Ĕçсĕр çыннăн мĕн ĕçлес?

ЙĔРКЕ ХУРАЛĔ

 

Кăрлач уйăхĕн 16-мĕшĕнче Шупашкар муниципалитет округĕнчи полици уйрăмĕн 2024 çулхи ĕçне пĕтĕмлетрĕç. Унăн ертÿçи Геннадий Лаврентьев полици подполковникĕ полици уйрăмĕ право хуралĕнчи ытти тытăмпа пĕрле çынсене киревсĕр ĕç тăвакансенчен хÿтĕлес тĕлĕшпе тĕллевлĕ ĕçленине палăртрĕ. Халăха саккуна пăсакансен тĕрлĕ мелĕ çинчен асăрхаттарасси, преступленисене сирсе ярасси, вĕсене тупса палăртасси уйрăмах пысăк вырăн йышăнать.

Иртнĕ çул, малтанхипе танлаштарсан, йĕркене пăснипе çыхăннă ĕç-пуç çинчен пĕлтерекен заявленисен шучĕ 7 процент чакнă. 2024 çулта тупса палăртнă усал ĕçсен шучĕ 3 процент сахалтарах пулнă, преступленисен шайĕ 10 пин çын пуçне 87,3 (2023 çулта – 90,1) хисеппе танлашнă, çакă республикăри кăтартуран 17,4 процент пĕчĕкрех.

Анчах Шупашкар муниципалитет округĕнчи хăш-пĕр территори уйрăмĕсенче усал ĕçсем тăвасси ÿснĕ: Чăрăшкасси тăрăхĕнче 2023 çулта 4 преступление шута илнĕ, пĕлтĕр – 14, Çĕньял тăрăхĕнче: 6 – 9, Кăшавăш тăрăхĕнче: 6 – 9, Сарапакасси тăрăхĕнче: 9 – 13, Ишлей тăрăхĕнче: 28 – 34.

Преступлени тăвакансене тупса палăртасси 47,5 процентпа танлашнă (малтанхи çулти çав тапхăрта ку кăтарту 58,8 процент пулнă). Çавăн пекех полици ĕçченĕсем иртнĕ çулсенчи 5 преступление уçса пама пултарнă. Çын сывлăхне пĕлсе тăрсах тĕрлĕ майпа сиен кÿрессипе, асаплантарнипе, вĕлерессипе хăратнипе, коррупципе çыхăннă преступленисене тупса палăртасси 100 процентпа танлашнă.

2024 çулта çын вĕлернĕ, асаплантарнă, мăшкăлланă, транспорт туртса илнĕ, терроризмпа çыхăннă тата экстремистла преступленисем тунă тĕслĕхсем пулман. Анчах çын сывлăхне ятарласа йывăр сиен (75,0 процент), вăтам сиен (33,3 процент) кÿресси, интернетпа усă курса (3,9 процент) тата телефон çыхăнăвĕ урлă (20,6 процент) укçа-тенкĕ çаратасси, чĕртсе çунтарасси (100,0 процент), саккуна хирĕç кайса хĕç-пăшалпа усă курасси (100,0 процент) ÿснĕ.

Çакна палăртмалла: кашни следователĕн суда ярса памалли 4,6 уголовлă ĕç пăхса тухма, 13,8 ĕçе тишкерме тивет. Чылай чухне шар курнисен тăкакĕсене саплаштарма май пур. 

Йĕрке хуралçисем шанчăксăр çынсене тата усал ĕç тăвакансене, хыпарсăр çухалнисене шыраса тупассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Иртнĕ çул преступлени тунă 17 çынран 15-шне тытса чарнă.

«Йĕрке хуралĕнче вăй хуракансем профилактика ĕçĕсем ирттернине кура наркотиксемпе минресе е эрех ĕçсе ÿсĕрле тунă преступленисен шучĕ чакнă», – каласа пачĕ Геннадий Вячеславович.

Çавăн пекех вăл саккуна пăсса наркотик салатакансен йышĕнче ĕçсĕр çын нумай пулнине, руль умне ÿсĕрле ларса авари тунă тĕслĕхсен шучĕ чакнине палăртрĕ.

Ют çĕршывсенчен куçса килнĕ çынсем саккуна пăсасран вĕсемпе уйрăммăн ĕçлемелли çинчен те, халăха патшалăх пулăшăвĕ парасси пирки те каларĕ Геннадий Лаврентьев.

 Полици уйрăмĕнче ĕçлекенсен йышĕ çителĕксĕр пулнине палăртмалла: патруль посчĕн службин подразделенийĕсенче, уголовлă шыравра, экономика преступленийĕсемпе кĕрешекенсен тата полицин участоксенчи уполномоченнăйĕсен, следстви ирттерекенсен йышĕнче, ытти службăра  ĕç вырăнĕсем пур.

Пĕтĕмĕшле илсен, полицин Шупашкар муниципалитет округĕнчи уйрăмĕ хăйĕн умне лартнă тивĕçсене тивĕçлĕ пурнăçласа пырать. ШĔМĕн Чăваш Республикинчи территори уйрăмĕсен йышĕнче 2024 çул кăтартăвĕсемпе вăл 2-мĕш вырăн йышăннă.

Округ пуçлăхĕ Владимир Михайлов Раççей ШĔМĕн Шупашкар тăрăхĕнчи уйрăмĕн коллективне хăйсен ĕçне тивĕçлĕ пурнăçланăшăн, йĕрке хуралĕнче çирĕп тăнăшăн тав турĕ.

 

Роза ДЕМЕНЦОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости