Чапаев палăкĕ умĕнче

Майăн 1-мĕшĕнче Совет Çарĕсен ушкăнĕнче Германи çĕршывĕнче хĕсметре тăнă ветерансем Шупашкарти В.И. Чапаев палăкĕ умĕнче иртекен митинга хутшăнчĕç.

Унта тĕрлĕ районпа хуларан 60 ытла ветеран пухăнчĕ. Вĕсен умĕнче Атăлçи регионĕнчи ушкăнсен ветеранĕсен пĕрлĕхĕн ертÿçи Геннадий Кошкин, республикăри пĕрлешÿ ертÿçи Михаил Семеновпа унăн çумĕ Петр Муравьев, Николай Кириллов тата ыттисем тухса калаçрĕç. «49 çулта (1945-1994ç.ç.) 108 пин чăваш каччи Германи çĕрĕ çинче хĕсметре тăнă, çар тивĕçне тулли пурнăçласа мирлĕ пурнăçа сыхланă», – палăртрĕ Михаил Семенов. Патриотизм енĕпе тăрăшса ĕçленĕшĕн грамотăсемпе медальсем кунта хăйсен хуçисене тупрĕç. «Чикĕ застависенчен малта» медале Котеркассинчи Сильвестр Петров, Ишлейри Николай Мурзаков, Çĕрпÿри Вячеслав Марков тата ыттисем тивĕçрĕç. Ветерансен хушшинче Карачурари Николай Анисимовпа Çырмапуçĕнчи Серафим Беловăна та курма кăмăллă пулчĕ. «Майăн 5-мĕшĕнче Германи çĕрĕнче Совет Çарĕсен ушкăнĕнче тăнă ветерансене асăнса Çĕрпÿ хулинче стелла уçма палăртнă. Тепĕр кун Çĕрпÿ районĕнче «Вилĕмсĕр полк» çăмăл машинăсен чупăвĕ иртĕ. Майăн 9-мĕшĕнче Шупашкар заливĕнче тĕл пулăпăр», – калаçса татăлчĕç ветерансем.

Николай Смирнов, Атăлъял

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости