ÇУЛ-ЙĔР
Малашне уйӑхне 300-360 тенкӗ тавӑрса парĕç, унччен уйрӑм категорири граждансене 246 тенкӗ саплаштарнă.
Чӑваш Енри Ӗҫлев министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, паянхи кун асӑннӑ пулӑшупа 5579 ҫынна тивӗҫтереҫҫӗ. Ҫапла майпа ҫӗнӗ йӗркепе килӗшӳллӗн пӗр ҫынна уйӑхне ҫак йӗркепе тӳлӗҫ:
- енчен те троллейбуспа ҫӳреме 1500 тенкӗпе пӗр уйӑхлӑх ҫӳремелли билет туяннӑ пулсан 300 тенкӗ тавӑрса парӗҫ;
- енчен те Шупашкарта тата «Ҫӗнӗ Шупашкар – Шупашкар» маршрутпа 60 хутчен ҫӳремелли абонемента 45 кунлӑх тӳлесе илнӗ пулсан 360 тенкĕ саплаштарĕç.