Юхать шывпа асфальт…

Унпа пĕрле вара – укçа та

Кăçалхи çулла мăштавăшсен ĕмĕчĕ тинех пурнăçа кĕчĕ: подряд организацийĕ газ компрессорĕ патĕнчи çул хĕресленĕвĕнчен пуçланакан лаптăк çинче тинех юсав ирттерчĕ. Яла яка çулпа пырса кĕме май туса панăшăн паянхи кун та тав тăвăччĕç водительсемпе вĕсен пассажирĕсем, анчах та…

Таврăнма тиветех

«Подряд организацийĕ çула хăвăртах юсарĕ. Шел те, пирĕн телей вăраха пымарĕ. Мĕн юсанă, мĕн сапланă – паян çакăн палли те юлман. Асфальт çул путсах пырать…» – çырнă Мăштавăшран килнĕ çырура.

Ку çула кăçалхи çулла кăна юсаса пĕтернĕ тесен ĕненмен те пулăттăмăр. Çакăн пек пахалăхсăр – вырăнта пурăнакансем ĕнентернĕ тăрăх – вăл ГОСТпа тÿр килмест – лаптăк 2 километра яхăн тăсăлать. Урăхла каласан, автотранспорт хуçисен шăп çакăн чухлĕ тăршшĕне руле экстремаллă тытса пынă май парăнтарма тивет. Вăл ансăр, çавна пулах хирĕç килекен автомашинăсене иртме кансĕр. Кăна эпир хамăр та асăрхарăмăр. Çулăн пĕр енĕнче чарăннă автомашина çумĕнчен асăрханса, хăвăртлăха 10 км/сех таран чакарса иртме тиврĕ. Васкавлă службăсене çак çул тăрăх мăштавăшсем хăвăртах кĕтсе илесси питĕ иккĕлентерет. Пушшех те – ун тăрăх шкул автобусĕ кашни кунах ачасене илсе çÿрет. Çакă вара хăрушлăхсăрах мар. Хăйĕн автомобилĕпе Мăштавăшран тĕп хулана яра куна хутлакан Александр Илларионов акă кунти кашни путăка лайăх пĕлет. Апла пулин те унта ăнсăртран пырса кĕресрен çакă та çăлаймасть. Иртнĕ уйăхра кăна-ха акă хăйĕн шап-шурă «Ниссанĕн» кустăрмисен дискне авнă – тăкак. Çул-йĕр хăрушсăрлăх службин патшалăх инспекцийĕн районти уйрăмĕн информацийĕ тăрăх, çул çинчи кашни 6 аварирен пĕрин сăлтавĕ – унăн пахалăхсăрлăхĕ.

Çул айккисене хытарса çирĕплетменнине пула вара асфальт выляса кăна тăрать: çумăр вăйлă çунă хыççăн путăксем тарăнлансах пыраççĕ. «Çуркунне, юр кайса пĕтсен, вăл тăрса та юлмĕ эппин – юхсах кайĕ-и?», – подрядчиксен ĕçĕпе кăмăлсăр калаçаççĕ мăштавăшсем. Вĕсен шучĕпе, «çак ĕçе яваплăха туйса мар, ячĕшĕн кăна тунă».

0,857 км тăршшĕ «Мăштавăш-Паçпак-Завражное» автоçула муниципаллă контрактпа килĕшÿллĕн «Дорстрой» ООО пăхса тăрать. «Ăна тытса тăрасси – виçере», – çапла ĕнентереççĕ официаллă документсем. Вĕсенченех подряд организацийĕ асăннă çулăн 78 тăваткал метр лаптăкĕ çинче шăратнă асфальт хурса шăтăк-путăка саплани паллă. Шел те, ертÿçĕпе хăйĕнпе çыхăнма хăтланни ăнăçлă пулмарĕ. Анчах та предприяти ĕçченĕсен каялла таврăнма тиветех. Муниципаллă контрактăн 6.13 пункчĕпе килĕшÿллĕн, ĕçе вĕçлесе акта алă пусса çирĕплетнĕ хыççăн подрядчике кăлтăксене пĕтерме 12 уйăх параççĕ. Çакна шута хумасан, паллах, муниципалитетăн тата вырăнти çынсен интересĕсене суд урлă хÿтĕлеме тивĕ.

Налог тÿрре тухмасть?

Апаш ял тăрăх пуçлăхĕ Александр Владимиров ыйту çивĕчлĕхне пĕлет. Çул район шутĕнче тăрать – çавăнпа та ăна васкавлă татса парасси унран ытлах килмест. Асăннă çул çинчи шăтăксене пĕтерес ĕçе 2016 çулта малалла тăсĕç – çапла пĕлтереççĕ райадминистрацин хула тăвас ĕç тата архитектура пайĕнче. Вырăнти влаçсем «Мăштавăш-Паçпак-Завражное» çула юсас ыйтăва районти Депутатсен пухăвĕн ларăвĕнчи кун йĕркине кĕртесшĕн. Депутатсем килĕшсен районăн 2016 çулхи бюджетне палăртнă чухне çак тăкаксене те шута илĕç.

«Енчен те кашни килтен çĕршер тенкĕ пуçтарсан та вăл юсав ирттерме аванах пухăнĕччĕ-тĕр», – сĕнет çакăнта пурăнакан Вячеслав Вершинин. Ял çыннисем унпа килĕшесшĕн мар: «Налука мĕншĕн тÿлетпĕр вара?», – теççĕ вĕсем. Айăпа пысăк тиевлĕ транспорт хатĕрĕсем, гусеницăллă тракторсем çине йăвантармалли-и, ĕçе технологие пăхăнса пурнăçламанни çине-и – ял çыннисем аптăраççĕ. Чăн та, газ компрессорĕнчен çул тип-тикĕс – ним каласа та ÿпкелеме çук. Ялта пурăнакансем ăнлантарнă тăрăх, асфальта иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче станци тунă чухнех хурса хăварнă. «Аялта – тем хулăнăш бетон плитасем», – ăнлантарать Вячеслав Валентинович. Унти çул миçе çул иртсен те хăйĕн пахалăхне çухатмасть. Акă мĕнле хумалла иккен асфальт çула пирĕн транспорт хатĕрĕсене, кĕрлĕ-çурлă йĕпе-сапана чăттăр тесен!

Хушса çырни: хаçатăн иртнĕ номерĕнче эпир районти çулсене вак чулпа сарас ыйтăва хускатнăччĕ. Материал кун çути курнă хыççăн вулакансем Кÿкеçри «Солнечная» урамра ĕçсем чарăнса ларни пирки шăнкăравласа пĕлтерчĕç. Çуран каçмалли вырăна хальхи вăхăтра асфальт сарман, ытти çитменлĕх те пур-мĕн. Кÿкеç ял тăрăх администрацийĕнче ăнлантарнă тăрăх, ку ыйтупа «Чăвашавтодор» ОАО ертÿçипе тĕл пулнă. Хальхи вăхăтра вăл банкрута тухнин процедурине тÿссе ирттерет. Шел те, ĕçе вĕçлесси пирки калаçса татăлма май килмен, мĕншĕн тесен предприятин «техникăна топливăпа тивĕçтерме те укçа-тенкĕ çук». Çула сарассипе çыхăннă ĕçсене 80% чухлĕ кăна пурнăçланă.

ТАИСИЯ КРОТОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости