Шÿтлĕ такмаксемпе тыткăнларĕç

Тренккассинчи «Родничок» ача садĕнче пурнăç вĕресе тăрать. Акă, март уйăхĕн вĕçĕнче кунта Театра халалланă эрне иртрĕ.

Ача садĕнчи кашни ушкăн пĕрер юмах кăтартрĕ. «Сказка» аслă ушкăн «Как собака друга искала» мордва халăх юмахĕн инсценировкине лартса пачĕ. Антон Романов, Сергей Максимов, Вика Ильина, Даниил Казанков, Настя Яранова сăнарсене ĕненмелле калăпларĕç. Кулăш кунне те аслă ушкăнти ачасем хастар хутшăнчĕç. Уйрăмах арçын ачасем сарафансем тăхăнса хаваслă та шÿтлĕ такмаксем каласа юрлани пурин кăмăлне те çĕклерĕ.

Тепĕр эрнере «Сказка» аслă ушкăн воспитателĕсем ачасемпе «Çул-йĕр правилисене пĕлмелле» викторина ирттерчĕç. «Светофорик» тата «Регулировщик» командăсем ăмăртăва хутшăнса хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Вăйăра туслăх çĕнтерчĕ.

Чăваш чĕлхи эрнине те «Родничок» ача садĕнче тĕплĕ хатĕрленсе кĕтсе илчĕç. Ушкăнра Чăваш ача-пăча литературин, чăваш тумтирĕн куравне йĕркелерĕç. Воспитательсем ачасемпе пуçа çыхмалли масмак ÿкерчĕç, «чăваш пуканисем» аппликаци турĕç. Ушкăнра чăваш чĕлхи эрнине халалласа чăваш юррисем, сăввисем янăрарĕç, ташăсем пулчĕç. Уйрăмах ачасене «Тилĕ тус» вăйă килĕшрĕ.

Альбина Имерукова

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости