65 çухрăм тăршшĕ юхан шыв

Ункă шывĕ Янту вăрманĕ çумĕнчи айлăм вырăнта тапса тăракан çăлкуçсенчен пуçланать

Шыв чĕлтĕр-чĕлтĕр юхма пуçлать, вăрман кĕтесĕнче Кивпулăх енчи çырма тĕпĕпе юхса анакан пĕчĕк шывпа пĕрлешет, вара тÿрех сылтăмалла пăрăнса Çĕньял-Покровски еннелле васкавлăн ыткăнать.

Кунти рельеф питĕ сăртлă-тĕмескеллĕ, çырма-çатраллă, çырансем вырăн-вырăн каслăк та чăнкă. Миллион çул каялла тектоника плитисем кисреннĕрен çĕр çийĕ çакăн пек хутлам-хутлам пулса кайнă теççĕ.

Ункă шывĕ анаталла кайнă май ăшăх е тарăн варсенчен сăрхăнса тухакан çăлкуçсен шывĕпе вăй илет. Çĕньял-Покровскине çитеспе Хосантайккă патĕнчен çăлкуçсен шывĕпе пĕрлешет. Çĕньял-Покровскине çитеспе – Хосантайккă патĕнчен çĕре тарăннăн çурса анакан Кĕрекаç ятлă шывпа. Кĕрекаçа хирĕçле халĕ тимĕр-бетон плотина. Ялăн икĕ урамĕ Ункă хĕрринех анать. Ял варринчи Ĕнекаççи шывĕ те пахчасен хыçĕпе васкамасăр юхса анса каслăк çырантан Ункăна сикет. Шарпаш варĕ тăрăх вара, Сурковсен пахчине хирĕç, симĕс курăк хушшипе пысăках мар шыв шăнкăртатса юхса анать. Ункă майĕпе саралса пырать. Ял хыçа юлсан Ункăна тÿпере вырнаçнă Етĕрнекасси енчен улăх-çаран тăрăх, симĕс курăкпа витĕннĕ сăртсем хушшипе тепĕр юхан шыв анать. Икĕ шыв юппи теççĕ ку вырăна. Хура çыр тата Хĕрлĕ çыр кукрисенчен иртсен Пархикасси уйĕ тĕлĕнчи Кăшкар варĕ тăрăх чылаях чăнкă сăртран шап-шурă чулсем хушшипе питĕ сивĕ шыв юхатчĕ. Ишлей шкулне çÿренĕ чух эпир ун урлă сиксе каçаттăмăр. Çак вырăн тепĕр пысăк плотина айне пулнă. Çатра тата Кернече варĕсемпе те Ункăна йăр-йăр шыв юхса анать.

Ункă хĕрринчен пĕр утăмра вырнаçнă ялсем пирĕн çывăхра татах пур: Ишлей, Чанкасси, Ишек. Çĕрпÿ районĕнче Ункăçум ятлă ял пуррине пĕлетĕп. Ункă Çавалпа пĕрлешнĕ тĕлте Кăшаркасси (Первое Семеново) ялĕ вырнаçнă. 50 çул каялла çак ялпа Çĕньял-Покровски тăванлашнă темелле – пирĕн ял каччи Юрий Кириллов Кăшаркасси хĕрне Галина Андреевăна качча илнĕ. «Ункă шевлисем» фестивале уçнă чух çакăн çинчен аса илсен Çĕрпÿ районĕнчен килнĕ «Пилеш» ушкăн çыннисем хумханса илчĕç – вĕсем шăпах Кăшаркассинчен пулнă иккен.

«Ункă пуçламăшĕнчен вĕçне çити тухса хамăн телее тупрăм», – шÿтлетчĕ Юрий Васильевич. Юрăпа Галя строительство техникумне пĕтерсен Новосибирскри çар чаçĕнче ĕçленĕ. Юрий Васильевич, майор, аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн кунта финанс пайĕн пуçлăхĕ пулнă. Галина Андреевна строительство енĕпе нормировщицăра тăрăшнă. Кирилловсен ывăлĕ Евгений институтран вĕренсе тухсан Çĕнĕ Шупашкарти «РусГидро» предприятире инженерта ĕçлет. Мăшăрĕпе вĕсем виçĕ ывăл çитĕнтереççĕ. Галина Андреевна хăй çуралнă Кăшаркассине Новосибирскран час-часах килсе çÿрет.

Çапла вара, 65 çухрăм тăршшĕ Ункă ялсене кăна мар, çынсен шăписене те пĕрлештерсе тăрать.

ТАМАРА ВЕРЕНДЕЕВА, ÇĔНЬЯЛ-ПОКРОВСКИ ЯЛĔ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости