Олег Николаев, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ:
– Паян асатте-кукаçисен паттăрлăхĕ пирки нихçанхинчен те ытларах калаçмалла, шанчăклă тата хăрушсăр пуласлăх пирки шухăшламалла. Хальхи çамрăксем фашизмпа кĕрешекен хăватлă вăй пулса тăраççĕ. Раççейри Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин тата Чăваш Енри Çĕнтерÿпе патриотизм çулталăкĕсенче çамрăксен пĕрлĕхĕсем уяв мероприятийĕсен флагманĕсем пулса тăрĕç, çĕршыври хĕрсемпе каччăсене патриотизм идейисемпе пĕрлештерĕç.