Шемшерти çĕнĕлĕхсем

Шемшер – чиркÿллĕ ял. Пирĕн пата таçтан та çынсем килсе çÿреççĕ, хăнасен умĕнче намăс курас мар тесен тавралăха яланах тирпейре тытмалла. Халăхпа пĕрле тăрăшса кăçал ял çывăхĕнчи 3 çĕрте çÿп-çап купине пĕтертĕмĕр. Хытă каяшсене пухма ялта 6 контейнер вырнаçтартăмăр. Малтанах çак çĕнĕлĕхе халăх йышăнасшăн пулмарĕ. Çÿп-çапа турттарса тухнăшăн укçа-тенкĕ пухма тухсан хирĕç калаçакансем те пулчĕç. Вăхăт иртсен вара çынсем хăнăхса çитрĕç, çапла майпа çÿп-çапа пухнине вĕсем ырларĕç. Тĕрĕссипе каласан, малтан пăшăрханнăччĕ, халĕ вара хам та кăмăллă. Контейнерсенчи çÿп-çапа вăхăтра тиесе тухаççĕ, унăн йĕри-таврашĕнче те таса. Йĕрке пултăр тесе пăхса-тĕрĕслесе тăратăп.
Октябрь уйăхĕнче Шемшер ял тăрăх пуçлăхĕ тата çынсем тăрăшнипе тата тепĕр пысăк ĕç турăмăр – купель тăвакан урама вак чул сартăмăр.
Елена Дмитриева, Шемшер

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости