Хĕ​ле ха​тĕр-и?

Сен​тяб​рĕн 22-​мĕ​шĕн​че ра​йон​ти ял ху​çа​лăх предп​рия​ти​йĕ​сен​чи выльăх-​чĕр​лĕх ĕр​че​те​кен объект​сем хĕ​ле еп​ле ха​тĕр​лен​ни​не тĕ​рĕс​лемелли уйăх​лăх пуç­лан​чĕ. Ра​йад​ми​нист​ра​цин ял ху​çа​лăх та​та эко​ло​ги па​йĕн, ве​те​ри​на​ри служ​бин ĕç­че​нĕ​сем та​та «Тă​ван Ен» ха​çат кор​рес​пон​ден​чĕ çак тĕл​лев​пе ра​йон​ти ху​çа​лăх​сен​че пул​чĕç.

Ра​йад​ми​нист​ра​цин ял ху​çа​лă​хĕ​пе эко​ло​ги па​йĕн спе​циа​лис​чĕ Геор​гий Ми​ро​нов па​лăрт​нă тă​рăх, ху​çа​лăх​сен выльă​ха ăнăç­лă хĕл ка​çа​рас те​сен чи мал​тан ви​те​сен​че юсав ĕçĕ​сем ирт​тер​мел​ле – чÿ​ре​че​се​не ăшă тыт​мал​ла хуп​ла​мал​ла, ви​те тăр​ри​се​не, алăк​се​не, урай​се​не юса​мал​ла, юрăх​сă​ра тух​ни​се​не çĕн​ни​сем​пе ыл​маш​тар​мал​ла, ви​те​се​не та​сат​са де​зин​фек​ци​ле​мел​ле, сте​на​се​не шу​рат​мал​ла. Тис​лĕк кă​ла​ра​кан транс​пор​тер​сен юрăх​сă​ра тух​нă, кивел​се кай​нă па​йĕ​се​не улăш​тар​ни те пĕл​те​рĕш​лĕ. Ко​мис​си чле​нĕ​сен выльăх​се​не кă​лар​мал​ли кар​тиш юсав​лă пул​ни​не, пĕл​тĕр​хи тис​лĕк​се​не уп​ра​кан вы​рăн​се​не та​сат​ни​не, выльăх апа​чĕ уп​ра​на​кан хра​ни​ли​щĕ​сем юсав​лăх​не пăх​мал​ла.

«Оль​деевс​кая» аг​ро​фир​мăн «Ге​рой» уй​рă​мĕн​чи ви​те​се​не Фаи​на Бо​ри​со​ва уп​рав​ляю​щи кă​тарт​са çÿ​ре​рĕ, çĕ​нĕ​лĕх​сем çин​чен ка​ла​са па​чĕ. Кă​çал фер​ма тер​ри​то​ри​йĕн​че çул​се​не ан​лă​лат​нă, выльăх-​чĕр​лĕ​хе апат па​ра​кан ятар​лă тех​ни​ка чăр​мав​сă​рах çÿ​ре​ме пул​та​рĕ. Выльăх​се​не уçăл​ма кă​лар​мал​ли ла​пам​се​не бе​тон​ла​нă, ĕне ви​ти​сен​чи шă​вар​кăч​се​не çĕн​ни​сем​пе ыл​маш​тар​нă. Ко​мис​си чле​нĕ​сем ху​çа​лăх​ра çит​мен​лĕх​се​м кур​ма​рĕç, хĕ​ле ăнăç­лă ха​тĕр​лен​се кĕт​се ил​ни​не па​лăрт​са хă​вар​чĕç.

«Чă​ваш брой​лерĕ» ОАО чăх ка​ка​йĕ ту​са кă​ла​рас​си​пе ĕç­ле​ни пур​не те пал​лă. Ху​çа​лăх​ра чĕп​се​не 45 кунч​чен ус​ра​нă хыç­çăн аша яраç­çĕ. Пу​шан​нă ви​те​се​не де​зин​фек​ци​леç­çĕ, те​пĕр 2 эр​не​рен ун​та пĕ​чĕк чĕп​се​не выр​наç­та​раç­çĕ. Ху​çа​лăх​ра ви​те​се​не та​сат​са тă​рас​си​не, де​зин​фек​ци​лес​си​не пы​сăк тим​лĕх уйă​раç­çĕ.

Сен​тяб​рĕн 24-​мĕ​шĕ тĕл​не ко​мис​си чле​нĕ​сем 12 ху​çа​лăх​ра тĕ​рĕс​лев​пе пул​нă, çи​тес кун​сен​че ыт​ти​се​не те çит​ме па​лăр​таç­çĕ. «Хĕ​ле ла​йăх ха​тĕр​лен​нĕ ху​çа​лăх​сен​чен пĕ​ри – «Ат​ла​шевс​кий» СХК. Ви​те​сен​че юсав ĕçĕ​сем ирт​тер​нĕ, хăш-​пĕ​ри​сен​не тăр​ри​се​не çĕ​нĕ​рен вит​нĕ, пă​ру​сем тă​ра​кан сек​ци​се​не юса​нă. Апат па​мал​ли вы​рăн​се​не юса​нă, шă​вар​кăч​се​не çĕн​ни​сем​пе ыл​маш​тар​нă. Ле​нин ячĕл​лĕ СХПК-​кол​хо​зăн Эсек​кас​си фер​мин​че юсав ĕçĕ​сем ирт​тер​нĕ, де​зин​фек​ци​ле​нĕ, сте​на​се​не шу​рат​нă, ви​те тăр​ри​се​не улăш​тар​нă, ан​чах пĕл​тĕр​хи тис​лĕ​ке уй-​хи​ре кă​лар​са ĕл​кĕ​рей​мен. «Г​вар​деец» ОАО​ра ви​те​се​не хĕл ка​çар​ма ха​тĕр​лес ĕçе пу​çăн​ман та. Ер​тÿ​çĕ выльăх​се​не пĕ​те​рес​шĕн, мăй​ра​кал​лă 46 шулт​ра выльăх пуç­не (​вĕ​сен шу​тĕн​че 32 сă​ва​кан ĕне) ра​йон​ти ыт​ти ял ху​çа​лăх​сем су​тăн ил​ме па​лăр​таç­çĕ», – хы​пар​ла​рĕ Геор​гий Ва​силье​вич.

Ял ху​çа​лă​хĕ​сен выльăх-​чĕр​лĕх ĕр​че​те​кен обьек​чĕ​сем хĕ​ле еп​ле ха​тĕр​лен​ни​не тĕ​рĕслемелли уйăх​лăх ма​лал​ла тă​сă​лĕ.

ВЕ​РА ШУ​МИ​ЛО​ВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости