Шупашкарта – тĕнче шайĕнчи ăмăрту

Паян Шупашкарти Хĕрлĕ лапамра çăмăл атлетика енĕпе Европа чемпионачĕ уçăлать

Чăваш Ен тĕп хули çакнашкал пысăк шайри ăмăртăва пĕрремĕш хут йышăнать. Ку кăна та мар, çăмăл атлетика енĕпе командăпа иртекен Европа чемпионачĕ Раççейре те пĕрремĕш хут кăна пулать. Ăна йĕркелес ирĕке Шупашкар 2012 çулта çĕнсе илчĕ.

Чăваш Ен тĕрлĕ çĕршыври хăнасене, спортсменсене йышăнма, ăмăртăва çÿллĕ шайра ирттерме тĕплĕн хатĕрленнĕ. Чемпионат 15 пине яхăн куракана йышăнма пултаракан «Олимпийский» стадионра пулĕ. Унта тĕплĕ реконструкци ирттернĕ: тĕрлĕ администраци çурчĕсем, конференц-зал, пресс-центр, хывăнса-тăхăнмалли пÿлĕм, тренировкăсем валли арена тунă. Юсав ĕçĕсем пахалăхлă телетрансляци тумалли майсене те анлăлатнă.

Командăпа иртекен VI Европа чемпионачĕ савăнăçлă лару-тăрура паян Шупашкарти Хĕрлĕ лапамра каçхине 8 сехетре уçăлать. Унччен вара, 4 сехетрен пуçласа, унта тĕрлĕ мероприяти пулать. Ун хыççăн – концерт тата дискотека. Спорт уявĕ каçхине 11 сехетре музыка фейерверкĕпе вĕçленĕ.

Ăмăртусем «Олимпийский» стадионра июнĕн 20-21-мĕшĕсенче иртеççĕ, тупăшусем кашни кун кăнтăрла иртсен 3 сехетре пуçланаççĕ. Кăмăл пур тăк кашниех килсе курма пултарать. Билет хакĕсем тĕрлĕрен: вăл стадионри вырăнтан килет, пĕр куна 200 тенкĕрен пуçласа 800 тенкĕ таран. Харăсах икĕ кун валли те туянма пулать, хакĕ – 300-1200 тенкĕ. Вĕсене Шупашкарти, Çĕнĕ Шупашкарти, Йошкар-Олари билет кассисенче, Интернет урлă сутаççĕ. Июнĕн 17-мĕшĕнчен вара «Олимпийский» стадионри кассăра (10-18 сехетсенче) туянма та май пур.

Шупашкара Аслă Британирен, Германирен, Беларуçрен, Италирен, Испанирен, Норвегирен, Польшăран, Украинăран, Финляндирен, Францирен, Швецирен тата Раççейрен 2000-е яхăн спортсмен тата хăна килмелле. Командăсем пурĕ 40 дисциплинăра тупăшĕç. Вун-вун паллă спортсмен килĕ, вĕсен йышĕнче ентешĕмĕр, шачăпа (шест) сикессипе Европа чемпионĕ Анжелика Сидорова та.

Шупашкар районĕнче пурĕ 250 билет салатнă.

Европа чемпионачĕ – Шупашкарта час-часах иртекен ăмăрту мар, çавăнпа та май пур чухне пырса курма васкăр!

Шухăшсем

Юрий Смородинов, Апаш шкул директорĕ:

– Ирĕклĕ кĕрешÿпе туслă пулнă май, маншăн ку ăмăрту интереслĕ, çакăн пек пысăк шайра ирттекенни пушшех те. Вырсарникун кайса курма палăртатăп. Чăваш Ен çыннисем пĕлтерĕшлĕ ăмăртăва хăйсен куçĕпе курма май пурри питĕ лайăх.

Викентий Фомин, Тренккасси шкул директорĕ:

– Пирĕншĕн, спортсăр пурăнма пултарайманнисемшĕн, чемпионат – пĕлтерĕшлĕ уяв. Çавăнпа та унта кайса курма планлатпăр. Мана, спорт мастерĕн кандидатне, паллă спортсменсене, вĕсен çитĕнĕвĕсене пăхма кăмăллă пулĕ.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости