Этеме мĕн çунатлантарать?

Çакăн пек ятпа иртрĕ ноябрь вĕçĕнче Çатра Маркари вулавăшра Ĕç çыннин çулталăкне халалланă уяв. Çакăнта çуралса ÿснĕ вырăнти таврапĕлÿçĕ тата поэт (кун пек калани те вырăнлă) Михаил Игнатьевич Игнатьев унăн кĕтнĕ хăни пулчĕ.

Залра Ишек шкулĕнче ăс пухакансем те чылаййăн пуçтарăннă. Мероприятие Людмила Сильвестровна Гаврилова йĕркеленĕ. Сцена çинче малтанах кĕçĕн класра вĕренекен Артем Тихонов, Валентина Федорова хăйсен сăввисене вуласа пачĕç, унтан 7-мĕш класра вĕренекен Евгения Иванова тата Екатерина Петрова юрăпа тухрĕç. Залра ларакан аннесене Оксана Фёдорова та «Юрататăп, аннеçĕм, сана» юрăпа çитсе килекен уявпа саламларĕ. Купăс сассипе концерта Николай Андреев илемлетрĕ, Людмила Гаврилова куракансене çепĕç сассипе тыткăнларĕ.

Çак йĕркесен авторĕ те сăмах илчĕ. Вунă çул каялла Çатра Маркари шкул филиалĕнче ĕçлеме тÿр килнĕччĕ. Кĕçĕн класра вĕренекенсемпе ял клубĕнче чылай концерта хутшăннăччĕ эпир.

Михаил Игнатьевич сцена çине тухсан зал шăп пулчĕ. «Кунта ларакансем хăй вăхăтĕнче совхоз уйĕнче ĕçленĕ. Чылайăшĕ хам пекех халĕ тивĕçлĕ канура. Манăн атте те çĕр ĕçченĕ пулнă, Кивçурт Маркара çуралса ÿснĕ. Анне – Красноармейски районĕнчи Чатуккассинчен, – аса илчĕ хăйĕн пурнăçне ентешĕмĕр. Çемьере тăххăрăн пĕр тăван пулнă вĕсем, ачасенчен виççĕшĕ çеç пурăннă. Халĕ сывă юлни вара Михаил Игнатьевич кăна. – Апай (амăшне вĕсем çапла чĕннĕ) 4 класс пĕтернĕ, юмахсем питĕ нумай пĕлетчĕ, пире час-часах каласа паратчĕ. Сăвăсем çырма вăл та хавхалантарнă мана. Ял вăрман çывăхĕнчеччĕ, эпĕ час-часах унта тухса утаттăм. Астăватăп, 1962-мĕш çул. Атте чÿрече умĕнче çăпата хуçса ларать, апай та килтех. Эпĕ вĕсене «Эпĕ ачалăхпа сывпуллашатăп» сăвва вуласа патăм.

Атте аллинчи çăпата тухса ÿкрĕ. Анне пичĕ тăрăх куççуль юхать: «Эс, ачам, çакăн пек çырма пултаратăн-и?» – тет.

Пирĕн умра чуччу пурччĕ, унта урам тулли ача-пăча пуçтарăнатчĕ. 1967 çулта «Маркари ачасем» сăвă калăпларăм. Хампа пĕрле яланах хутпа кăранташ чиксе çÿреттĕм».

Михаил Игнатьевич 1969-мĕш çулта çырнă «Кукăльçăсем» ятлă шÿтлĕ сăввине вуласа парсан халăх темччен кулчĕ.

Эпĕ Михаил Игнатьевичăн сăвă çырас ăсталăхĕпе пĕр суйлавра паллашнăччĕ. Çулне астумастăп çав. Иксĕмĕр те комисси членĕсемччĕ. Эпĕ ăна суйлав çинчен сăвă шăрçалама ыйтрăм. Сăвви «Тăван Ен» хаçатра кун çути курнăччĕ. Эпĕ унран çырас туртăмсем пирки ыйтса пĕлтĕм те вăл: «Малалла çамрăксем çырччăр» – терĕ. Залра ларакан ачасене район хаçачĕпе тачă çыхăну тытма сĕнчĕ.

Çакăн пек чунпа пуян çынсемпе курса калаçсан хăв та чунпа пуянланатăн.

Ялти пурнăçа тытса тăрать

Михаил Игнатьев 1995-мĕш çултанпа Çатра Маркара ял старостин тивĕçĕсене пурнăçлать. «Çак вăхăтра ял-йышшăн, вырăнта халăх пурнăçне хăтлăрах тăвассишĕн тăрăшса мĕнле кăна ĕçе ертсе пымарĕ-ши вăл?» – теççĕ ентешĕсем.

Вырăнти депутат Лидия Никифоровна Александрова та ун çинчен ыррине çеç калать: «Çулла Çатра Маркара çĕнĕ ФАП уçрĕç. Ыйтаççĕ çеç – тракторĕпе вĕçтерсе те çитет. Тĕлĕнмелле ырă кăмăллă, шÿтлеме юратакан, хĕвел пек çын вăл. Ялта кĕпер юсамалла-и, пĕве тасатмалла-и, транспорт кирлĕ-и – пур çĕре те ĕлкĕрет. Ялта арçынсем сахаллипе така-сурăх пусса пулăшмашкăн та унранах ыйтатпăр. Килте те тирпейлĕх хуçаланать унăн, икĕ ĕне усрать. Нихçан та ĕçсĕр лармасть. Пĕр сăмахпа, пĕтĕм ял пурнăçĕ ун çинче тытăнса тăрать».

Екатерина Григорьева, Мăн Марка

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости