Паян «Тăван Ен» хаçат пĕлтерĕшлĕ проекта Янăш ял тăрăхĕпе вĕçлет. Çулталăка яхăн тăсăлнă пуçару тапхăрĕнче журналистсем Шупашкар районĕнчи 17 ял тăрăхĕнче пулчĕç, ял-сала çыннисемпе паллашрĕç, вĕсенчи пурнăçа «шĕкĕлчерĕç», çынсен савăнăçне, хуйхи-суйхине ыйтса пĕлчĕç, çивĕч ыйтусене татса пама тăрăшрĕç. Йышăнмалла: хускатман ыйтусем те юлчĕç пулĕ, мĕншĕн тесен хаçатăн пĕр страницинче пĕтĕм темăна çутатма чăннипех те ансат мар, çавăнпа та редакци апрелĕн 28-мĕшĕнче 9-11 сехетсенче вулакан валли «хĕрÿ лини» ирттерет. Асăннă вăхăтра çынсем кирек мĕнле ыйтупа та редакцие 8(83540) 2-21-88, 8(8352) 45-54-20 номерсемпе шăнкăравлама пултараççĕ. Вĕсене компетентлă органсем патне çитерсе хуравĕсене тупăпăр.
Хальлĕхе вара Янăш ял тăрăхне таврăнар-ха…
Кермен пек шкул
Янăш патне çывхарас умĕн темĕнле лăпкăлăх сисĕнчĕ: кунти 8 ял хăйне май шăплăхра пурăнать тейĕн, нимĕнле сас-чĕв, йытă вĕрнĕ сасă та илтĕнмест. Вăйлă çил кăна тăнăçлăха хускатать пек…
Мĕнпе кĕтсе илчĕ-ха пире районти чи аякри ял тăрăхĕ? Паллах, çĕнĕ шкулпа. Аякранах мăнаçлăн курăнса ларать кермен евĕр вĕрентÿ учрежденийĕ. Яла тÿрех илемлĕ сăн кĕртет. Вăл уçăлсан кунта пурнăç палăрмаллах улшăнĕ. Унта çывăхри ялсенчен кăна мар, юнашарти Муркаш районĕнчен вĕренме çÿресси пирки те калаçу çÿрет. Çавăнтах физкультура тата сывлăха çирĕплетмелли комплекс пулĕ. Унтан çын татăлмассине иккĕленмесĕрех калама пулать. 165 вырăнлă шкула кăçал çулла хута ямалла, кунта шкул çулне çитмен ачасене те йышăнĕç, вĕсем валли 40 вырăн пăхса хунă. Пĕлтĕр вырăнти администраци шкул патне 500 м ытла вак чул сарса çул тунă, 300 м ытла электропралук тăснă, ача-пăча площадки вырнаçтарнă.
«Нимĕн те каламастпăр»
Пĕтĕмĕшле, Янăш халăхне чĕмсĕр халăх тесен те йăнăш мар-тăр, мĕншĕн тесен ыйтăва хирĕç чылайăшĕ нимĕнле хурав та памарĕ. Тÿррĕнех: «Нимĕн те каламастпăр», – текенсем те тупăнчĕç. Нумайăшне вара хăйсен пурнăçĕ çырлахтарать-мĕн, вĕсем ял тăрăх пуçлăхĕн ĕçне ырăпа кăна палăртрĕç.
Пирĕнпе хутшăнма хирĕçлеменнисем çÿп-çапа турттарса тухасси ял тăрăхĕнче чи çивĕч ыйтусенчен пĕри пулнине пĕлтерчĕç. Çырмасене йăлари хытă каяшпа тултарнине палăртрĕç. Пĕтĕмĕшле илсен тата районти ытти ял тăрăхĕпе танлаштарсан Янăш ял тăрăхĕнче тирпейлĕх сисĕнчĕ. Çĕр пĕтĕмпех типменнине, массăллă субботниксем ирттерме пуçламаннине пăхмасăрах вырăн-вырăнпа тасалăх хуçаланни уççăнах курăнчĕ, сăмахран, Тимой Мамăшра çакăн евĕр ÿкерчĕк тухса тăчĕ. «Çÿп-çапа йăвалантармастпăр, тÿрех пухатпăр», – пĕлтерчĕ ялта пурăнакан хĕрарăм. Тавралăха тасалăхра тытса тăма тăрăшаççĕ пулин те хытă каяшсене вĕсем ăçта килчĕ – унта, чылай чух, çырмасене ыткăнтараççĕ. Ятарлă контейнерсем вырнаçтарман. Вĕсем çуккине Праньккара та, Мăн Мамăшра та, ытти ялта та ĕнентерчĕç. Хытă каяшсене турттарса тухасси ял тăрăхĕнче çивĕч ыйтусенчен пĕри пулнине вырăнти ял тăрăх пуçлăхĕ Иван Грачев халăха 2014 çул пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарнă чухне те асăннăччĕ. Халĕ мĕнле хурав пачĕ-ха пуçлăх?
– Пĕлтĕр пурĕ 30 контейнер туянтăмăр. Хытă каяшсене турттарса тухассине йĕркелес тĕллевпе ятарлă организаципе килĕшÿ турăмăр. Май уйăхĕнче Янăшра, Кĕçĕн Турханта, Турикассинче контейнерсем вырнаçтаратпăр, ерипен ытти ялта та лартăпăр, – каласа пачĕ вăл. Ку ĕçе малтан мĕншĕн йĕркелейменнине те ăнлантарчĕ. Янăш ял тăрăхĕ инçе вырнаçнăран каяшсене турттарса тухасси хака ларнă. Ахальтен мар ĕнтĕ, ун пирки «ылтăн» çÿп-çап тесе витлекенсем те тупăннă. Юрать-ха, халĕ лару-тăрăва йĕркелеме май килнĕ.
Çатма пекех
Çулсене илес тĕк, Янăш ял тăрăхĕнчи чылай ял патне çатма пек такăр çул пырать, пытармасăр каласан, кун пеккине ытти ял тăрăхĕнче курман та темелле. Ял хушшинчи урамсем вара тĕрлĕрен: хăш-хăш çĕрте вак чул сарнă, ытти çĕре вара алă çитеймен-ха. Сăмахран, Пранькка ялĕнчи «Звездная» урамра çак савăнăç хальлĕхе çук. «Пирĕн урама хăçан çул сарĕç-ши?» – хытă сийлĕ çул кирлине палăртса калаçрĕ кунта пурăнакан Алевтина Иванова. Пуринчен ытла ыйту Хураçырмара, Аначкассинче, Праньккара çивĕч. Çулпа çыхăннă ыйтăвăн хуравĕсене ял тăрăх администрацинче шырарăмăр. «Килĕшетĕп, ял хушшинче çулсем çук, ку енĕпе нумай ĕçлемелле, кăçал Мăн Мамăшри «Зеленая» урама 215 м вак чул сарма палăртатпăр», – хуравларĕ И. Грачев.
Ял тăрăхĕнче пурăнакансем шыв çукки пирки питех ÿпкелешмерĕç. Вăхăт-вăхăтпа шыв пĕтнин сăлтавĕ Мăн Мамăшра та, ытти çĕрте те çулла пахча шăварнă вăхăтра шывпа перекетлĕ усă курманнипе çыхăннă иккен. Сиксе тухакан кăлтăксене вара вăрăма тăсмасăр татса параççĕ, сăмахран, нумаях пулмасть кăна-ха Тимой Мамăшра тата Мăн Мамăшра насуссем улăштарнă. Кашни хуçалăхран 1-шер пин тенкĕ пухнă. Кашни ялта тенĕ пекех килĕсене шыв кĕртнĕ. Пурĕ ял тăрăхĕнче 8 башня ĕçлет. Вĕсенчен тăваттăшне сăрламаллине палăртрĕ пуçлăх, ыттисене унчченех сăн кĕртнĕ.
Тасатмалли вăхăт
Янăш ял тăрăхĕнче пĕр палăк кăна, вăл Янăшра вырнаçнă. Иван Грачев каланă тăрăх, çак кунсенчех ăна юсĕç, ял тăрăхĕнче массăллă субботниксем ирттерĕç. Уявсем кĕрлеттермешкĕн 4 клуб пур. Шăпах Аначкасси клубне куçпа курма май килчĕ. Çиелтен пăхсан вăл тахçанах алăкĕсем çине çăра çакнăн туйăнать, анчах çук иккен, клуб ĕçлет, унта газ та кĕртнĕ. Юсаса çĕнетменнипе кăна кăшт илемсĕрленнĕ. Укçа-тенкĕ çителĕксĕррипе ăна хальлĕхе юсама тăхтаççĕ-мĕн – çапла пĕлтерчĕ вырăнти пуçлăх.
Сăмах паратпăр
Иван ГРАЧЕВ, Янăш ял тăрăх пуçлăхĕ:
– Янăшра вăтам шкула хута ярсан ачасем хăтлă классенче вĕреннипе пĕрлех çакă садике кайма вăхăт çитнĕ ачасен черетне пĕтерĕ. Паянхи кун тĕлне ача садне 15 ача çÿрет. Таврара пурăнакансене физкультурăпа, спортпа туслашмашкăн условисем çителĕклĕ пулĕç. Çĕнĕ шкула ял тăрăхĕнче чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.
Янăш çăви çинче пĕлтĕр халăхпа пĕрле çурт хăпартса лартрăмăр. Çакăн валли кашни хуçалăхран 500-шер тенкĕ пухрĕç. Çурт пурри питĕ меллĕ: кирек мĕнле çанталăкра та кĕрсе ăшăнма пулать. Ку ĕçре çынсен хастарлăхĕ палăрчĕ.
Нумай ачаллă çемьесене тÿлевсĕр çĕр участокĕсемпе тивĕçтерес енĕпе йывăрлăхсем çук, лаптăксем çителĕклĕ. Паянхи кун тĕлне патшалăхăн çакăн пек пулăшăвне илме пĕр çемье черетре тăрать.
Хаклав
Зоя МАСЛОВА, Шупашкар райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ:
– Янăш ял тăрăхĕнче хуçасăр çĕр пайĕсене регистрацилессипе хастар ĕçлеççĕ. Унта 837 çĕр пайĕ тупса палăртнă, вĕсенчен 579-шĕ – хуçасăр çĕр пайĕсем, урăхла каласан çынсем вĕсене хăйсен харпăрлăхне илмен. Паянхи кун тĕлне кун пек пайсем 89 юлнă, ыттисене суд урлă ял тăрăх администрацийĕн харпăрлăхне кĕртнĕ. Вĕсене тара парса çаврăнăша кĕртессипе те ĕçсем пыраççĕ.
Янăш ял тăрăхĕнче тÿлевсĕр çĕр участокĕсем илмешкĕн нумай ачаллă 6 çемье учета тăнă, вĕсенчен 5-не çĕрпе тивĕçтернĕ.