Пĕтĕм тĕнчери «Раççей – спорт çĕршывĕ» форум программинче палăртнă Сывлăхпа спорт кунĕнче Кÿкеç поселокĕнче армспорт енĕпе республикăри уçă турнир иртрĕ.
«Улăп» физкультурăпа спорт комплексĕнче иртнĕ канмалли кун вун икĕ командăри 143 атлет вăй виçнĕ. Хĕрсен ушкăнĕнче чемпионка ятне Чăваш патшалăх университечĕн студентки, пулас журналист, Пĕтĕм тĕнчери турнирсен кĕмĕл тата бронза призерĕ Олеся Игнатьева çĕнсе илнĕ. Финалти тупăшура 21 çулти пике Комсомольски районĕнчи спорт мастерне Марина Бахтеровăна парăнтарнă.
Арçынсен хушшинче вара хăнасемпе никам та танлашайман. Чемпионăн чи сумлă парнине Пенза облаçĕнчи Владимир Грушин çĕнсе илнĕ. Хăйсен виçисенче пĕрремĕш вырăнсене çавăн пекех унăн ентешĕсем Алексей Рыгаловпа Сеник Погосян, Мари республикинчи Роман Романов, Вăрмар районĕнчи Владимир Мясников, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ студенчĕсем Георгий Петров, Алексей Семенов тата Дмитрий Филиппов йышăннă.
Вун сакăр çултан кĕçĕнрех атлетсем хушшинче 1-3-мĕш вырăнсене Шупашкар, Елчĕк тата Патăрьел районĕсен командисем йышăннă.
ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ
Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.