Чă​ваш Ен​ри спорт ата​ла​нă​вĕ ша​нăç кÿ​рет

Çак кун​сен​че «Раççей – спорт çĕр​шы​вĕ» фо​рум ша​йĕн​че рес​пуб​ли​ка
сум​лă хă​на​се​не йы​шăн​чĕ

Раççей Пре​зи​ден​чĕ В​ла​ди​мир Пу​тин Но​во​си​бирск​ран Шу​паш​кар ху​ли​не çит​нĕ. Кун​та вăл спорт ме​роп​рия​ти​йĕ​се​не та​та спорт ата​ла​нăв​не ха​лал​ла​нă ка​наш​лă​ва хут​шă​ннă

Çу​рал​нă ку​на – сăрт-​ту хуш​шин​че

«Раççей – спорт çĕр​шы​вĕ» фо​рум ша​йĕн​чи тĕл пу​лу​сен вă​хă​тĕн​че Раççей Пре​зи​ден​чĕ В​ла​ди​мир Пу​тин вырăс тата чă​ваш жур​на​лис​чĕ​сен умĕн​че хăй спорт​па тус​лă пул​ни​не те​пĕр хут çи​рĕп​лет​се çу​рал​нă кун​не – вăл ва​ра ок​тяб​рĕн 7-​мĕ​шĕн​че пул​нă – сăрт-​ту хуш​шин​че кĕт​се ил​ни​не ка​ла​рĕ. Вăл пĕ​тĕм тĕн​че​ри çу​ран утас​син кун​не Шу​паш​кар​та ирт​тер​ме йы​шăн​ни​не ыр​лар​ĕ. «Ку ре​гион​ран са​хал мар спортс​мен тух​нă», – те​рĕ В​ла​ди​мир В​ла​ди​ми​ро​вич.

В​ла​ди​мир В​ла​ди​ми​ро​вич Чăваш Ене çитнĕ кунах хи​мик​сен ху​лин​че физ​куль​ту​рă​па спорт ата​ла​нăв​не ха​лал​ла​нă пре​зи​дент Ка​на​шĕн ла​рăв​не ерт​се пычĕ.

«Раççей – спорт çĕр​шы​вĕ» фо​рум кă​çал пил​лĕк​мĕш хут ир​тет. Раççе​йĕ​пе 20-е яхăн çĕр​шыв​ран ун​та пу​рĕ 2 пи​не яхăн çын хут​шă​нать. Ку ме​роп​рия​ти тĕл​ле​вĕ – физ​куль​ту​рă​па спор​та ата​лан​та​рас​си​не, ку енĕ​пе çĕр​шыв​сем​пе хут​шăн​са ĕçлес​си​не вăй​ла​тас​си. Шу​паш​кар тĕн​че ша​йĕн​чи фо​ру​ма хă​йĕн тер​ри​то​ри​йĕн​че ирт​те​рес ирĕ​ке çĕн​се ил​нĕ.

Çăлтăр зарядка ирттерчĕ

Фо​рум умĕн Хĕр​лĕ ла​пам​ра Çăл​тăр​па за​ряд​ка пул​чĕ. Ăна пал​лă ком​мен​та​тор Д​мит​рий Гу​бер​ниев ерт​се пы​чĕ. Çа​кăн хыç­çăн спорт па​ра​чĕ​пе рес​пуб​ли​ка ис​то​ри​йĕ​шĕн пĕл​те​рĕш​лĕ са​мант пуç­лан​чĕ – тĕн​че фо​ру​мĕ. «О​лим​пиа​да-80» мус​кав му​зе​йĕн​чен ятар​ла​са ил​се кил​нĕ та​лис​ман – олимп упи – уç­рĕ ăна. Чă​ваш Енĕн пал​лă спортс​ме​нĕ​сем, тре​нер​сем​пе спорт шку​лĕ​сен вĕ​ре​не​ке​нĕ​сем ко​лон​нă​сем​пе ут​са тух​рĕç. Ялав вĕл​кĕш​тер​се йă​та​кан​сем, ор​кестр​сем​пе хор​сем ăна уяв сă​нĕ кĕрт​рĕç.

Ху​ла вар​рин​че ва​ра – Карл Маркс ура​мĕн​че – спорт шку​лĕ​сем​пе фе​де​ра​ци​сен 30 ыт​ла спорт пло​щад​ки ĕçле​рĕ. Спор​тăн тĕр​лĕ тĕс​не кă​мăл​ла​кан​сен кун​та хăй​сен вă​йĕ​се​не тĕ​рĕс​ле​се пăх​ма май пул​чĕ.

Пĕ​тĕм тĕн​че​ри çу​ран утас​син ку​нĕ пĕр​ре​мĕш хут Шу​паш​кар​та ирт​рĕ. Ун​та РФ спорт ми​нист​рĕ Ви​та​лий Мут​ко, çĕр​шыв​ри сум​лă хă​на​сем та​та олимп чем​пио​нĕ​сем хут​шăн​чĕç, çак ку​нах ГТО нор​ми​се​не па​рас​си​пе пĕр​ле​хи кун ирт​рĕ, спорт ку​ра​вĕ​сен​че çак те​ма​ти​кă​па çы​хăн​нă ли​те​ра​ту​рă​па, сăн ÿкер​чĕк​сем​пе тул​лин пал​лаш​ма май пул​чĕ.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости