Свердловск облаçĕнчен – Ишлее

Майăн 9-мĕшĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçнисене, паттăррăн вилнисене, тылра ырми-канми ĕçленисене асăнатпăр пулин те ытти хирĕç-тăрура – Афганистан, Чечня вăрçисенче – çапăçнисене, пуç хунисене те манмастпăр. Вĕсенче те пирĕн йăхташăмăрсем нумай юн тăкнă. Шăпах майăн 6-мĕшĕ пурне те пĕрле асăнмалли кун пулса тăчĕ темелле. Ишлейре çĕнĕ палăк уçрĕç.

Çак куна салара тахçанах кĕтнĕ тейĕн: сквер патĕнче çын нумай пухăннă, сумлă хăнасем те чылайăн килнĕ. Савăнăçлă митинга райадминистраци пуçлăхĕ Георгий Егоров, ял тăрăх пуçлăхĕ Яков Кушев хутшăнчĕç. «Ахăртнех, ку çар машини салтаксене пĕрре мар вилĕмрен çăлнă, вăл вĕсемшĕн хăйне евĕрлĕ символ пулса тăнă», – палăртрĕ Георгий Егоров митинга уçнă май.

Афган вăрçинче çапăçнисем те чылайăн килчĕç. Тĕрĕссипе, вĕсен пуçарăвне пула «БМП-1» çар машини «килсе ларнă» та Ишлее. Ентеш, Афган вăрçинче пулнă Геннадий Орлов чи малтан сĕнÿпе тухнă, унăн пуçарăвне юлташĕсем ырланă. Шухăшланине тума, паллах, çăмăл пулман, вăрах вăхăт иртнĕ. Пĕрлĕхре – вăй тенĕ евĕр ĕмĕте пурнăçлама май килнех.

«БМП-1» пехотăн çар машинине Свердловск облаçĕнченех тиесе килнĕ. Геннадий Орлов каласа панă тăрăх, асăннă машина чылай вăрçа хутшăннă. Ăна 1978 çулта кăларнă иккен, 1994 çултан Чечня вăрçине хутшăннă, 1998 çулта сирпĕнсен урăх вара унпа хирĕç-тăрусене кайман.

– «БМП-1» машинăна Афганистанра çапăçнисене кăна мар, Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ пĕтĕм салтака асăнса вырнаçтартăмăр. Вăрçăра пуçĕсене хунисене эпир никама та манман, манмастпăр та, – терĕ Геннадий Орлов.

Чылайăн тухса калаçрĕç, пурте вăрçа аса илчĕç, чуна çÿçентерекен пĕр юрă теприне улăштарчĕ. Вăрçă хирĕнчен таврăнайманнисене аса илсе пĕр минут шăп тăнă хыççăн çĕнĕ палăк патне чечек кăшăлĕсем выртрĕç…

Ишлейри çак сквер, ахăртнех, нумай çын пырса куракан вырăн пулса тăрĕ, уйрăмах çамрăксем кунталла туртăнĕç, «БМП-1» машинăна тимлĕн сăнĕç, ун çине хăпарса пăхĕç, сăн ÿкерĕнĕç… Çакăнпа пĕрле чи кирлине кăна ан мантăрччĕç вĕсем – Тăван çĕршыва чунтан юратмаллине, кирлĕ чухне ăна хÿтĕлемеллине. Çарта пулнă ашшĕсемпе пиччĕшĕсем ырă тĕслĕх пулса тăтăрччĕç кăна.

Сăмах май

«БМП-1» çар машинине вырнаçтарассипе çыхăннă ĕçсене пурнăçлама пурĕ 450 пин тенке яхăн тăкакланă. Çак ĕçе хастар хутшăннисене пурне те тав çырăвĕсемпе наградăларĕç.

ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости