Олег НИКОЛАЕВ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ:
– Пирĕн регион – 128 наци халăхĕ килĕшÿре пурăнакан Раççейĕн хăйне майлă кĕтесĕ. Республикăра пурăнакансен пысăк пайĕ – чăвашсем – пуян историллĕ, хăйне евĕрлĕ культурăна тата авалхи йăласене упракан халăх. Чăваш чĕлхи – тĕрĕк культурин чăн-чăн мулĕ, упранса юлнă чĕрĕ чĕлхе. Эпир хамăр чĕлхемĕре, йăла-йĕркене, халăх промыслисене типтерлĕн упратпăр, вĕсемпе хăнасене хаваспах паллаштаратпăр.