Çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче, Раççей кунĕнче, Шупашкар муниципалитет округĕнче ĕçпе юрă тата спорт уявĕ Акатуй иртет. Вăл Çырмапуç ялĕ çывăхĕнче пулать.
Палăртса хăвармалла, Шупашкар округĕнчи Акатуй – республика Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарса янă «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» проект шутĕнче иртет. Уяв программи анлă та питĕ кăсăклă.
9.00 сехетрен Акатуй лапамĕнче округри территори пайĕсен картишĕсем ĕçлеме тытăнăççĕ. Çав вăхăтранах тĕрлĕ куравпа паллашма, ăсталăх класĕсене хутшăнма, ачасен аттракционсенче савăнма май пулĕ.
Спорт вăййисене кăмăллакансене кĕрешÿ, кикбоксинг, ирĕклĕ майпа кĕрешессин турнирĕсем тыткăнласси иккĕлентермест. Вĕсем те 9 сехетре пуçланаççĕ.
10.00 сехетре округри пултарулăх ушкăнĕсен концерчĕ пуçланать.
Тепĕр сехетрен вара Акатуй сцени хăй патне ĕçре малта пыракансене йыхравлĕ. Уява уçнă хыççăн ертÿçĕсем шăпах вĕсене чыслаççĕ.
Акатуйра кашниех хăйне килĕшекен курав е ăмăрту лапамне тупма пултарать: Шупашкар аэроклубĕн парашютисчĕсем, ут çинчи казаксем, квадроциклпа ăмăртакансем – пурте халăх умне тухаççĕ.
Вырăнти пултарулăх коллективĕсемпе пĕрлех Акатуйра «Çавал» фольклорпа эстрада ушкăнĕн тата ыттисен пултарулăхне те курса киленме пулать.
Аса илтеретпĕр: Акатуя «Тăван Ен» хаçат редакцийĕн коллективĕ те хутшăнма хатĕрленет. Çавăнпа та район хаçатне вулакансене пурне те уява тĕлпулăва йыхравлатпăр. Унта хаçата йÿнĕрех хакпа çырăнма та, парнесем выляса илме те, хальхи вăхăтра усă курман япаласемпе сăн ÿкерĕнме те май пулĕ.