Юр сахалли тÿрре кăлармасть

Чăваш Ен цифра тенкине ĕçе кĕртекен пилот регионĕсенчен пĕри пулса тăрать. Ку укçа çаврăнăшне хăвăртлатма кăна мар, бюджет финансĕсен куçăмне пуçламăшĕнчен тытăнса потребитель патне çитиччен тĕплĕн йĕрлеме те май парать. Çакăн çинчен ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура республика Пуçлăхĕ Олег Николаев каларĕ.

Канашлăвăн кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа вара Патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕн ертÿçи Виктор Кочетков сăмах илчĕ, хĕллехи вăхăтра пурăнмалли çуртсен картишĕсене, вĕсен çумĕнчи территорисене тасатса тăрассипе çыхăннă лару-тăрупа паллаштарчĕ. Кăçал юр нумай мар. Чÿк уйăхĕнче 39 миллиметра яхăн нÿрĕк ÿкнĕ. Раштавра ку кăтарту 24 миллиметртан кăшт ытларах пулнă, кăрлачра – 35 миллиметр ытларах. Çак шутра çумăр тÿпи те пур, çийĕнчен, куратпăр, çунă юр ирĕлсех пырать. Апла пулин те ку картишсене тасатас тĕлĕшпе ыйтусем çуккине пĕлтермест. Тĕп инспектор палăртнă тăрăх, çав территорисене тасатса тăрас тĕлĕшпе çирĕп йĕркесем пур: сывлăш температурине, юр хулăнăшне, тротуарпа мĕн чухлĕ çын çÿренине, ыттине кура лаптăксене тасатса тăмалли пайăр вăхăтсене çирĕплетнĕ. Шел те, çаксене пурте пăхăнмаççĕ. Юр çук пулсан та пăрлак вырăн нумай. Çанталăк пĕрре сивĕтни, тепре ăшăтни ĕç-пуçа пушшех çивĕчлетет. Граждансем тротуарсене тасатса тăманни çинчен евитленипе çыхăннă  тăватă теçетке пĕлтерÿрен 32-шĕ шăпах асфальт шуçлаккипе кăмăлсăррипе çыхăннă.

Чылай çĕрте дворниксем çитменни ура хурать – управляющи компанисенче вĕсен кирлĕ йышĕн 60-85% кăна. Темиçе УКра кăна – «Платина», «Оптима» ОООсенче – вĕсен йышĕ 95-100% танлашать. Тепĕр енчен, нумай управляющи компанин юр тасатмалли техника çук. Унашкаллипе нумай хваттерлĕ 15 çуртран кая мар пăхса тăраканнисем кăна усă кураççĕ. Ыттисен е алă вĕççĕн ĕçлеме, е айккинчен техника тара тытма тивет.

Çуртсен территорийĕсене пăхса тăрас тĕлĕшпе инспекци Шупашкарта пурăнакансенчен пĕлтĕр 62 çăхав йышăннă, Çĕнĕ Шупашкарта – 12. Олег Николаев вĕсем хăш управляющи компанисене пырса тивнипе кăсăкланчĕ те – Виктор Кочетков татăклă хурав параймарĕ. «Япăх…» – кĕскен пĕтĕмлетрĕ Олег Алексеевич. Тишкерме сĕнчĕ: списокра пĕр компанисемех тĕк – ку вĕсен ĕçне тивĕçлĕ хакламалли сăлтав пулмалла. Çавăн пекех вăл çуртсен картишĕсене тасатса тăрассине йĕркелес ĕçе вĕсенче пурăнакансем хăйсем мĕнле хутшăннине  тишкерме те сĕнчĕ. Пĕрлехи пухусем ирттереççĕ-и, ку ыйтусене сÿте яваççĕ-и – çакăнтан та нумай килет. «Эпир, паллах, территорисене тирпейлĕ тытас ĕçе хутшăнатпăр, çав вăхăтрах хваттерсен хуçисене хăйсене те ку ĕçе явăçтармалла – унсăрăн йĕрке тăвасси кăткăс пулĕ», – иккĕленмест регион ертÿçи.

Тĕп хула пуçлăхĕ Владимир Доброхотов та управляющи компанисен юр тасатмалли ятарлă техника сахалли пирки каларĕ – пĕтĕмпе те 57 единица кăна. Ун шучĕпе, арендăна илнипе çырлахни вырăнсăр – хăйсен пулмалла. Çийĕнчен хула администрацийĕ территорисене тасатма кăçал пуçласа гараж хуçалăхне те явăçтарнине пĕлтерчĕ. Вăл техникăпа пуян – 48 единица. Социаллă учрежденисен территорийĕсене пăхса тăма шаннă та – ырă улшăнусем пур. «Дорэкс» та аван ĕçлет. Юр çук тесе алă усса лармаççĕ – «компание çулсене асфальт таран тĕплĕн хырса тасатма хушнă».

Канашлура çавăн пекех Пĕтĕм Раççейри «Професси енĕпе чи лайăххи» конкурсăн регион тапхăрне ирттерес ыйтăва тишкерчĕç. Кăçал рабочисен 19 профессийĕн представителĕсем ăмăртĕç. Тупăшмашкăн сăлтав пысăк – малти вырăнсене йышăннисене сумлă наградăпа хавхалантараççĕ. Калăпăр, регион тапхăрĕнчи пĕрремĕш вырăншăн 100 пин тенкĕ тÿлеççĕ, федераци шайĕнчи çĕнтерÿшĕн – 1 миллион тенкĕ. Пĕлтĕр федераци шайĕнче пирĕн икĕ ентеш палăрнă: «РусГидро» представителĕ Дмитрий Николаев тата сыр тăвакан Ольга Кошелева.

Канашлу Пушкин карттипе çыхăннă ĕçе пĕтĕмлетнипе вĕçленчĕ. Культура министрĕ Светлана Каликова çак проекта Чăваш Енре 98 учреждени хутшăннине пĕлтерчĕ. Çав шутра 93-шĕ – патшалăх тата муниципалитетсен учрежденийĕсем, 5-шĕ – уйрăм çынсен харпăрлăхĕнчисем.  Чăваш Ен ачасемпе çамрăксене Пушкин карттипе тивĕçтерес енĕпе çĕршывра малти вырăнта – ку кăтарту 99% танлашать.  Пушкин карттипе кашни пин çын пуçне сутнă билетсен шучĕпе – 2-мĕшĕнче. 2024 çулта театрсем, музейсем, концерт учрежденийĕсем 405 пин билет сутнă – 162 миллиона яхăн тенкĕлĕх.

Пĕтĕмпе 2,8 пин мероприяти йĕркеленĕ. Çав шутра – ял-хуласене кайса. Светлана Анатольев­на ку енĕпе «Культурăллă юнкун» акци усси пысăккине палăртрĕ. Юнкунсерен 12 учреждени тĕрлĕ округра пулать – унти халăха спектакльсемпе, концертсемпе савăнтарать. Пĕлтĕр çакнашкал 127 мероприяти йĕркеленĕ, вĕсене 26 пин çын пырса курнă. Çав шутра ачасемпе çамрăксем – Пушкин карттипе усă курса. Çак ĕçе лайăх йĕркеленĕшĕн министр Элĕк, Патăрьел, Çĕрпÿ, Хĕрлĕ Чутай округĕсене, Канаш хулине тав турĕ. Округсенче çĕнĕрен уçнă 22 кинозал ĕçĕ те курăмлă – пĕлтĕр 12 пин ытла киносеанс ирттернĕ. Кинорепертуара хамăрăн çĕршывра ÿкернĕ фильмсем çинче никĕсленĕ те – вăл шкул программипе килĕшсе тăни пушшех Пушкин карттипе усă курма меллĕ.

Олег Николаев ĕçе пĕтĕмлетнĕ май пайăррăн палăртрĕ: «Мă­наçланмалăх пур». Çав вăхăтрах вăл Пушкин карттипе çыхăннă проекта ытти учреждение те явăçтарма сĕнчĕ. Анчах, Светлана Каликова палăртнă тăрăх, халь тин уйрăм çынсен театр-концерт учрежденийĕсене ку ĕçе явăçтарма май çук иккен – Мускав çавнашкал йĕрке палăртнă. Маларах списока кĕрсе юлнисем малалла ĕçлĕç, ыттисен вара айккинчен пăхса тăма тивет – йыша вĕсемпе анлăлатаймăн. Çавăнпа та, ун шучĕпе, хайхи 98 учреждени йĕркелекен мероприятисене анлăлатмалла – «ку енĕпе çине тăрса ĕçлетпĕр».

Олег Николаев çав учрежденисем пĕлтĕр билет сутса пухнă 162 миллион тенкĕ çак тĕллевпе уйăракан укçан мĕнлерех пайĕ пулнипе кăсăкланчĕ. Республикăра валеçнĕ Пушкин карттисен шучĕ 105 пин патнелле – вĕсемпе усă курма май пур укçан пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 500 миллион тенкĕ иккен. Олег Алексеевич шучĕпе, билет сутса пухма май пур укçан 30% патнелле кăна усă курнипе çырлахма юрамасть – «резерв питĕ пысăк – ĕçлемелли нумай».

 

Николай КОНОВАЛОВ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости