Хăрăк йывăç та «макăрать»

Пĕр йывăç кассан икĕ йывăç ларт

Вăрман – пирĕн пуянлăх, çавăнпах ăна упрамалла. Апла пулин те йывăç-турата закона пăсса каснă тĕслĕхсем çав-çавах тĕл пулаççĕ. Йĕркене пăсакансене шыраса тупса явап тыттарасси надзор органĕсемшĕн йывăрлăх кăларса тăратмасть.

2016 çулта федерацин вăрман хуралĕн ĕçченĕсем Раççей Правительствин 2007 çулхи 394-мĕш йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн 621 тĕрĕслевпе надзор мероприятийĕ ирттернĕ. Вăрман законодательствине пăснă 241 тĕслĕхе регистрациленĕ. Сăтăр 1518 пин тенкĕпе танлашать, çав шутра йĕркене пăснă 236 тĕслĕхпе çĕр-аннемĕре 739 пин тенкĕлĕх сиен кÿнĕ. Кунта законсăр йывăç касни (29 тĕслĕх), вăрмансенче санитари хăрушсăрлăхĕн правилисене пăсни (55 тĕслĕх), унпа усă курмалли правилăсене пăхăнманни (78 тĕслĕх), пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пурнăçламанни (53), вăрман фондне усă курассипе, упрассипе, сыхлассипе тата йывăç çитĕнтерессипе çыхăннă ыйтусемпе закон ыйтнă самантсене шута хуманни (26 тĕслĕх) кĕрет. Пурĕ йĕркене пăснипе çыхăннă 241 административлă ĕçе пăхса тухнă, çав шутра юридици сăпачĕ тĕлĕшĕпе – 18, должнăçри çынсемпе çыхăннисем – 16. Ахаль çынсем тĕлĕшĕпе 207 ĕç пуçарнă. Пурĕ вĕсене 485,8 пин тенкĕлĕх штрафланă (383,85 пин тенкĕ шыраса илнĕ): юридици сăпачĕсене – 161,8 пин тенкĕ (101,8 пин тенкĕ тÿлеттернĕ), должноçри çынсене – 61,0 пин тенкĕ (60 пин тенкĕ шыраса илнĕ), ахаль çынсене – 263 пин тенкĕ (222, 05 пин тенкĕ шыраса илнĕ).

2016 çулта Чăваш Республикинче йывăçсене законсăр каснипе тата вĕсене, йывăç тĕммисене, тавра авăнса ÿсекен ÿсен-тăрана вăйлă амантнипе çыхăннă 29 тĕслĕхе регистрациленĕ. Çак ĕçсем 136,2 пин тăваткал метр лаптăк çинчи вăрмана 1322,8 пин тенкĕлĕх сăтăр кÿнĕ (хăй ирĕкĕпе 36,2 пин тенкĕ штрафа тÿлесе татнă, ытти укçана шыраса илме тавăçсене суда янă).

Йывăçсене саккуна пăсса каснăшăн РФ Уголовнăй кодексĕн 260-мĕш статйипе пăхнă яваплăх уйрăмах çирĕп. Пĕлтĕр кунашкал 12 тĕслĕхе шута илнĕ. Сăтăрçăсем 96,1 тăваткал метр вăрмана касса çутçанталăка 1275,7 пин тенкĕлĕх сиен кÿнĕ.

Ахаль çынсем тата юридици сăпачĕсем вăрман хатĕрленине сăнаса тăма, ăна турттарассипе, сутассипе тата экспортпа ĕçленине тупса палăртма, çак законсăр ĕçсене чарассипе çыхăннă ыйтусене татса пама республикăри Экологи тата çут çанталăк ресурсĕсен министерстви, ШĔМ, РФ хăрушсăрлăх, налог, миграци службисен Чăваш Республикинчи управленийĕсем, ЧР суту-илÿ, промышленноç тата экономика аталанăвĕн министерстви 2013 çулта ведомствăсен хушшинчи комиссие йĕркеленĕ.

Чăваш Республикинче çынсене экологи воспитанийĕ парас, вăрман пуянлăхне упрама вĕрентес тĕллевпе çитĕнсе пыракан ăру валли лекцисем, калаçусем, уроксем, тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ. Кунсăр пуçне республика экокалендарĕнче – пĕтĕм Раççейри «Симĕс çуркунне», «Симĕс Раççей» экологи акцийĕсем, экологи хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă кунсем, «Çут çанталăка упракан çамрăксен – Эколятсен уявĕ», «Вăрман, пурăн!» ача-пăча фестивалĕсем, «Вăрман ларт та ăна упра», «Вăрманти çулăмпа кĕрешекенсем» çут çанталăка сыхлама вĕрентекен тĕл пулусем, шкул лесничийĕсен слечĕ.

АНЖЕЛИКА Фадеева

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости