Хĕл​ле те ви​та​мин​сем​пе пуян пах​ча çи​мĕçпе

Ха​мăр алă​па ту​са ил​нĕ ки​шĕр сĕ​тел çин​чен çур​кун​неч​че​нех ан та​тăл​тăр, вăл хă​йĕн​чи ви​та​мин​се​не ла​йăх упра​тăр те​сен çак пах​ча çи​мĕ​çе ăнăç­лă хĕл ка​çар​мал​ла. Ки​шĕр – ви​та​мин​сем​пе та​та усăл​лă япа​ла​сем​пе чи пуян пах​ча çи​мĕç­сен​чен пĕ​ри.

Ки​шĕр аван уп​ран​тăр те​сен ăна йă​ран çин​чен тĕ​рĕс пуç­тар​са кĕрт​мел​ле. Эп​пин, çак сĕ​нÿ​се​не шу​та ил​ме тă​рăш​мал​ла. Пах​ча çи​мĕ​çе кă​ла​рас умĕн эр​не ма​ла​рах ла​йăх шă​вар​мал​ла, ки​шĕр сĕ​тек​лĕ​рех пу​лĕ. 1-2 кун ма​ла​рах йă​ран​се​не кăп​ка​лат​са тух​мал​ла (​кă​лар​ма аван​рах пул​тăр), ки​шĕр çул​çи​не çĕр çи​йĕн​чен 5 см хă​вар​са кас​мал​ла. Çа​кă çи​мĕç сĕ​тек​лĕх​не çул​çи​сем çи​не каяс​ран сых​лать.

Ки​шĕ​ре турт​са е чав​са кă​лар​мал​ла. Çи​мĕ​çе пĕр-​пĕр вы​рă​на сар​са хур​са 2-3 кун тип​ме па​мал​ла.

Уп​ра​ма ху​нă ки​шĕр хĕл ку​нĕ​сен​че çĕр​се ан кай​тăр те​сен ăна суй​ла​мал​ла. Сиен​лен​нĕ ки​шĕ​ре уп​ра​ма ху​ни ус​си çук, çĕ​рет. Çи​мĕç тип​се ил​нĕ хыç­çăн каш​ниех тĕ​рĕс​ле​мел​ле – кĕ​ре​çе​пе кас​са яман-и, шă​ши тав​раш кăш​ла​ман-и, çĕр​ме ты​тăн​ман-и, хурт-​кăп​шан​кă сиен​лет​мен-и... 2-3 кун ти​пĕт​нĕ çи​мĕç хуш​шин​че шан​ма пуçла​ни​сем те тĕл пу​лаç­çĕ, вĕ​сем уп​ра​ма юрăх​сăр. Ун пек​ки​се​не халь​те​рех апа​та усă кур​мал​ла, çĕр​ме ты​тă​нас хă​руш​лăх пур.

Уп​ра​мал​ли ки​шĕ​ре çу​ма юра​масть. Кăш​ма​на, çĕр ул​мие, ки​шĕ​ре та​та ыт​ти ты​мар çи​мĕç­се​не усă ку​рас умĕн кă​на çу​мал​ла.

Хĕл ку​нĕ​сен​че еп​ле тĕ​рĕс уп​ра​мал​ла?

Чи ан​сат та шан​чăк​лă мес​лет вăл – ки​шĕ​ре по​лиэ​ти​лен ху​таç­се​не е кар​тон ку​руп​ка​се​не хур​са нÿх​реп​ре уп​ра​ни. 0° яхăн тем​пе​ра​ту​ра, нÿ​рĕк пы​сăк кир​лĕ, сте​на​сем çин​че кă​ва​кăш (п​ле​сень) пул​мал​ла мар. Ку мес​ле​тĕн çит​мен​лĕ​хĕ​сем те пур – пах​ча çи​мĕç сыв​лай​ман​ни​не пу​ла çĕр​ме пул​та​рать. Ху​таç­ра е ку​руп​ка​ра шă​тăк​сем кас​ни, ун​та хă​йăр сап​ни усăл​лă.

Те​пĕр мес​лет те хă​йăр усă кур​ни​пех çы​хăн​нă. Урай​не хă​йăр ку​па​ла​ма, ун ăш​не ки​шĕ​ре чав​са ху​ма пу​лать. Йы​вăр еш​чĕ​ке ки​шĕр​пе хă​йăр си​йĕн-​си​йĕн ху​ни те аван. Еш​чĕк​ре пах​ча çи​мĕ​çе çап​ла та уп​ра​ма пу​лать – çи​мĕ​çе ха​çат​сем​пе пĕр-​пĕр​не ле​кĕн​мел​ле мар вит​се ху​мал​ла. Кишĕ​ре сент​ре​сем çи​не пĕр-​пĕр​не лек​мел​ле мар, кăшт аяк​ка​рах хур​са тух​мал​ла.

Пах​ча çи​мĕ​çе хо​ло​диль​ник​ре уп​рас те​кен​се​не çак сĕ​нÿ пу​лăш​мал​ла – çи​мĕ​çе апат-​çи​мĕç плен​ки​пе чăр​ка​са ху​мал​ла. Хо​ло​диль​ник​ре ыт​ти пах​ча çи​мĕç те вырт​ни​не шу​та ил​сен ку мес​лет ну​май ки​шĕ​ре уп​ра​ма май па​масть.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости