Хĕл каçма кăçал та çă​ма​тă ха​тĕрлемелле-и?

Вырăнти влаçсем шантаракан çĕнĕ котельнăй вара хальлĕхе проектра кăна-ха

Çав​рă​на-​çав​рă​на уял​ла пăх​са та​ра​кан йы​тă​сен кĕ​тĕ​вĕ, çул айк​кин​чех сĕт, юр-​вар сут​са тă​ра​кан ки​не​мей​сем, пĕр хĕ​ра​рăм ача​на кÿ​ми​пе пĕр​лех пы​сăк лан​каш​ка ур​лă йăт​са ка​çас​шăн та​паç­ла​нать... Ту​тар​кас​си ял тă​рă​хĕ ирт​нĕ кунсенче «Тă​ван Ен» ха​çат кор​рес​пон​ден​чĕ​се​не çа​кăн пек ÿкер​чĕк​пе кĕт​се ил​чĕ.

Чи мал​та​нах ту​тар​кас​си​сем​пе тĕл пул​тă​мăр. По​се​лок​ри чи çи​вĕч ый​ту​сем ну​май хват​тер​лĕ çурт​сен​че пу​рă​на​кан​сем хĕл​ле​не се​хĕр​лен​се кĕт​ни​пе çы​хăн​нă. Вĕ​сем ка​ла​нă тă​рăх, каш​ни хĕл çак​наш​кал тÿ​сĕм​лĕх тĕ​рĕс​ле​вĕ​пе ир​тет. Пÿ​лĕм​ри тем​пе​ра​ту​ра ви​çе​рен пĕ​чĕк​рех пул​нă​шăн Шу​паш​кар ра​йон про​ку​ра​ту​ри çурт​се​не пăх​са тă​ра​кан уп​рав​ляю​щи ко​мпа​ние кă​çал​хи хĕл​ле те шт​раф​ла​нă – «Тă​ван Ен» кун пир​ки çыр​нăч​чĕ (2014 çул​хи ав​гус​тăн 8-​мĕ​шĕн​чи 30№). Амă​шĕ​сем хĕ​лĕ​пех ача са​дĕн​че си​вĕ пул​ни​не пĕл​тер​чĕç. Вĕ​сем ка​ла​нă тă​рăх, ку вă​хăт​ра пĕ​чĕкс​кер​сен​пе пĕр​ле ун​та икĕ мă​шăр кă​çа​тă йăт​са çÿ​ре​ме тивет – урам​ра чуп​ма та​та шал​та тă​хăн​маш​кăн. Те​пĕр хĕ​ра​рăм ва​ра шкул​та вĕ​ре​не​кен ачи​шĕн чĕ​ри ырат​ни​не ка​ла​рĕ: «У​рок​сем вă​хă​тĕн​че пĕл​тĕр хĕ​лĕ​пех ват​нăй шă​ла​вар​па лар​чĕç», – те​рĕ вăл. Ку вĕ​ре​нÿ уч​реж​де​ни​йĕн​че чÿ​ре​че​рен ним мар çил вĕр​се кĕ​рет ик​кен – хă​вăл​лă. Ла​ру-​тă​рă​ва уçăм​лат​ма жур​на​лист​сен пĕр уш​кă​нĕ вĕ​ре​нÿ уч​реж​де​ни​не çул тыт​рĕ. Шел те, вĕ​се​не кун​та ха​пăл пул​ман. Ди​рек​тор çу​мĕ мал​та​нах пĕл​тер​се ху​ман​ни​пе сăл​тав​ла​са алă​ка куç умĕн​чех хуп​са ху​нă. МИХ предс​та​ви​те​лĕн удос​тове​ре​ни​йĕ влаç ор​га​нĕ​сен ки​рек мĕн​ле шай​ри çурт​не те чăр​мав​сă​рах кĕр​се тух​ма май па​рать те… Ту​тар​кас​син​чи çак объект ку тĕ​лĕ​шĕ​пе жур​на​лист​сем​шĕн халь​лĕ​хе «​уçман çерем» пулса юл​чĕ.

«Зо​луш​ка» ача са​дĕн​че хĕл​ле​се​рен чă​нах та си​вĕ пул​ни​пе кун​та ки​лĕш​рĕç. Ху​çа​лăх ĕçĕ​сен заве​дую​щи​йĕ Ека​те​ри​на Бы​ко​ва кă​çал çул​ла ăшăт​мал​ли пĕ​тĕм ты​тăм​ра ка​пи​тал​лă юсав ĕçĕ​сем ирт​тер​ни​не, унччен çак тытăм техника кăлтăкĕсене пула “чăхăмланине” пĕл​тер​чĕ. По​се​лок​ри ăшă трас​си ача са​чĕн ко​тель​нă​йĕн​че вĕç­ле​нет. Зав​хоз шу​чĕ​пе, çа​кăн​та çи​тич​чен пă​рăх​ри шыв си​сĕн​мел​лех си​вĕ​нет.

Пÿ​лĕм​се​не хут​са ăшă​тас ый​ту по​се​лок​ри хăш-​пĕр çурт​ра пу​рă​на​кан​сем​шĕн те çи​вĕч. Çа​кăн​сăр пуç­не çу тăрш​шĕ​пех вĕ​ри шыв пул​ман, пĕ​чĕк ачал​лă çемье​сем​шĕн çа​кă уй​рă​мах кан​сĕр.

Кам си​вĕ пир​ки ÿп​ке​ле​шет те, Лю​бовь Фи​лип​по​ва ва​ра икĕ пÿ​лĕм​лĕ çурт​ра çиччĕн пу​рăн​ма тă​вăр​ри​пе кă​мăл​сăр. Хĕ​рĕ вил​нĕ хыç­çăн унăн ви​çĕ ачи хĕрарăмпа пурăнма тăр​са юл​нă. Ку​ка​мă​шĕ çул çит​нĕ ас​лă хĕ​рĕ çурт-​йĕр​лĕ пул​ма че​ре​те тă​ни​не пĕл​тер​чĕ, ан​чах та унăн шу​чĕ​пе «ад​ми​нист​ра​ци тă​лă​ха ун​тан тĕксе хă​ва​рас​шăн-​мĕн». «Акă тă​лăх​се​не вал​ли çурт хă​парт​са ларт​рĕç, ан​чах та хват​тер уç­çи​се​не ил​ни​сен хуш​шин​че ма​нăн хĕ​рĕм çук, – кă​мăл​сăр​рăн пĕл​тер​чĕ вăл ад​ми​нист​ра​ци çур​чĕ хы​çĕн​че выр​наç­нă сап-​са​рă зда​ни ен​не кă​тарт​нă май. – Мал​тан икĕ çул​тан че​рет пи​рĕн па​та та çи​тес​се шан​тар​чĕç, шăп çак ху​шă​ра çĕ​нĕ çурт хă​пар​са лар​чĕ. Ха​лĕ ва​ра пи​ре ни​мĕн те ăн​лан​тар​маç­çĕ».

Вы​рăн​ти хăй ты​тăм​лăх уп​рав​ле​ни​йĕн​че Лю​бовь Фи​лип​по​вă​на мĕн​шĕн ним пир​ки те «ăн​лан​тар​ман​ни​не» ан​сат сăл​тав​па çы​хăн​тар​чĕç – хĕ​ра​рăм ĕç­ке​лет. Çак​на пу​лах ку​ка​мăш​не ача​се​не опе​кă​на ил​ме те ирĕк па​ман ик​кен. Ад​ми​нист​ра​ци спе​циа​лис​чĕ Свет​ла​на Ва​силье​ва хĕ​ра​ча до​ку​мен​чĕ​се​не ра​йо​нăн опе​кă​па по​пе​чи​тель ор​ган​не çи​тер​ни​не пĕл​тер​чĕ — ăна пу​рăн​мал​ли кĕ​тес​пе ти​вĕç­те​рес​си​не ма​лал​ла вăл сă​на​са тă​рĕ.

Ту​тар​кас​си​не пыр​са кĕр​се​нех сĕт​пе унăн юр-​вар​не ав​то​мо​биль​тен тух​ма​сă​рах туян​ма май пур – вă​хă​та лавк​ка​ри че​рет​ре çу​хат​ма тивмест. Хĕ​ра​рăм​сем кун​та ял ху​çа​лăх та​вар​не те çул хĕр​рин​чех су​таç­çĕ. Жур​на​лист​сен са​нэ​пидс​луж​ба, рос​пот​реб​над​зор пат​не тÿ​рех ый​ту çу​рал​чĕ: апат-​çи​мĕç та​вар​не çĕр çи​йĕн​че​нех сут​ни сыв​лăх​шăн хă​руш​сă​рах мар. «Ху​ла​ра су​ту-и​лĕ вал​ли ятар​лă вы​рăн​сем пур, пи​рĕн ва​ра йĕ​пе-​са​па​ра та, шă​рăх​ра та уçă вы​рăн​та тă​ма тивет», – ÿп​ке​леш​рĕç вĕ​сем. Тă​рăл​лă сент​ре​сем выр​наç­тар​са па​ма ад​ми​нист​ра​цие те​ми​çе хут та ый​ту​па тух​нă, халь​лĕ​хе ăна ти​вĕç­тер​ме вас​ка​маç­çĕ-​ха. Ăна эпир ра​йад​ми​нист​ра​ци ертÿçине те ху​рав​ла​ма ыйт​рă​мăр. «Сентресене ултă çул каялла кăна тирпейлесе пуçтартăмăр, ун чухне кунта пĕчĕк пасар та пурччĕ. Хуçине шырама пуçларĕç те сÿтме тиврĕ. Пĕрре пăснă япалана тепĕр хут лартасси пушă ĕç пек», – терĕ Алексей Елимов пирĕн ыйтăва хуравланă май. Чы​лай çĕр​шыв​ри апат-​çи​мĕ​çе чи​кĕ леш ен​чен кÿ​ме чар​нă​ран​па ха​мăр произ​во​ди​тель​се​не пу​лă​шас​си​шĕн пра​ви​тельст​вă​ра хальхи вăхăтра са​хал мар тă​рăшаççĕ, тен, тутаркассисем те çакна кĕтсе илĕç.

Кун​та пу​рă​на​кан​сем ка​ла​нă тă​рăх, ка​çа юл​сан ки​ле пĕч​чен тав​рăн​ма хă​ру​шă – хуçасăр йытăсем нумай. По​се​лок​ра пу​рă​на​кан Алев​ти​на Ива​нов​на, акă, хă​ра​ни​пех мă​нук​не урок​сем хыç­çăн кĕт​се ил​ме каш​ни ку​нах шкул ум​не пы​рать. Администрацире ку ый​ту çи​вĕч​лĕх​не ла​йăх ăн​ла​наç­çĕ. Пуç­лăх çу​мĕ На​деж​да Г​ра​ци​ле​ва пĕл​тер​нĕ тă​рăх, кă​çал кă​на чĕр чун​се​не 3 хут тытнă, ан​чах та вырăнти бюд​же​тшăн çа​кă пи​тĕ тă​как​лă – пĕр йы​тă​шăн 1380 тен​кĕ ый​таççĕ.

То​лик-Ху​рас​кин​чи Кук​шумс​кая урам​ра пу​рă​на​кан​сен тĕп йы​вăр​лă​хĕ​сем тă​вал​ла выр​наç­нă ну​май-​ну​май çурт хуçисен евĕр​лех те​мел​ле — ана​тал​ла ларакан кил ху​çи​сен​чен кă​на ки​лет. Шă​рăх​ра вĕ​сем пах​чи​се​не çи​не тăр​са шă​вар​ни​пе шыв пурне те çи​тей​мест.

По​се​лок​ран аяк​ка​рах кай​нă​çе​мĕн ял​сем ху​ла çы​вăх​не​рех… Е ял тă​рăх пуç­лă​хĕн ку​çĕн​чен аяк​ка​рах-​ши? Ту​тар​кас​син​че çÿп-​çап ку​пи​сем çурт айк​ки​сем, йы​вăç тĕ​мĕ​сем айĕн​че кă​на тĕл-​тĕл вырт​сан Урай Ма​каç­ра кон​тей​нер​сем ун​па яла пыр​са кĕ​нĕ çĕр​тех йă​тă​нат​чĕç

Юр​ту​кас​си​сем ха​лĕ ĕлĕк​хи пе​кех ĕне йыш​лă тыт​маç­çĕ. Пĕ​тĕм​пе те 14-15 кă​на. Вĕ​сем улăх-​çа​ра​на ка​сă пу​çĕн​чи кĕ​пер ур​лă каç­са çÿ​реç­çĕ. Шер​те​рен ту​нăс​ке​ре каш​ни çу​лах юса​ма тивет. Пал​лах, ха​лăх вă​йĕ​пе. «Ă​на бе​тон​ран ту​ма май пур​ри​не ял тă​рăх пуç­лă​хĕ​пе пĕр​ре мар сÿт​се яв​нăч​чĕ-​ха эпир», – пĕл​тер​чĕç çын​сем хăй​сен ну​ши​не. Ял​ти Тро​фи​мов урам​не тин çеç чул​лă çул сар​са па​ни​пе пи​тĕ кă​мăл​лă вĕ​сем, жур​на​лист​сем çак ый​тă​ва та ад​ми​нист​ра​цие çи​те​рес​се ша​наççĕ.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости