Ыттисемшĕн – тĕслĕх

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра иртнĕ Пĕтĕм Раççейри «Деловая Россия» обществăлла организацин XII съездне хутшăннă.

Унта экономика аталанăвĕн çивĕч ыйтăвĕсене сÿтсе явнă. Пленарлă ларăва РФ Президенчĕ Владимир Путин та хутшăннă. Вăл «Деловая Россия» организаци 15 çул тултарнă ятпа съезда хутшăнакансене саламласа бизнес-дипломати аталанăвне тÿпе хывнăшăн тав тунă. Раççей Президенчĕ федераллă ведомствăсен, федераци субъекчĕсен пуçлăхĕсене бизнеспа çыхăннă диалогсене анлăлатма, вĕсен представителĕсене итлеме тата ăнланма сĕннĕ. «Эпир наци приоритечĕсене пĕр пек ăнланатпăр. Хальлĕхе пире экономикăна çирĕплетме май килчĕ, тĕллевсем, паллах, анлăрах та пысăкрах – çирĕп те тĕреклĕ çитĕнÿсем патне тухасси», – палăртнă РФ Президенчĕ.

Михаил Игнатьев съезд влаç органĕсемшĕн тата бизнес-пĕрлешÿсемшĕн актуаллă ыйтусене сÿтсе явма ăнăçлă ĕç площадки пулнине каланă, тухăçлă ĕçлĕ калаçусем ирттернĕ.

«Деловая Россия» Президенчĕ Алексей Репик Чăваш Ен Наци телерадиокомпанин журналисчĕсем республикăри инвестици лару-тăрăвĕ пирки ыйтсан регионсен инвестици рейтингĕ лару-тăрăва кăна мар, ăна лайăхлатассипе тăрăшулăх кăтартнине те хакланине палăртнă. «Уншăн команда, субъект Пуçлăхĕн команди тăрăшмалла. Субъект пуçлăхĕ бизнес аталанăвĕ приоритетлă пулнине ăнланать, команда тухăçлă ĕçлет пулсан – унта лайăх кăтартусем пурах. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев – регион вăйĕ вăйлă предпринимательсенчен килнине ăнланакан ертÿçĕн лайăх тĕслĕхĕ», – палăртнă Алексей Репик.

Çĕнĕ проектсене пурнăçлассипе стратеги инициативисен Агенствин генеральной директорĕ Андрей Никитин: «Инвестици рейтингĕ – Чăваш Енре ĕçлекен предпринимательсене хаклани. Эппин, çакă вĕсем влаç тĕрĕс çул-йĕр илнине ăнланнине пĕлтерет. Субъект Пуçлăхĕ регионти влаçăн сăнне, тĕллевĕсемпе стратегиллĕ приоритечĕсене йĕркелекен çын. Чăваш Енре бизнеспа влаç хушшинчи уçă диалог сыхланса юласси питĕ пĕлтерĕшлĕ».

«Техниколь» корпораци Президенчĕ, «Деловая Россия» ООО генеральнăй канашĕн членĕ Сергей Колесников: «Чăваш Енре пĕчĕк тата вăтам бизнес ăнăçлă аталанать. Республикăра экономика ÿсĕмĕ пур. Чăваш Енре лайăх ĕç климачĕ, ĕçчен çынсем, регион географи тĕлĕшĕнчен лайăх вырăнта вырнаçни те пĕлтерĕшлĕ».

Палăртса хăвармалла: 2016 çулта инвестици тĕлĕшĕнчен илĕртÿллĕ регионсен Наци рейтингĕнче федерацин 85 субъектĕнчен Чăваш Республики 9-мĕш вырăнтан 6-мĕшне хăпарнă.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости