿ турĕ Пуçлăх. Унăн шăпи темле пулсан та сĕт продукцийĕн дефицитне кăларса тăратмĕ. Раççейри сыр рынокне тишкернĕ предприяти халь тесен халь кунта хăйĕн производствине хута яма хатĕр. Паянхи кунччен заводра вăй хунă специалистсем çавăнпа та ĕçсĕр юлмĕç.

Бюджет çухату тÿсет

Районăн бюджет политики çинчен Светлана Енилина анлă доклад туса пачĕ. Унăн 62%-не уйрăм çынсен тупăшĕнчен килекен налог йышăнать. Республика муниципалитечĕсенче ку кăтарту вăтамран 56% тан. Министр район финансисчĕсене хушма тупăш çул-йĕрне шырама сĕнчĕ. «Çакăнти тĕп çăлкуç вара шăпах ĕçленĕшĕн чи пĕчĕк виçерен, 10 пин тенкĕрен сахалрах тÿлекен 375 организацире «пытаннă». Вĕсенчи тÿлев ревизийĕ кăна бюджета хушма 4% кÿрĕччĕ. Çакăнпа пĕрлех статистикăна кĕртмен уйрăм çурт-йĕр объекчĕсене шута илессипе те ĕçлемелле», – сĕнчĕ Светлана Енилина. Пысăк хăвăртлăхлă «Мускав-Хусан» магистрале тăвассипе çыхăннă геологи шыравĕсем документсăр çакăн йышши çурт-йĕрĕн 70% тупса палăртма май панă. Çакă пурлăх налогĕсем бюджета кĕмесĕрех юлнине çирĕплетет.

Александр Иванов район çыннисем «Халăх тĕрĕслевĕ» порталпа анлă усă курма хăнăхса пынине палăртрĕ. Вăл йышăнакан ыйтусен пысăк пайĕ шăпах Шупашкар районĕнчен. Министр Раççей Коммуникаципе çыхăну министерстви çумĕнчи регионри пичет кăларăмĕсемпе ĕçлекен эксперт канашĕн йышăнăвĕпе «Тăван Ен» хаçата социаллă пĕлтерĕшлĕ пичет кăларăмĕсен йышне кĕртнине пĕлтерчĕ. Вĕсене 2016 çулхи 2-мĕш çур çуллăха валли йÿнĕрех хакпа çырăнтараççĕ.

Вячеслав Рафинов районта çуралакансен йышĕ вилекенсенчен сахалрах пулнине аса илтерчĕ. Ку муниципалитетра çемьесем те çирĕп – уйрăлакансем мăшăрланакансенчен чылай сахалрах. Ачасен шучĕпе вара вăл 3-мĕш вырăн йышăнать. Апла пулин те ашшĕ-амăшне вĕсен хăрушсăрлăхĕ, асăрханулăх пирки аса илтерни нихăçан та ытлашши мар – Вячеслав Викторович хăйĕн сăмахне çак шухăш çинче никĕслерĕ.

Андрей Николаев кăçалхи 2016 çулта тивĕçлĕ ĕçленин, тăрăшнин пĕлтерĕшне хăйсен тĕслĕхĕпе кăтартакан ĕç çыннисем малти вырăнта пулассине палăртрĕ.

Залран çитнĕ ыйтусем хушшинче Сарапакассинчи клуб строительствипе çыхăнни те пулчĕ. Юлашки виçĕ çулта районта çĕнĕ 7 культура учрежденийĕ туса лартнă. «Вĕсем халăха кирлĕ, вĕсен строительствине вырăнти çынсем ыйтнипе пуçлаççĕ. Çакă ачасемпе çамрăксене пушă вăхăта усăллă тата пултарулăха туптаса, ÿстерсе ирттерме май парать», – хуравларĕ Георгий Егоров.

Пухăва пĕтĕмлетнĕ май Михаил Игнатьев çывăх вăхăтра мала хуракан регион политикипе паллаштарчĕ. «Хăш-пĕр ыйтăва РФ Правительство председателĕпе, «Единая Россия» парти лидерĕпе Дмитрий Медведевпа курнăçнă май татса пама май килчĕ. Çав шутра шкулсен строительствипе çыхăннисене те. Кăна валли федераци бюджетĕнчен те укçа çитĕ», – пĕлтерчĕ Михаил Васильевич. Пуçлăх каланă тăрăх, кăçал та пысăк технологиллĕ производство мала тухĕ, ял хуçалăх таварĕ туса илекенсене, пĕчĕк тата вăтам бизнеса пулăшассине, этемлĕхе инвестици хывассине тĕпе хурĕç.

Ыйтусем хушшинче ял тăрăхĕсен отчетлă пухăвĕсенче сÿтсе явнисем те, пĕрлехи информаци кунĕсенче йышăннисем те пулчĕç. Вĕсен хуравĕсене çитес номерсенче хаçатра пичетлĕпĕр.

ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ, ЕЛЕНА ГУБАНОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости