Хыçне пăрахтăр…

— Кÿршĕсен ĕни пăруланă хыççăн хыçне пăрахайманнипе нушаланчĕ. Часах хамăрăн выльăхăн та пăрулама вăхăт çитет. Хыçне ăнăçлă пăрахтăр тесен мĕн тумалла?

Елена САВЕЛЬЕВА, Ишлей

Алексей ХУНДИМИРОВ, ветврач (выльăх тухтăрĕ):

– Пăрулама вăхăт çитнĕ ĕнене сăнасах тăмалла, каçсерен ыйха татса витене тухса пăхни те чăрмантармасть. Выльăх пăруланă хыççăн 12 сехетре хăех хыçне пăрахни – йĕркеллĕ пулăм. Енчен те çак вăхăт иртсен те пăрахмарĕ пулсан ветеринари препарачĕсемпе уколсем туни вырăнлă.

Пăруланă хыççăнах ĕнене пылак шыв пани е хăйĕн сĕтне ĕçтерни те витĕм кÿмелле. Тин çут тĕнчене килнĕ пăрăва амăшĕ çулласа тасатех, пăру йĕри-таврари «хутаçра» усăллă япаласем нумай.

Енчен те пĕр сĕнÿ те пулăшмасан ветеринара чĕнсе илĕр. Вăл ĕне хыçне туртса кăлараять, çапах та выльăх чирлесе каясран антибиотиксемпе укол тумаллах. Хăш чухне ĕне хăйĕн хыçне çисе яни тĕл пулать – асăрхаса тăрăр! Ку – выльăх сывлăхĕшĕн сиенлĕ пулăм.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости