Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ЧР Патшалӑх Канашне Ҫырупа тухать

Кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче, 11 сехетре, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев республикӑра пурӑнакансене ҫулсеренех Патшалӑх Канашне ярака Ҫырупа паллаштарать.

Олег Алексеевич палӑртнӑ тӑрӑх, асӑннӑ Ҫырура республикӑри мӗнпур ӗҫе ертсе пыракан ушкӑнӑн, муниципалитетсен юлашки ҫулсенчи ӗҫӗ-хӗлӗнчи тӗп енӗсене, ҫавӑн пекех Чӑваш Ен аталанӑвӗнчи малашнехи тӗллевсене çутатĕç.

Ҫак кирлӗ те пӗлтерӗшлӗ документа регионта пурӑнакансен те хӑйсен сӗнӗвӗсене кӗртме май пур. Республика ертӳҫи ҫынсен ыйтӑвӗсене йышӑнма хатӗр. Ӑна валли Олег Николаевӑн Телеграм-каналне кӗрсе сӗнӗве ҫырса пӗлтерме пулать. 

Аса илтеретпӗр: тӳрӗ эфир трансляцине Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн сайтӗнче, Телеграмри Олег Алексеевич Николаевӑн страницинче курма пулать, унсӑр пуҫне Чӑваш Наци телевиденийӗпе те кӑтартӗҫ тата радиопа та итлеме май пулӗ.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости