Ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Таисия Ивановна Долгова ҫуралнӑ (Ҫӗньял Чурачӑк). Вӑл Влади-
мир облаҫӗнчи торф предприятийӗнче, Шупашкарти пир-авăр комбинатӗнче, чылай ҫул Ишлейри машина тӑвакан заводра ӗҫленӗ. Ҫавӑн пекех нумай ҫул хушши Муркаш районӗнчи «Дружба» колхозра дояркӑра вӑй хунӑ. Халӑхсен туслӑхӗн орденне, тӗрлӗ медале тивӗҫнӗ.
Ҫав кунах Леонид Транквиллинович Земляницкий ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитет (Хыркасси). Вӑл студент ҫулӗсенчен пуҫласа тӑпра тӗпчес енӗпе ӗҫленӗ, картографи ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Чылай ҫул Пӗтӗм союзри агролесомелиораци наукӑпа тӗпчев институтӗнче тӑрӑшнӑ тата ытти те. «Вӑрман хуҫалӑхӗ» журналăн редколлегийĕн йышĕнче тимленĕ. 70 ытла наука ӗҫӗ пичетленӗ. Ӑна Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗпе чысланӑ. Леонид Земляницкий 1979 ҫулта ҫӗре кӗнӗ.
Ҫав кун Леонид Валериевич Пучков ҫут тӗнчене килнӗ (Шуркасси). Вӑл Шупашкар районӗнчи полици пайӗн аслӑ сержанчӗ, патрульпе пост службин уйрӑм взвочӗн водителӗ пулнă. Округри полици пайӗнче ӗҫленӗ вӑхӑтра 2013 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Ҫурҫӗр Кавказа командировкӑна кайнӑ. Авӑн уйӑхӗнче Леонид Пучков Чечен Республикинчи хирĕç-тăрура вилмеллех аманнӑ. Унӑн мӑшӑрӗ тата ҫулталӑкри хӗрӗ тӑрса юлнӑ. Леонид Пучкова «Чечен Республикин хӳтӗлевҫи» медальпе тата Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрлӑх орденӗпе чысланӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Валентина Геннадьевна Николаева (Васильева) кун ҫути курнӑ (Комсомольски тӑрӑхӗнчен). Вӑл фельдшер пулса ӗҫлет. Вӗренсе тухса диплом илнӗ хыҫҫӑн Шупашкар район больницинчи терапи уйрӑмӗнче ӗҫленӗ, унтан Апаш ялӗн ФАПӗнче медсестрара, акушерта тимленӗ. 2007 ҫултанпа Апашри фельдшерпа акушер пунктӗнче заведующинче тӑрӑшать.
Ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Светлана Евгеньевна Смоленцева педагог ҫуралнӑ (Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчен). Вӑл малтанах Макаҫри 8 класлӑ шкулта биологи вӗрентнӗ, унтан чылай ҫул Шупашкарти 54-мӗш шкулта ӗҫленӗ. Вăл «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ».
Ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Валентина Александровна Николаева ҫут тӗнчене килнӗ (Юртукасси). Вӑл Шемшер шкулӗнче, Кӳкеҫри тата Шупашкар хулинчи 35-мӗш шкулсенче ӗҫленӗ, математика вӗрентнӗ. Математика тата физика вӗрентекенӗсен методика пӗрлешӗвӗн ертӳҫи пулнӑ. Ӗҫ стажӗ 43 ҫулпа танлашать. Ӗҫ ветеранӗ «РСФСР халӑх вӗренӗвӗн отличникӗ» кăкăр умне çакамалли палла, «Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ» ята тивӗҫнӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Елена Витальевна Николаева (Петрова) кун ҫути курнӑ (Чӑрӑшкасси). Вӑл Шупашкар район больницинче неврологи уйрӑмӗнче медицина сестринче ӗҫленӗ, паянхи кун унта анестези медицина сестринче тимлет.
Ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче педагог Инна Витальевна Доронина ҫуралнӑ (Тутаркасси). Тутаркасси вӑтам шкулӗнче кӗҫӗн классене вӗрентнӗ, кӗҫӗн классен вӗренӳпе воспитани енӗпе ӗҫлекен директор ҫумӗ пулнӑ. «РСФСР халӑх вӗренӗвӗн отличникӗ» палла тивӗҫнӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Петр Николаевич Николаев вӑрҫӑ ветеранӗ ҫуралнӑранпа 110
ҫул ҫитет (Кӗҫӗн Шемшер). 1946 ҫултанпа ЧАССР ШӖМче вăй хунă. 1954 ҫул вӗҫӗччен милиционер пулнӑ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче Хӗрлӗ ҫар ретӗнче тӑнӑ. Стрелоксен полкӗнче тӑшмана хирӗҫ ҫапӑҫнӑ. Ӑна «Паттӑрлӑхшӑн», «1941-1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медальсемпе чысланӑ.
Кÿкеçри теп библиотека пулăшнипе хатĕрленĕ.