Раççей Экономика аталанăвĕн министерстви модульлĕ хăна çурчĕсем туса лартас енĕпе пулăшу паракан программа йышăннă, конкурса пирĕн республика та хутшăнать. Федераци программи 277 млн тенкĕлĕх 6 проекта пурнăçа кĕртме май парĕ – ку шутра Шупашкар муниципалитет округĕ те пур.
Конкурсра 2027 çулччен пурнăçламалли проектсене пăхса тухĕç. Чăваш Ен бизнесĕшĕн çакă курăмлă пулăшу. Вăл туристсене валли çăмăл çурт-йĕр, уйрăмах – глэмпингсем, туса лартма май парĕ. Проектсене кĕске вăхăтрах, пысăк тăкаксăр пурнăçа кĕртме пулать. Çакă пирĕн региона килекен çулçÿревçĕсен йышне ÿстерме пулăшĕ. Сăмах май, иртнĕ çулта республикăна 912 пин турист килнĕ.
Раççей экономика аталанăвĕн министрĕн çумĕ Дмитрий Вахруков палăртнă тăрăх, пирвайхи хут чи малтанах машинăпа çÿрекен туристсен маршручĕсен çывăхĕнче вырнаçнă хăна çурчĕсене тимлĕх уйăрĕç. Çакă автоçулçÿревçĕсене меллĕ те хăтлă канупа тивĕçтерес ĕçе аталантарма пулăшĕ.
Пирĕн республика ăнăçлă çĕрте вырнаçнă – Чăваш Ен урлă Раççей регионĕсене Атăлçи тăрăхĕпе çыхăнтаракан М12 «Хĕвелтухăç» трасса иртет. Çĕнĕ трассăна, маршрутсене, инфратытăма хăтлăх кÿни шалти туризма малалла хăватлăн аталантарма май парать.