7 çул çурă хĕсметре

Евгений Егорович Матюшкин 1941 çулхи сентябрĕн 18-мĕшĕнче Атăлъялта нумай ачаллă çемьере çуралнă. Тĕрлĕ сăлтава пула 10 ывăлпа хĕртен 4-шĕ кăна çитĕннĕ. Евгений кĕçĕнни пулнăран тĕп киле юлнă. Унăн ашшĕ Егор Матюшкин Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче хăрах урине çухатнă. Евгений Кипечкассинчи 7 çул вĕренмелли шкула пĕтернĕ хыççăн Çÿлтикасси шкулне çул тытнă. Ашшĕ чирленине пула шкулта вĕренсе пĕтереймен, çарти полк шкулĕнче вăтам пĕлÿллĕ пулнă. Çара кайиччен 1959-1960 çулсенче пиччĕшĕпе, Александрпа, пĕрле Казахстанра пÿртсем хăпартнă çĕрте ĕçленĕ.

Евгений Матюшкин Германинчи Совет çарĕсен ретĕнче 7 çул çурă тăнă: 1961 çулхи сентябрь уйăхĕнчен пуçласа 1969 çулхи апрельччен. 223-мĕш гварди Кутузов орденлĕ Висла юханшыв ячĕллĕ мотострелоксен полкĕ Германири Бранденбург çĕрĕсене кĕрекен Ютербог хули çывăхĕнче вырнаçнă. Вăл 1961 çулхи октябрьте çар присягине тытнă. Тĕп çар тивĕçне 3 çул пурнăçласа сержант звание тивĕçнĕ. Çыру тата шут ĕçне ăста пулнăскер хĕсмет вăхăчĕ вĕçленсен те çарта юлма килĕшнĕ. 1964 çулхи ноябрь уйăхĕнчен пуçласа 1969 çулхи апрель уйăхĕччен полкри штабра çар казначейĕн тивĕçĕсене пурнăçланă. 1968 çулхи августăн 21-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 11-мĕшĕччен Чехословаки çĕршывĕнче лăпкă мар пулнă, вăл тапхăр историе «Прагăри çуркунне» ятпа кĕрсе юлнă. Унти хирĕç тăрăва чарма Германи çĕрĕнче службăра тăнă Совет салтакĕсем те хутшăннă. Евгений Матюшкин старшина Чехословакие уçă машинăпа кайнă чухне снайперсен пульлисем айне лекнĕ. Темиçе салтак вилмеллех аманнă.

Евгений Егорович Чехословакири интернационаллă тивĕçе пурнăçланăшăн 1968 çулта тав хутне тивĕçнĕ. Çар тивĕçне таса чунпа пурнăçланăшăн ăна юбилейлă медальсемпе чысланă. Сăмах май, гвардеецсен 223-мĕш полкне 1989 çулта Германинчен илсе тухса салатса янă. Ютербог çывăхĕнчи çар тăнă çуртсем халĕ те сыхланса юлнă. Çартан таврăнсан Александр пиччĕшĕпе пĕрле Пермь хулине çуртсем хăпартма çÿренĕ, мастера çитнĕ. 1969 çулта Муркаш районĕнчи Шомик ял хĕрĕпе Нинăпа çемье çавăрнă. Туслă çемье 4 хĕрпе ывăла çитĕнтерсе ура çине тăратнă. Çак вăхăтра тĕрлĕ çĕрте вăй хунă вăл – пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 47 çул. Евгений Матюшкин 8 çул хушши Ильинка вăрман хуçалăхĕнче вăрманçăра тăрăшнă. Пархатарлă ĕçшĕн «Соцăмăртусен çĕнтерÿçи» паллăсене, Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ. Евгений Матюшкин 2011 çулхи ноябрĕн 28-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ. Вăрманта ĕçленĕ вăхăтра лартнă йывăçсем кашласа хуçине аса илтереççĕ…

Николай Смирнов, Атăлъял

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости