Çак шкул халĕ те районти лайăх шкулсенчен пĕри шутланса тăрать. Унта çывăхри ялсенчен кăна мар, вунă çухрăм аякран та килнĕ, тĕслĕхрен, Шăмăш енчи Питтукассинчен, Янашкассинчен, Типçырмаран, Шăмăшран, Арккассинчен. Ачасем 50 çул каялла вăтам пĕлÿ илес тесе 16-18 çухрăм çуран утнă, хĕлле – йĕлтĕрпе. Çил-тăман-и, çумăр-и – пăхса тăман.
Шкул йывăçранччĕ, спорт площадкинче пĕртен-пĕр турник пулнине аса илеççĕ çур ĕмĕр каялла вĕреннисем. Халĕ çĕнĕ шкул, газпа ăшăтаççĕ, класĕсем пысăк та çутă, площадкăра хальхи вăхăтри спорт инвентарĕсем... Аякран ачасене шкул автобусĕсем турттараççĕ, вĕри апат çитереççĕ, кĕскен каласан, вĕренмешкĕн пĕтĕм услови пур.
11 сехетре шкулта уяв пуçланчĕ. Унта райадминистраци пуçлăхĕ Г.И. Егоров хутшăнчĕ, тĕрлĕ çулта шкултан вĕренсе тухнă паллă çынсем пухăнчĕç. Сăмах май, кунта Чăваш Республикин пĕрремĕш Президенчĕ Н.В. Федоров (вăл шкула салам çырăвĕ янă), медицина наукисен докторĕ В.С. Семенов, медицина наукисен кандидачĕ В.П. Павлов, биологи наукисен кандидачĕ Л.К. Константинов вĕреннĕ. Уява шкул директорĕ С.Г. Колпакова уçрĕ, пурне те саламласа шкул тата унăн аталанăвĕ, директорĕсем çинчен каласа пачĕ. Райадминистраци пуçлăхĕ Толик Хураски шкулĕ районта лайăххисен шутĕнче пулнине, ăна çĕнĕ автобуспа тивĕçтересси çинчен пĕлтерчĕ. Кунтан вĕренсе тухнисем те ăшă сăмахсем каларĕç. Пухăннисем шкулпа паллашрĕç, халĕ кунта икĕ музей ĕçлет, пĕри шкул пурнăçне сăнлакан – истори, тепри краеведени музейĕ. Шкул историне кăтартса паракан музее йĕркелекенĕ – Мерешпуçĕнче пурăнакан Ю. К. Кириллов, çак шкултан вĕренсе тухнă 84 çулти таврапĕлÿçĕ. «Материалсем пухассипе 4 çул ĕçлерĕм, шкул 80 çул тултарнă çĕре ĕмĕте пурнăçларăм», – терĕ Ю.К. Кириллов.