Олег Николаев, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ:
– Чăваш Енре Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 50 яхăн ветеранĕ пурăнать. Вĕсем пирĕн Паттăрсем. Çак çынсен умĕнче пуç таятпăр, ирĕклĕ пурăнма, йăла-йĕркене тытса пыма, çĕршыва аталантарма, ачасене ÿстерме пултарнишĕн тав тăватпăр. Пирĕн вĕсемпе кăсăкланмалла, пурнăç условийĕсене тимлĕх уйăрмалла, патшалăх пулăшăвĕ вăхăтра çитнине сăнаса тăмалла.