Ҫемьесемшӗн пӗлтерӗшлӗ пулӑшу

Патшалӑх йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ҫынсене пулӑшса тӑрать. Тӗрлӗ енлӗ ҫӑмӑллӑхсемпе тивӗҫтермелли майсем туса парать. Ҫакӑ пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Чӑваш Енре акӑ «Ҫемье» ятлӑ ҫӗнӗ наци проекчӗ те старт илет. Унпа килӗшӳллӗн 2025 ҫулта социаллӑ контракта тӗпе хурса патшалӑх пулӑшӑвӗпе тивӗҫтермелли укҫа-тенкӗне икӗ хут ытларах ӳстерме палӑртаҫҫӗ.

Ҫапла майпа пулӑшу виҫи 1 млрд тенке яхӑн ӳсӗ. Ҫавна май Чӑваш Енри Ӗҫ министерстви 4 пин ытла социаллӑ контракт ҫырма пултарӗ.

Пирӗн регионта патшалӑхӑн асӑннӑ пулӑшӑвӗпе усӑ курасси анлӑ сарӑлнӑ. 2020 ҫултанпа пурӗ 17 пин ытла социаллӑ контракт ҫырнӑ (2 млрд ытла тенкӗлӗх).

Ҫак пулӑшу мелӗпе усӑ курса ӑнӑҫу ҫул-йӗрне тупнӑ тӗслӗхсенчен пӗри — Ольга Матвеевӑн историйӗ. Кун ҫинчен вӑл ҫывӑхрах ӗҫпе тивӗҫтерекен центрта пӗлнӗ. Ольга ача-пӑча вӗренӳ центрне йӗркеленӗ. Унта вӗренекенсен шучӗ ытларах та ытларах ӳссе пырать. Центрта ачасем вӗреннипе пӗрлех ырӑ кӑмӑллӑ пулма хӑнӑхаҫҫӗ, ӑнланупа пулӑшу авӑрне лекеҫҫӗ. Малашнехи тӗллевсем шутӗнче — пултаруллӑ ачасем валли ҫӗнӗ тата хальхи йышши вӗренӳ, аталану центрӗ уҫасси. Ӑна хальхи йышши технологисемпе, методикӑсемпе тивӗҫтерӗҫ. Предприниматель ачасен пултарулӑхне туптани тата ӳсӗмсем туни, тӑрӑшса ӗҫлени нумай ачана савӑнӑҫ, усӑлӑх кӳрессе шанса тӑрать.

Чӑннипех те, социаллӑ контракт пулӑшнипе нумай ҫыннӑн ӗмӗчӗ пурнӑҫланать. Ҫак мелпе усӑ курса граждансем харпӑр хӑйӗн ӗҫне пуҫараҫҫӗ е бизнеса аталантараҫҫӗ.
Ку чухне укҫа-тенкӗпе тивӗҫтереҫҫӗ ҫеҫ мар, ҫынсене харпӑр хӑйӗн тӗллевӗсене пурнӑҫланӑ май вӗренме, консультаци илме е ытти кӑлтӑксене татса пама та пулӑшаҫҫӗ.
Ҫак кунсенче ведомствосен комиссийӗн ларӑвӗнче социаллӑ контракт ҫырса патшалӑх пулӑшӑвне илме тӑратнӑ документсене пӑхса тухнӑ. Хӑйсен ӗҫне пуҫармашкӑн патшалӑх пулӑшӑвне илме 9 ҫын шутланӑ. Бизнес-плансем тӑрӑх, пулас предпринимательсем косметологи, илемлӗх индустрийӗнче, сӑнӳкерчӗксен ӗҫӗнче тата ытти енӗпе аталанма тӗллев тытни палӑрнӑ.

Комиссинче ӗҫ шыракансем хӑйсен бизнес-планӗсене ӑнӑҫлӑ хӳтӗленӗ. Округ пуҫлӑхӗ Владимир Михайлов вӗсене тӗллевӗсене пурнӑҫлама ӑнӑҫу, хӑйсен вӑйне шанма, мӗнпур йывӑрлӑха ҫӗнтерме вӑй-хал суннӑ.


Анжелика КИРИЛЛИНА.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости